Кӑрлач уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче апат-ҫимӗҫ хакӗ мӗнле улшӑннине Чӑвашстат тишкернӗ. Чи хӑвӑрт йӳнелекен 5 ҫимӗҫ списокӗнче ҫӑмарта пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Хӑяр хакӗ 3,86 процент чакнӑ, помидор 3,68 процент йӳнелнӗ. Хӗрлӗ кӑшман хакӗ 2,62 процент чакнӑ, пӗҫернӗ кӑлпасси – 2,59 процент. Банан тата ҫӗрулми кӑшт хакланнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Чӑваш Енре ҫӑмарта 81 процент хакланнӑ, пахча-ҫимӗҫ – 28 процент, чӑх какайӗ – 21 процент.
Чӑваш Енре «Сальчичон», «Фуэт» тата «ПикШик» ятлӑ аш-пӑш продукцийӗ туса кӑлараҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри предприятисем хӑйсен ассортиментне патшалӑх пулӑшӑвне пула анлӑлатса пыраҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ туса кӑларакан предприятисене пӗлтӗр 200 миллиона яхӑн тенкӗ субсиди панӑ.
Ҫӗнӗ йышши апат-ҫимӗҫе Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ, «Деревенский дворик» (чӑв. Ялти картиш) кооператив тата «Приволжские колбасы» (чӑв. Атӑлҫи кӑлпассийӗ) комбинат туса кӑлараҫҫӗ.
Продукцие «Санар» фирма лавккисенче, «Лента», «Метро» тата «Магнит» сечӗсен лавккисенче сутаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн специалисчӗсем кашни эрнерех 11 лавккари 31 тавар хакне тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Юпан 11-17-мӗшӗсенче хаксем мӗнле улшӑннӑ-ха?
Шурӑ ҫӑнӑх хакӗ улшӑнман. Ытларах макарон, сысна ашӗ, ӗне какайӗ хакланнӑ. Чӗрӗлле тӗтӗмленӗ кӑлпасси, вир пӑтти, таса шыв (5 литр) хакӗ кӑштах ӳснӗ.
Чей хакӗ 62 тенкӗ хӑпарнӑ. Ҫавӑн пекех шӑнтнӑ пулӑ (14,5 тенкӗ), услам ҫу (38,5 тенкӗ), панулми (2,3 тенкӗ) хакланнӑ.
Торчӗ чӑвашла мар-ха. Ӑна чӑвашла илемлетнӗ.
Юлашки вӑхӑтра ҫынсем хӑйсен халӑхӗн йӑли-йӗркипе кӑсӑкланма пуҫлани сисӗнет. Пирӗн республикӑра та ҫавӑн пекех.
Ҫамрӑксем, сӑмахран, чӑвашла тумланса тата чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса туй ирттереҫҫӗ. Шупашкарта кофе ӗҫнӗ чухне чӑвашлӑха аса илтерекен вырӑн та пур.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗр торт пӗҫерме ӑста. Нумаях пулмасть вӑл ҫав пылак апата чӑвашла хитрелетнӗ. Ылтӑн алӑллӑ хӗр Наталья Кустина ятлӑ.
Ку вырсарникун Шупашкарти тӑватӑ вырӑнта «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ уҫӑлӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен кашни канмалли кун ӗҫлӗ. Унта ҫынсем пахча ҫимӗҫе, ытти продукцие йӳнӗпе туянма пултараҫҫӗ.
Суту-илӳ точкисем «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ умӗнче, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, Эльгер тата Франко урамӗсенчи суту-илӳ речӗсенче ӗҫлӗҫ.
Ярмӑрккӑ уҫӑлнӑ кун халӑха Эльгер урамӗнче тата Трактор тӑвакансен проспектӗнче концертпа савӑнтарӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канурисене ҫимӗҫсене киле ҫити леҫсе парӗҫ.
Пирӗн ҫӗршывра ҫывӑх вӑхӑтра пылак шывсемпе сӗткенсем хакланӗҫ.
Хак ӳснине эпир ҫурла уйӑхӗнче туйса илӗпӗр. Хаксем 10-20 процент хакланмалла.
Пылак шывсемпе сӗткенсене туса кӑларакан «Русский дар», Frustyle, «Любимый», J7, «Сады Придонья» тата «Очаково» брендсем хаксене ӳстерессине систернӗ май ҫавӑ ют ҫӗршывра туса кӑларакан ингредиентсен хакӗ ӳснипе сӑлтавланӑ.
Шупашкарти тӳре-шара кашни эрнерех лавккасенчи тавара - пӗтӗмпе 31 тӗрлине - тӗрӗслет. Утӑ уйӑхӗн 4-18-мӗшӗсенче мӗн хакланнӑ, мӗн йӳнелнӗ?
Хальхинче тӳре-шара ҫӑкӑр, сӗт йӳнелнине палӑртнӑ. Сӗт хакӗ - 4, ҫӑкӑр 2 процент чакнӑ. Ҫавӑн пекех панулми, купӑста йӳнелнӗ. Услам ҫу, консерв, тӑвар, тип ҫу, сухан, кишӗр, хура тул кӗрпи, чӑх какайӗ кӑшт йӳнелнине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, услам ҫу хакӗ - 6 тенкӗ, панулми 4 тенкӗ чакнӑ.
Чӑваш агромаркечӗ валли ят суйланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: сасӑлав «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) порталта тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин халӑх тетелӗсенче иртнӗ.
Чӑваш агромаркечӗ валли ҫапла ятсем сӗннӗ: «Агро и точка», «Натур-маттур», «Пехет», «Все свое», «Наше».
Сасӑлава хутшӑннисенчен ытларахӑшне «Пехет» тени килӗшнӗ. Агромаркет валли мобильлӗ приложени те хатӗр, кирлӗ тавара
ҫынсем килте ларса та туянайӗҫ.
Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗнче туса илекен продукци тӗнчипех ӑсанать.
Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов канашлусенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ют ҫӗре уйрӑмах анлӑ ӑсанакан продукци шутӗнче — ҫу валли туса илекен йӗтӗн (ку культура экспортӑн пӗтӗмӗшле тӳпин 21,8 процентне йышӑнать); севок-сухан (18,3%); кайӑк-кӗшӗк какайӗ (18,3%); ҫӑкӑр-булка (14,0%); ҫу культурисем (13,7%); шоколад (5,8%).
Севок-сухана экспорта ӑсатасси кӑҫалхи ҫур ҫулта 41,5 хут ӳснӗ, тип ҫӑва — 18,6 хут, ликерпа водка изделийӗсене — 58,3%; сӑрана — 28,5%.
Чӑваш Ен продукцийӗн пысӑк пайӗ Польшӑна (мӗнпур экспортран 33,8%), Китая (24,6%), Германие (9,3%), Сербие (6,8%), Таджикистана (4,3%), Белоруссие (4,3%) каять. Унсӑр пуҫне Монголи, Туркменистан, Израиль, Молдави, АПШ, Таджикистан, Йемен, Канада, Ирак, Азербайджан туянать.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта пирӗн патран АПК продукцине 16 пин тонна ытла ӑсатнӑ, укҫа ҫине куҫарсан, 22,9 млн долларлӑх (ку вӑл пӗлтӗрхи ҫур ҫултинчен 0,4% нумайрах).
Чӑваш Енре туса илекен продукци ҫине мӗншӗн ют чӗлхепе ҫыраҫҫӗ? Ҫакӑн пек пост пичетленӗ Телеграмри каналсенчен пӗринче. Ку ыйтӑва асӑннӑ канала вулакансенчен пӗри хускатнӑ.
«Почему у нас в Чувашии пишут на иностранном языке? Производитель Чув элеватор» (чӑв. Мӗншӗн пирӗн Чӑваш Енре ют чӗлхепе ҫыраҫҫӗ? Производителӗ Чӑваш элеваторӗ), — ҫырса хунӑ ҫав постра. Кунта сӑмах Шупашкарти элеватор пирки пырать.
Асӑннӑ поста вуланисене ку ыйту тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Асӑннӑ продукцие Казахстана ӑсатаҫҫӗ, ҫавӑнпа унти чӗлхепе ҫырни йӗркеллӗ пулӑм. Канала вуласа тӑракансем палӑртнӑ тӑрӑх, «Акконд» кондитер фабрики, ав, китай чӗлхипе те ҫырать, мӗншӗн тесен продукцие унта ӑсатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |