Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.0 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Апат-ҫимӗҫ: Чӑваш сырне тӗнчери ӑстасем пахаланӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 13.08.2019 19:21 | 395 хут пӑхнӑ
Апат-ҫимӗҫ
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти Ольга Кошелева качака сӗтӗнчен пӗҫерекен сыр Мускав облаҫӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗ.

«Лучший сыр России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх сыр) ӑмӑртӑва «Сыр Пир Мир» Пӗтӗм Раҫсейри фестивале йӗркеленӗ май ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Истра хула округӗнчи Дубровское ялӗнче ирттернӗ.

Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнчи конкурса сыр пӗҫерекен 141 предприяти 482 тӗрлӗ сырпа пырса ҫитнӗ. Вӗсен апат-ҫимӗҫне 12 номинацире хакланӑ. Конкурса хутшӑнакансен апат-ҫимӗҫне Раҫҫейри, Швейцаринчи, Францинчи тата Италинчи сыр ӑстисем пахаланӑ.

Ольга Кошелева пӗҫерекен «Валансе» сыр «Качака сӗтӗнчен пӗҫернӗ сырсем» номинацире Гран-прие тивӗҫнӗ.

#Ял хуҫалӑх министерстви, #конкурссем, #апат-ҫимӗҫ, #Швейцари, #Франци, #Итали

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Депутат наци пуянлӑхне аталантарма конкурс йӗркеленӗ
2019, 03, 11
Словакинче чӑвашсемпе паллаштарнӑ
2019, 08, 02
Вӑрман пушарнӑйӗсем вӑй виҫнӗ
2019, 08, 04
Чӑваш урпи чикӗ леш енне ӑсанать
2019, 08, 06
Ҫӑкӑр хакланнӑ
2019, 08, 08

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org