Раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи пульницӑна икӗ ача лекнӗ. Вӗсем Вутланти шкулта вӗренекенсем пулнӑ. Ачасем хӑйсене япӑх туйнӑ, вар пӑсӑлнине, ӑш пӑтраннине пӗлтернӗ. Вӗсене пульницӑна вырттарнӑ. Ҫавӑн пек нушаланакансем татах пулнӑ. Темиҫе ача тата шкулта ӗҫлекенсем. Вӗсем килте сипленеҫҫӗ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсем шкулти столовӑй апачӗпе наркӑмӑшланнӑ.