Мари Элти пӗр усламҫӑ хӑй сутакан тавар ятне чӑвашла капӑрлатать. Кун пирки Чӑваш Енри паллӑ ӳнерҫӗ Геннадий Иванов-Орков Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Реклама мар, кӑмӑллӑ пулӑм! Ҫак ӳкерчӗксенче, калӑн, Раҫҫей пӑрҫиллӗ, ахаль суту-илӳ маркиллӗ ахаль хутаҫ. Анчах курӑнмалла вырӑнта чӑваш сӑмахӗ пур. Вӑл — топоним, Тутарстанри чӑваш ялӗ. Унта чӑваш поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ», — тесе ҫырнӑ ӳнерҫӗ. Пӑрҫана Мари Элти Звениговӑри Казанков усламҫӑ фирминче тултараҫҫӗ иккен. Сиктӗрмере ҫуралнӑскер тӑван тӑрӑхне хисеплесе, асра тытса пӑрҫа хутаҫне чӑвашла илемлетнӗ.
Геннадий Иванов-Орков пӗлтернӗ тӑрӑх, Петӗр Хусанкай тӑванӗ лекет. Казанков Шупашкарта тата Чӑваш Енре хӑйӗн продукцине сутать иккен.
Пирӗн республикӑра типӗтсе хатӗрленӗ пахчаҫимӗҫе ҫӗршыври супермаркетсенче сутаҫҫӗ. Ҫимӗҫе типӗтекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ продукци пахалӑхне ҫухатмасть, тути те унӑн аван.
Апат-ҫимӗҫе типӗтессипе, сӑмахран, Комсомольски районӗнчи «ТАВ» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет. Вӑл ҫӗрулмипе тата ытти пахчаҫимӗҫе ӗҫлет. Фирмӑн продукцин «Пятёрочка», «Перекрёсток», «Карусель» тата «Магнит» суту-илӳ сечӗсен лавккисенче курма пулать. Унта ӑна «Yelli», «Bravolli», «Готово» тавар паллипе сутаҫҫӗ. Чӑваш Енре туса кӑларнӑ ҫав ҫимӗҫе «ОZON» тата «WILDBERRIES» маркетплейссем урлӑ та туянма пулать.
Ку эрнере ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӗрулми тата тымарлӑ ытти ҫимӗҫе типӗтекен предпряитире пулса курнӑ. Вӑл Комсомольски ялӗнче вырнаҫнӑ.
Олег Алексеевича продукцин технологийӗ килӗшнӗ, ҫавна май вӑл шкулти рациона типӗтнӗ ҫӗрулми кӗртме сӗннӗ. Палӑртмалла: вӑл – чипс мар, ҫӗрулмине упрамалли мел ҫеҫ. Ӑна шыва ярса лартсан вӑл ахаль чӗрӗ ҫӗрулми пекех пулать.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Элтепер сӗннипе шкул рационне тӑпӑрчӑ запеканки кӗртнӗ. Ӑна шкул ачиех хатӗрленӗ. Вӑл вара Олег Николаева килӗшнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи икӗ шкулта ачасене тӑпӑрчӑ ҫитерес вырӑнне тӑпӑрчӑ хутӑшӗ парас тенӗ. Ҫакна республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви нарӑс уйӑхӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Хут ҫинче тӑпӑрчӑ тесе кӑтартнӑ, ӑна сутаканӗ вара тӑпӑрчӑ хутӑшӗ сутнӑ. Ҫавна асӑрхасан продукцие каялла тавӑрса панӑ, ачасене унпа апатлантарман.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пӗр шкул столовӑйӗнче ывӑс япӑххине палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫӗннисене туяннӑ. Тепӗр шкулта савӑт-сапана ылмаштарнӑ.
«Кӑлтӑк тупса палӑртнӑ шкулсене эпӗ хам ҫитсе килтӗм, – ӗнентернӗ вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Наталия Скворцова. – Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗпе тата шкул директорӗсемпе эпир пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр, шкул валли апат-ҫимӗҫ туянас ыйтӑва йӗркене кӗртмеллеине сӳтсе яврӑмӑр. Малашне те тӗрӗслесех тӑрӑпӑр. Ҫак ӗҫе хамӑр специалистсене ҫеҫ мар, Роспотребнадзорпа прокуратура ӗҫченӗсене те явӑҫтарӑпӑр».
«Домашняя газета» (чӑв. Килти хаҫат) хаҫатӑн паян вулакансем патне ҫӗнӗ номерӗ ҫитнӗ.
Кашни кӑларӑмри пекех хаҫатра усӑллӑ канашсем нумай. Ку номерте эсир пӗлме пултаратӑр:
• ирхи апатланни сывлӑхшӑн мӗнпе усӑллӑ;
• рис шывне мӗн валли усӑ курма пулать;
• мӗншӗн ыхра чылай эмелтен усӑллӑрах шутланать;
• отжимани туса сывлӑха епле тӗрӗслеме май пурри пирки.
Хаҫат номерӗнче тухтӑрсен усӑллӑ канашӗсем пур, америкӑри пахчаҫӑсен вӑрттӑнлӑхӗсем, тӗрлӗ рецептсем тата ытти те. Калӑпӑр, ку кӑларӑмра Францири Лион хулинче сысна урине епле пӗҫернине каласа панӑ. Риспа иҫӗмрен тунӑ эрехӗн уссине пӗлме пулать (рецепчӗ те пур).
Кашни номерте тенӗ пекех «Домашняя газета» хаҫатра пӗлтерӳсен пайӗ пичетленет. Унта тӗрлӗ пулӑшу тивӗҫтернине кӑна мар тупма пулать — пысӑк пая «Паллашу кӗтесӗ» йышӑнать.
Чӑваш Енре, Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗрулми, кишӗр хакланнӑ, хӑяр йӳнелнӗ.
Пушӑн 15-мӗшӗ тӗлне услам ҫу, ҫуллӑ тӑпӑрчӑ 3% йӳнелнӗ, пӗҫернӗ кӑлпасси, сӗт хакӗ 2% чакнӑ. Чей, тӑвар, ҫӑнӑх, хура ҫӑкӑр, булка таврашӗ, хура тул хакӗсем ҫав шайрах юлнӑ.
Ҫӗрулми – 13%, кишӗр – 6%, купӑста - 4%, сухан 3% хакланнӑ. Симӗс хӑяр, помидор, панулми вара йӳнӗрех халӗ.
Сысна ашӗн, чӑх какайӗн хакӗ хӑпарнӑ: 6% тата 5%. Сахӑр 2% хакланнӑ, ҫӑмарта та 1,8 тенкӗ ытларах тӑрать, тип ҫу – 2 тенкӗ ытларах.
Вермишель, вир, рис, макарон, хӑйма, ӗне какайӗ кӑштах ҫеҫ – 1 процент – хакланнӑ.
Чӑваш Енри ачасем шкулта апат мӗнле ҫитернипе кӑмӑлсӑр. Ҫакна танлаштарӑм ҫирӗплетнӗ. Ӑна Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗ «Шкулти шеф» проектпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ.
Шкулти апата 5 баллӑ шкалапа хаклама ыйтнӑ. Ҫак ӗҫе шкул ачисене хайсене тума ыйтнӑ. Вӗсем апатланмӑшри тасалӑха, интерьера, менюна, унти ӗҫченсен кӑмӑлне хакланӑ.
Ыйтӑм Раҫҫейри мӗнпур регионта тӗнче тетелӗнче нарӑсӑн 4-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 4-мӗшӗччен иртнӗ. Унта 2200 ытла ача хутшӑннӑ. Чӑваш Ен танлаштарӑмра малти йӗркесен йышне кӗреймен.
Чӑваш Ени ял хуҫалӑх предприятийӗсем севок сухан туса илессипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Ку культурӑна ӳстерме пулӑхлӑ хура тӑпра кирлӗ. Ҫавӑнпа севок туса илессипе республикӑн кӑнтӑр енче: Елчӗк, Патӑрьел, Комсомольски районӗсенче — тӑрӑшаҫҫӗ. Раҫҫейре туса илекен севокран 68,8 проценчӗ — Чӑваш Ен аграрийӗсен тӳпи. Ҫакӑн пек ӗнентерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсем хӑйсен продукцине ют регионсене ҫеҫ мар, чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ. Чӑваш суханне пӗлтӗр Беларуҫ Республикинче, Казахстанра, Молдавинче туяннӑ. Пурӗ 87,46 пин америка долларӗлӗх.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Канаш хулинче пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм шар курнӑ. Шел те, пӑтӑрмах вилӗмпе вӗҫленнӗ.
Асӑннӑ хулари Ленин урамӗнчи 52-мӗш ҫуртри хваттерте пурӑнакан 81 ҫулти хӗрарӑм, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, каҫхи 22 сехет тӗлӗнче апат хатӗрлеме тӑнӑ. Ҫавӑн чухне унӑн ҫипуҫӗ хыпса илнӗ.
Тумтир ҫунма пуҫласан хӗрарӑм те ҫӗтсе кайнӑ, анчах вӑл пиҫсе кайнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 82 хутчен тухнӑ. Вут-ҫулӑм 2 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ. Инкекре 17 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Чӑваш Енре туса илнӗ агропромышленность отраслӗнче туса илнӗ продукцие ют ҫӗршыва иртнӗ ҫул ӑсатни планпа пӑхса хӑварнинчен 30 процент иртнӗ. Пӗтӗмпе 34,8 миллион долларлӑх сутнӑ.
Пӗлтӗр Чӑваш Енри чӑх-чӑх хапрӑкӗсем чӑх урине Китая ӑсатма тытӑннӑ. Пӗлтӗр тата органика йӗтӗнне пуҫласа Европӑна ӑсатнӑ.
Ют ҫӗршыва пылак апат-ҫимӗҫ, ҫу культури, севок-сухан, хӑмла, ҫӗрулми, кофе тата чей, хуратул сутнӑ.
Чӑваш Енри продукцие 37 ҫӗршыва сутнӑ. Тӗп импортерсем: Китай, Беларуҫ, Германи, Украина, Казахстан тата Польша.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |