Культура
![]() Станислав Убасси журналист чӑваш апат-ҫимӗҫне Шупашкарта тата Чӑваш Енре тутанса пӑхма май ҫукки пирки Фейсбукра ҫырнӑ. Чӑваш апатне ӗне ҫисе янӑ-шим? Ҫапларах пуҫ ватать журналист. Ку темӑна вӑл Марина Карягина тележурналиста хускатма сӗннӗ иккен. «Хӑнасем наци апачӗ тутанса пӑхасшӑн. Вӑл та наци палли. Музейсем-палӑксем ҫеҫ мар», — тесе шухӑшлать Станислав Убасси. Республикӑра наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлекенсен конкурсне те ирттернӗ, Чӑваш кӗнеке издательстви наци апат-ҫимӗҫӗпе паллаштаракан кӗнекесем те час-часах кӑларать. Журналист палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарта — 100 ытла ресторан-кафе. Иккӗшӗ кӑна чӑваш ятлисем — «Ехрем хуҫа» тата «Юлташ». Унран та ытларах. Ячӗсем — нумайӑшӗн акӑлчанла. Станислав Убасси ӳркенмесӗрех тӗрлӗ ҫӗре шӑнкӑравласа пӑхнӑ. Пӗр 50 ресторан-каферен пӗринче те наци апачӗ ҫук тесе пӗлтернӗ. Журналист чӑваш апатне хатӗрлеме колледжсенче вӗрентменнине, шкулсемпе ача пахчисен менювӗнче тӑван халӑхӑмӑр апачӗ ҫуккине те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |