Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сакмаров Владимир Аркадьевич

Сакмаров Владимир Аркадьевич — туба калакан чӑваш мусӑкҫӑ. 1962 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьелте ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

Владимир Аркадьевич Ф.Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче (В.Н.Сенмёнов класӗ) пӗлӳ илнӗ, кайран Гнесинсен ячӗллӗ Музыкӑпа педагогика патшалӑх институтӗнче (В.Н. Досадин класӗ) вӗреннӗ.

1987–1991 ҫулсенче Гнесинсен ячӗллӗ институчӗн опера студи оркестрӗн солисчӗ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн «Останкино» Раҫҫей телекомпанийӗн Пысӑк симфони оркестрӗнче солист шайенче вылянӑ. 1993–2000 ҫулсенче Ф.Э.Дзержинский ячӗллӗ ҫар академийӗн оркестр концертмейстерӗ пулса ӗҫленӗ.

2000-2004 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи симфони капелинче вылянӑ. 2004 ҫултанпа вара — Мускав патшалӑх филармонийӗ ҫумӗнчи симфони оркестӗнче солист шайӗнче.

Пултарулӑхӗ

Раҫҫей тата Совет Союзӗ шайӗнче иртнӗ пӑхӑр инструментпа вялакансем хушшинчи ӑмӑртусенче лауриат ятне илме тивӗҫ пулнӑ.

Вуламалли


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2022-09-18 19:19:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5848 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем