Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Россельхознадзор специалисчӗсем Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури йӗркеленӗ рейда хутшӑннӑ. Вӗсем Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ пасара тӗрӗслеме ҫитнӗ.
Пасарта паллӑ мар вырӑнтан кӳрсе килнӗ ҫимӗҫсене тупнӑ: Пекин купӑсти – 12 килограмм, панулми – 36,85 килограмм, помидор – 64,45 килограмм, мандарин – 9,35 килограмм, помело – 11,85 килограмм. Пӗтӗмпе - 134,5 килограмм.
Вӗсене ӑҫтан илсе килнине палӑртайман, мӗншӗн тесен этикеткӑсем пулман, кирлӗ документсем те тупӑнман. Ҫапла майпа ҫак ҫимӗҫсене туртса илнӗ те тӗп тунӑ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Брянскра ҫӗрулми туса илес ӗҫ лайӑх пынине ырласа калаҫнӑччӗ. Ку хыпар та ҫак тӑрӑхри ҫимӗҫ пирки пулӗ, анчах хальхинче – савӑнтараканни мар.
Россельхознадзор ӗҫченӗсем Чӑваш Енри лавккасенче Брянск облаҫӗнчен кӳрсе килнӗ, сывлӑхшӑн сиенлӗ сырсем тупса палӑртнӑ. Вӗсенче сывлӑха начар витӗм кӳрекен ӳсен-тӑран ҫӑвӗсем пур. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет.
Ҫак сырсене Шупашкарти тата Канашри лавккасенче тупнӑ. Вӗсем «Сыр Российский», «Просто Народный», «Сыр Российский полутвердый» ятлӑ. Вӗсенче стерин тупса палӑртнӑ. Унпа медицинӑра, косметикӑра усӑ кураҫҫӗ, апат-ҫимӗҫе яраҫҫӗ. Анчах, фитостеринсем холестерин шайне пӗчӗклетнине калаҫҫӗ пулсан та, вӗсем чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене аталанма пулӑшаҫҫӗ. Ҫапла майпа Брянск тӑрӑхӗнчен кӳрсе килнӗ сыр ГОСТпа килӗшсе тӑмасть. Нормӑра палӑртнӑ тӑрӑх, сырта фитостеринсем пулмалла мар.
Нумаях пулмасть Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн специалисчӗсем Шупашкарти Хевеш пасарӗнче тӗрӗслевпе пулнӑ. Ун чухне вӗсем 22 килограмм ытла сыр арестленӗ. Пӗр партийӗ срокран тухнӑ пулнӑ, ӑна вара ҫаплипех сутнӑ. Тепӗр партийӗн документсем пулман.
Беларуҫра туса кӑларнӑ «Аскамил» ятлӑ сыра срокран тухнинех сутнӑ. 2018 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнче кӑларнӑскерӗн срокӗ кӑҫалхи нарӑсӑн 4-мӗшӗччен пулнӑ. Пӗтӗмпе ҫакнашкал 7,358 килограмм сыр сутма хӑтланнӑ.
Тепӗр йышши сыра вара мӗнрен тунине, срокне, мӗнле упрамаллине кӑтартман этикеткӑсӑрах сутнӑ. Сутуҫӑн ӑна туяннӑ чухнехи накладной та, пахалӑхне ӗнентерекен документ та пулман. Ҫавнашкал 14,887 килограмм сыр тупнӑ.
Ҫак тӗслӗх тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ.
Ачалӑхӗ вӑрҫӑ ҫулне лекнӗ пирӗн аннесем сӗтел ҫинче ҫӑкӑр тӑнине курма ӗмӗтленнӗ. 80 урлӑ каҫнӑ ҫывӑх ҫыннӑм кӳршӗсен ҫӑкӑр пулнине час-часах аса илет. «Хамӑр килти сӗтел ҫинче те ҫӑкӑр татки курасчӗ», — тесе шухӑшланине вӑл паян та манман.
Самани улшӑнса кайрӗ те, халӗ ырханни те, мӑнтӑрри те начарланма ӗмӗтленет. Пурте тенӗ пекех сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗрки пирки юмахлать. Ун пеккисем ҫӑкӑр ҫиме юрамасть теме кӑмӑллаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче (унӑн ертӳҫи — Елена Бадаева) пулнӑ.
Предприяти пуҫлӑхӗ ҫынсем юлашки вӑхӑтра ҫӑкӑр-булка тата кондитер изделийӗсене сахалрах туяннине пӑшӑрханса пӗлтернӗ. «Манӑн ҫемье сӗтелӗ ҫинче хура ҫӑкӑр яланах пулнӑ, малашне те пулӗ», — тенӗ, сӑмах май, республика Элтеперӗ.
Паян Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӗр улми куравӗ уҫӑлнӑ. Вӑл Николаев урамӗнчи пасарта ыран та ӗҫлӗ. Унта «иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн» тӗрлӗ сорчӗпе паллашма, килӗшнине туянма пулать.
«Ҫӗр улми - 2019» курава уҫма тата ҫавна май иртекен мероприятисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Курав пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Курава ирттерме Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерстви тата Ҫӗр улми ӳстерекенсен пӗрлешӗвӗ пулӑшать.
Кӑҫалхи курава ҫӗршывӑн 21 регионӗнчи тата Беларуҫ Республикинчи 90-а яхӑн компани килсе ҫитнӗ. Вӗсем «иккӗмӗш ҫӑкӑра» туса илмелли ҫӗнӗ йышши технологисемпе, ҫӗр улмин сӑтӑрҫисемпе тата чир-чӗрӗпе кӗрешмелли мелсемпе паллаштараҫҫӗ.
Ҫынсем вара ҫӗр улмирен пӗҫернӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗсе астивсе пӑхма пултарасҫӗ.
Шупашкарти Николаев урамӗнчи пасарта контрафактлӑ пекин купӑсти тупса палӑртнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр обласҫӗнчи управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарӑн Ленин районӗнчи суту-илӳ точкисене прокуратурӑпа пӗрле тӗрӗсленӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне ӑҫтан кӳрсе килни паллӑ мар пахчаҫимӗҫе асӑрханӑ. Пурӗ — 84,9 килограмм.
Апат-ҫимӗҫ пирки пӗр хут та пулмантан ӑна туртса илме йышӑннӑ. Ҫавӑн пирки кирлӗ хутсем шӑрҫаланӑ хыҫҫӑн пекин купӑстине ҫав кунах, нарӑсӑн 26-мӗшӗнче, ҫӳп-ҫап турттармалли вырӑна тиесе кайнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр обласҫӗнчи управленийӗн пресс-служби ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫапла вара контрафактлӑ пахчаҫимӗҫе — 85-е яхӑн килограмм пекин купӑстине — ҫийӗнчех тӗп тунӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ сӗннине шута илсе Шупашкарти ача пахчисенче ачасене ҫӗнӗ йышши апат ҫитерӗҫ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун ача пахчисене кӳрекен продукци ашшӗ-амӑшне тивӗҫтермелле пек. Хальхи вӑхӑтра продукци йышӗнче банан, груша, апельсин, хӑяр тата помидор пур. Унсӑр пуҫне малашне ачасене йогурт, улма-ҫырла ярса хатӗрленӗ тӑпӑрчӑ пудингӗ тата ҫӑмарта хӑпартни ҫитерме йышӑннӑ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, паянхи кун Шупашкарта шкулчченхи ача-пӑча вӗренӳ учрежденийӗсенче апатланӑва лайӑхлатас тӗллевпе тӗрлӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫав шутра — ашшӗ-амӑшне анкета ыйтӑвӗсене хуравлаттарса, тӗлпулусемпе ӑсталӑх класӗсем йӗркелесе, дегустаци ирттерсе.
Роспотребнадзор ачасене килтен апат илсе пыма чарӗ. Анчах ку пур ҫимеҫе те пырса тивмест. Тӗслӗхрен, малашне ачасен улма-ҫырла, типӗтнӗ улма-ҫырла, мӑйӑр килтен илсе килме юрать. Вӗсене тӑхтӑв вӑхӑтӗнче ҫийӗҫ.
Ҫавӑн пекех шкулти тата ача-пӑча уйлӑхӗсенчи менюна витаминсемпе тата микроэлементсемпе, бифидобактерисемпе пуян ҫимӗҫсем кӗртмеллине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне апат пӗҫернӗ чухне йодлӑ тӑварпа кӑна усӑ курӗҫ.
Шкул ачин апатланӑвӗнче ҫак ҫимӗҫсем пулмалла: какай, чӑх какайӗ, сӗт, услам тата ӳсен-тӑран ҫӑвӗ, хура, шурӑ ҫӑкӑр. Пулла, ҫӑмартана, тӑпӑрча тата сӗт юр-варне эрнере 2-3 хутчен кӑна менюна кӗртме сӗнеҫҫӗ. Хушма ҫимелли пек ачасене кислородлӑ коктейль пама пултараҫҫӗ.
Роспортебнадзор шкулти шӑпӑрлансене пирожнӑйпе, тортпа, ливер кӑлпассипе, сельдь пулӑран хатӗрленӗ форшмакпа, по-флотски пӗҫернӗ макаронпа, вакланӑ ҫӑмартапа, вӗретмен сӗтрен хатӗрленӗ тӑпӑрчпа, кӑмпапа, консервланӑ пахча ҫимӗҫпе тата улма-ҫырлапа, паштетпа, тапӑрчӑ е аш хурса ҫавӑрнӑ икерчӗпе, ӑшаланӑ ҫӑмартапа, фритюре ӑшаланӑ ҫимӗҫсене ҫитерме чарать. Ку кваса, кумыса, газировкӑна, чӗлхене чӗпӗтекен соуссене, горчицӑна, кетчупа, майонеза, чӑмлака, карамеле те пырса тивет.
Чӑваш Енре кӑҫал пуҫтарса кӗртнӗ ҫӗр улмин пысӑк пайне республикӑри виҫӗ районта туса илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗ пӗлтерет.
Ҫӗр улми туса илессипе тӑван республикӑмӑр кӑҫал федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Асӑннӑ культурӑн калӑпӑшӗпе пирӗнтен Чулхула облаҫӗ тата Тутар Республики ирттернӗ. Кунта сӑмах ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе пысӑк фермерсем пирки пырать.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче иккӗмӗш ҫӑкӑра 142,5 пин тонна туса илнӗ. Тухӑҫ гектартан вӑтамран 185,1 центнер тухнӑ.
Республикӑра туса илнӗ мӗнпур ҫӗр улминчен 44,5 проценчӗ Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски районӗсене тивет.
Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекенсем апат ҫисе наркӑмӑшланнӑ, ҫав ыйтӑва ЧР Правительство ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер тунтикунхи канашлура сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта Шупашкарти кадет корпусӗнчи виҫӗ ача, Кӳкеҫ лицейӗнчи пилӗк ача шар курнине хыпарланӑччӗ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Кудряшов ачасем апатпа наркӑмӑшланман тенипе Элтепер килӗшменнине телекуравпа та кӑтартнӑччӗ. Чӑн та, Роспортебнадзорӑн республикӑри управленийӗ ҫапла пӗлтернӗ-ха та...
Халӗ эпир тепӗр ҫӗнӗ хыпар илтрӗмӗр. Маларах асӑннӑ министрӑн ҫумӗ Алевтина Федорова Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернине пӗлтернӗ. Чӳк уйӑхӗн 14-19-мӗшӗсенче Кӳкеҫ лицейӗнчен 4 ачана тата 1 аслӑ ҫынна пульницӑна чӑнахах та илсе кайнӑ иккен. Кадет корпусӗнче вӗренекен виҫӗ ача та аптӑраса ӳкнипе пульницӑна лекнӗ. Ачасем шкулти апатпа наркӑмӑшланманах-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |