Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ мероприятисем ҫак кунсенче таҫта та иртӗҫ. Шупашкара 500 ҫул культурӑпа кану паркӗнче (халӗ ӑна «Амазони» этнокомплекс тенипе те пӗлеҫҫӗ) Хӗл Мучи резиденцийӗ ӗҫлет. Вӑл раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакансемпе Чӑваш Енӗн тӗп хулин хӑнисене паркра кӑрлачӑн 7-мӗшӗчченех кӗтӗҫ. Хӗл Мучин керменӗ тӗп ёлка патӗнче вырнаҫнӑ. Унта Хӗл Мучи пулӗ. Вӑл ачасем сӑвӑ-юмах каланине хаваслансах итлӗ. Юрӑ юрлакансем юрӑ юрлаччӑр, ташлакансем ташласа кӑтартчӑр. Хӗл Мучи пурне те пӗр пек хапӑл тӑвӗ. Юр пике те, юмахри ытти персонаж та пулӗҫ унта. Вӗсем шӑпӑрлансемпе хаваспах вылӗҫ-кулӗҫ. Маттур ачасене Хӗл Мучи ӑшӑ сӑмахпа хавхалантарӗ.