Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -18.0 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Брянскри ҫӗрулми Чӑвашрине ирттернӗ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Таисия Ташней 27.03.2019 06:42 | 752 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑх предприятийӗсене тупӑшлӑ ӗҫлеме ҫӑмӑл мар тесен те йӑнӑш мар пулӗ. Ҫанӑ тавӑрса тӑрӑшсан та тепӗр чух шӑрӑх ҫанталӑк тухӑҫ шайне чакарма пултарать. Ӳсентӑранпа пӗрлех выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантаракансен ку енчен шанчӑклӑрах. Ҫакӑн пирки иртнӗ эрнере ЧР Ял хуҫалӑх министерствин анлӑ коллегийӗнче те палӑртрӗҫ.

Ларӑва хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер ҫӗрулмипе ӗҫлеме шикленнине хурласа калаҫрӗ. «Брянск облаҫӗ ҫулталӑкне 1,5 миллион тонна ытла туса илет. Эпир миллион тоннӑна ҫитме ҫеҫ ӗмӗтленетпӗр. Шикленетпӗр: пӗрре — лартатпӑр, тепре — лартмастпӑр. Лартмалла кӑна та мар, ҫуса хутаҫа тултарма тытӑнмалла. Брянск кӗпӗрнаттӑрӗ 10 ҫул каялла пирӗн патра Уй-хир кунӗнче пулнӑччӗ, пирӗн технологисемпе паллашнӑччӗ. Вунӑ ҫулта унта пирӗнтен иртсе кайрӗҫ. Федераци сечӗсен лавккисенче те паян Брянск ҫӗрулмине сутаҫҫӗ», — хастартарах пулма чӗнсе каларӗ Элтепер.

#Брянск, #ҫӗрулми, #ял хуҫалӑхӗ, #Элтепер, #ларусем, #Ял хуҫалӑх министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш Енре органикӑллӑ ял хуҫалӑхне аталантарӗҫ
2019, 01, 23
Тӑпрана акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатасшӑн
2019, 02, 01
Кабарда-Балкар Республикипе килӗштерсе ӗҫлесшӗн
2019, 02, 14
Тутанса пӑхса туянма пулать
2019, 02, 28
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче акана тухасшӑн
2019, 03, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org