Канашри пӗр ҫемьере ҫиччӗри хӗрача амӑшне укҫасӑр хӑварнӑ. Сумми ытла пысӑках мар та, ҫапах та...
Пӗррӗмӗш класра вӗренекен ача виртуаллӑ вӑйӑ выляса ларнӑ чухне палламан ҫынпа ҫыру урлӑ калаҫма тапранса кайнӑ. Лешӗ ачана виртуаллӑ валюта туянма сӗннӗ. Ун валли амӑшӗн банк карттинчен тӳлеме май пуррине пӗлтернӗ. Хӗрача амӑшӗн банк карттине илсе унӑн банк приложенине кӗрсе кайнӑ. Унтан 41 пин те 200 тенкӗ куҫарса панӑ.
Укҫа ҫухалнине пӗлсен 46-ри хӗрарӑм, ҫиччӗри хӗрача амӑшӗ, йӗрке хуралҫисем патне пулӑшу шыраса кайнӑ.