Шупашкар хула администрацийӗн специалисчӗсем 11 лавккари хаксене тишкерсе тӑраҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра мӗн хакланнӑ? Мӗн йӳнелнӗ?
Ҫу уйӑхӗн 23-30 мӗшӗсенче ытларах кишӗр, ҫӑмарта, хура тул,ҫӗрулми, сухан, шурӑ ҫӑнӑх, ӗне какайӗ, рис, сӗт йӳнелнӗ.
Хакланнисен йышӗнче -
т-ахӑр, тӑвар, ҫӗрулт
Тӗнчере «цифрӑллӑ тӗпел» аталанма пуҫлать пулас. Апла-и, капла-и, виҫӗ виҫеллӗ пичет пулӑшнипе нумаях пулмасть нумай сийлӗ торт хатӗрлеме май килнӗ.
Америка университетӗнче 7 компонентран — печенирен, арахис ҫӑвӗнчен, шӑккалат массинчен, банан нимӗрӗнчен, ҫӗр ҫырли повидлинчен, чиерен тата глазурьтен — тӗрлӗ чизкейк хатӗрлеме пултаракан ятарлӑ аппарат шутласа кӑларнӑ. Тутлӑ апат-ҫимӗҫе хатӗрленӗ чухне питӗ тӗрӗс кӑтартакан лазерпа та усӑ курнӑ.
Ҫиелтен пӑхсан ӑстаҫӑсем хатӗрленӗ апат сумлӑ кулинари конкурсӗсене хутшӑнаканнисенчен чылай япӑхрах курӑнать пулин те, ҫапах та ҫакӑ апата хатӗрлес ӗҫре виҫӗ виҫеллӗ пичетпе усӑ курма май пуррине кӑтартса парать.
Ингредиентсене лазерпа усӑ курса (урӑхла каласан, пысӑк температура унта самай витӗм кӳрет) хатӗрленине пула кун пек апата ытлах усӑллӑ теме ҫук. Ҫапах та асӑннӑ меслетпе усӑ курсан апата хатӗрленӗ чухне калори виҫине тӗп-тӗрӗс пӑхӑнма май пур.
Тен, ӑстасем кӑтартнӑ ҫак технологие тӗпе хурса, каярах кашни уйрӑм ҫын валли апат-ҫимӗҫ хатӗрлемелли меслете лайӑхлатма та пултарӗҫ, вӑл тухӑҫлӑрах ӗҫлеме тивӗҫ тата усӑллӑ апат хатӗрлеме пултармалла.
Чӑвашсен ҫакӑрне Раҫҫейре те ҫитекен пулман. «Лучший хлеб России – 2023» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх ҫӑкӑр — 2023) конкурсра Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр завочӗн «Хлебные злаки» тата «Полбяной» ятлӑ ҫӑкӑрӗсем ылтӑн тата бронза медале тивӗҫнӗ.
Чи тутлӑ ҫӑкӑр конкурсне Мускаври Пӗтӗм тӗнчери прмышленность академийӗнче ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, пӗтӗмлетнӗ.
Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑкӑр завочӗ производство линине ҫӗнетме палӑртса хунӑ. Ку ӗҫе унта 2025 ҫулччен туса пӗтересшӗн.
Пирӗн республикӑра Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен наци апат-ҫимӗҫӗн фестивалӗ иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пырӗ.
Фестивале Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 14 регионтан хутшӑнӗҫ. Фестивале ирттерессишӗн явапли — Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви. Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисен заявкисене ака уйӑхӗн 4-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче тӗрлӗ наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма май килӗ. Мероприяти хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансемшӗн те, хӑнасемшӗн те кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Шупашкарти 5-мӗш гимназие ҫӳрекен 24 хӗрпе каччӑ шкулта пӗлӳ илнипех пӗрлех ҫӑкӑр пӗҫерме, тӗрлӗ пылак апат-ҫимӗҫпе сыр хатӗрлеме вӗреннӗ. Ҫак ӑсталӑха вӗсем Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче туптанӑ. Халӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа професси илнине ҫирӗплетекен свидетельство панӑ.
«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 8-шӗ пылак ҫимӗҫ хатӗрлеме, 5-шӗ ҫӑкӑр тавраш пӗҫерме вӗренме кӑмӑл тунӑ. «Технологи урокӗнче ҫуралнӑ пуҫару аслӑ шкулшӑн та, гимназипе унта вӗренекенсемшӗн те, ачасен ашшӗ-амӑшӗшӗн те усӑллӑ пулса тухнӑ», — пӗтӗмлетнӗ свидетельствӑллӑ пулса тӑнӑ ачасемпе тӗл пулса калаҫнӑ хыҫҫӑн тележурналистсем.
Етӗрнери темиҫе предприятие ҫывӑх вӑхӑтра юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.
«Ядринмолоко» предприятире кӑҫал тӑпӑрчӑ хутаҫа тултармалли оборудовани туянма палӑртнӑ. Проект хакӗ — 27 миллион тенкӗ. 2023-2024 ҫулсенче сӗт тата сӗтрен тунӑ продукцие ПЭТ-кӗленчене тултармалли лини вырнаҫтарасшӑн. Ҫав ӗҫ хакӗ 450 миллион тенке кайса ларӗ.
Спирт заводӗнче ҫӗнӗ цех тата лини хута ярасшӑн. Ӗҫе 2023-2024 ҫулсенче пурнӑҫласшӑн.
Ҫӑкӑр тата кирпӗч завочӗсенче, аш-какай комбиначӗсенче ӗҫе юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем кашни эрнерех 11 лавккари хаксене тишкерсе тӑраҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче хаксем мӗнле улшӑннине пӗлтернӗ.
Шурӑ ҫӑнӑх, сахӑр, аш-какай консерви, макарон, тӑвар, чӑх какайӗ, сӗлӗ кӗрпи, шӑнтнӑ пулӑ, сӗт, сысна какайӗ, услам ҫу йӳнелнӗ. Сахӑрӑн, чӑх какайӗн, шурӑ ҫӑнӑхӑн хакӗ ытларах чакнӑ.
Вир тата хура тул кӗрписем, ҫӗрулми, сгущенка, шыв, хура чей, сухан, пан улми, шурӑ ҫӑкӑр хакӗсем кӑшт ӳснӗ, анчах 1 тенкӗрен ытла мар.
Кӑҫал пӗрремӗш эрнере пахча ҫимӗҫ тӑрук хакланнине палӑртнӑ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, помидор хакӗ 28,8 процент ӳснӗ, хӑяр – 19,7 процент, кишӗр 17 процент хакланнӑ.
«Борщ пӗҫермелли хатӗр» те хакланнӑ. Сухан, хӗрлӗ кӑшман, ҫӗр улми, купӑста хакӗсем хӑпарнӑ. Чӑвашстат пан улмипе банан хакӗсене кӑна тишкерет. Пан улми – 2,7 процент, банан 3,9 процент ӳснӗ.
Ытти ҫимӗҫ хакӗ питех улшӑнман-мӗн.
Чӑваш Енри кашни хулара фермерсен апат-ҫимӗҫне сутма тытӑнӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑри кашни хуларах пӗчӗк пасарсем уҫасшӑн. Унта пырса фермерсем хӑйсен продукцине сутайӗҫ.
«Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ун пеккине уҫрӑмӑр. Асӑннӑ формӑна ҫӗнетсе пырӑпӑр. Хысна тата уйрӑм ҫын пӗр шухӑшлӑ пулнипе укҫа хывса ҫак ене аталантарӑпӑр. Ку ӗҫе фермерсем те хутшӑнасшӑн», — тенӗ Олег Николаев.
Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫе Бельгипе Германире туянаҫҫӗ. Вӗсенче кӑна та мар, Польшӑра, Китайра, СНГ (Никама пӑхӑнман ҫӗршывсен пӗрлӗхӗ) ҫӗршывӗсенче.
Паян Чӑваш Енри аграрисем хӑйсен професси уявне (вӑл юпа уйӑхӗнче-ха, анчах пирӗн республикӑра уява уй-хирти ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пуҫтарӑнаҫҫӗ) пухӑннӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, экспорта санкцисем витӗм кӳнӗ пулин те кӑштах ӳсӗм пӗрех пур. Кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче агропромышленность продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасси 7 процент ӳснӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |