Чӑваш Енри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче акана тухасшӑн. Тӗрӗсрех, ака уйӑхн малтанхи вунӑ кунлӑхӗнче. Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов паян ирпе район администрацийӗсен пуҫлӑхсемпе видеоселектор мелӗпе ирттернӗ канашлура палӑртнӑ. Министр, ахӑртнех, синоптиксем ҫур епле килессине тӗшмӗртни тӑрӑх каланӑ.
Ҫуртрисене кӑҫал пирӗн республикӑра 310 пин гектар акмалла, ҫав шутран ҫурри ытла (54 проценчӗ) пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем пулӗҫ, лаптӑкӑн 37 проценчӗ таран выльӑх апачӗлӗх культурӑсем йышӑнӗҫ, ыттине ҫӗрулмипе пахчаҫимӗҫ, техника культурисем валли уйӑрӗҫ.
Вӑрлӑха хуҫалӑхсем хатӗрленӗ. Тӗрӗсленинчен 77 проценчӗ — кондицие ларни.
Кашни гектар пуҫне 34 килограмран кая мар добрени сапма паартнӑ. Унсӑр пуҫне ҫӗре акшар ҫӑнӑхӗпе пуянлатассипе самай ӗҫ туса ирттерме шухӑшлаҫҫӗ.