Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне Шупашкарти районсем хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратура черетлӗ тӗрӗслев хыҫҫӑн пырса тухнӑ. Кунта сӑмах Патӑрьелти парк пирки пырать.
Асӑннӑ ялти парка юсаса ҫӗнетесси пирки калаҫу тахҫанах пынӑ-мӗн-ха. Унта спорт тата вӑйӑ лаптӑкӗсем, аллея, фонтан тата район символне туса лартма палӑртнӑ. Парк тӑвас тенӗ май паркра мӗнпур йывӑҫа тенӗ пек касса пӗтернӗ-мӗн. Ҫапла хӑтланни ҫынсене кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӑл йывӑҫсене иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче шкул ачисем лартнӑ иккен. 63 йывӑҫа касни пирки ҫӑхав ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратурӑна ҫитнӗ. Надзор органӗ йывӑҫсене саккуна пӑсса каснине, ҫакӑ ҫынсен правине тата саккунлӑ интересӗсене пӑснине палӑртнӑ. Тӑкак 800 пин тенке яхӑн иккен. Ку фактпа тӗпчев малалла пырать-мӗн.
Чӑваш Енри РФ СК управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Ылтӑн пучах» уйлӑхра ачасене мӑшкӑл тунӑ вожатӑй тӗлӗшпе пуҫалнӑ пуҫиле ӗҫпе тӗпчевсене вӗҫленӗ.
Хайхи йӗрлевҫӗсем ҫакна тупса палӑртнӑ: ҫӗртмен 3-мӗшӗнче 19 ҫулхи каччӑ 10 ҫулхи ачана питрен ҫутӑлтарса янӑ. Тепӗр ике эрнерен вара вӑл ытти икӗ вожатӑйпа пӗрле ҫывӑракан ачасене машкал тунӑ — ним ҫук ҫӗртрен урайне сӗтӗрсе антарнӑ, коридора сӗтӗрсе тухнӑ, ҫывӑрма паман. Пӗр ачана вожатӑйсем матрацпа пӗрле ваннӑй пӳлӗме илсе кайнӑ, унпа шывпа сапнӑ.
«Судӑн психологи экспертизи пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх вожатӑйсем ачасем телӗшпе ҫапла хӑтланни вӗсемпе тискеррӗн тытнине ҫирӗплетекен фактор шутланать», — пӗлтереҫҫӗ Тӗпчев комитетӗнче.
17 тата 18 ҫулхи вожатӑйсем кунашкал ӗҫ-пуҫпа малтан урӑх хӑтланманнине кура вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарман, 700 тенкӗлӗх штрафланӑ кӑна. 19 ҫулхине вара РФ Пуҫиле Кодексӑн 156 статьипе айӑплаҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкартан Питӗр хулине самолетпа каяс текен пассажирсен 13 сехет кӗтме тивнӗ. Ҫавӑншӑн республикӑри транспорт прокуратури самолет хуҫи тӗлӗшпе («Руслайн» авиакомпани) дминистративлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.
Авиакомпани ҫапла вӑрах кӗттернине саппас самолет пулманнипе сӑлтавланӑ. Ҫапли ҫапла пулӗ те, анчах халӗ, Турра шӗкӗр, самани улшӑнчӗ те пур ҫӗрте те ҫирӗп йӗрке пирки калаҫаҫҫӗ. Ку вӑл авиакомпание те пырса тивет, паллах. Суд «Руслайна» 100 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялта пурӑнакан ҫирӗм ҫулхи каччӑ психика чирӗсене сиплекен пульница сӑлтавсӑр лекмен ӗнтӗ. Ӑна социаллӑ тетелте экстремизмлӑ шухӑшлӑ материала вырнаҫтарнишӗн айӑпланӑ пулнӑ. Республикӑри СУ СКР управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ материал халӑхсем хушшинчи танмарлӑха ҫутатнӑ, вулаканта курайманлӑх, хирӗҫӳ туйӑмӗсене ҫуратнӑ.
Полици ӗҫченӗсем яша кӗске вӑхӑт хушшинче тупма пултарнӑ, ӑна хирӗҫ вара пуҫиле ӗҫӗ пуҫарса янӑ. Судпа психиатри экспертизине тунӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк ӑс-тӑн енӗпе пӑсӑлни палӑрнӑ.
Ҫапла майпа 20 ҫулхи ялти ҫамрӑка психиатри станционерне сипленме яма йышӑннӑ.
Шупашкар районӗн ҫынни килти выльӑх-чӗрлӗхе ӗрчетме ӗмӗт тытнӑ та, унӑy шухӑшӗсене суд ырламан. Ырламанни сӑлтавсӑр мар ӗнтӗ. Хайхи шӗремет выльӑха туянассипе аппаланас мар тенӗ, ҫавӑнпа та ют ҫын вӑкӑрӗпех хуҫаланнӑ.
Йӗрлев ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 2-мӗшӗнче асӑннӑ арҫын ҫырмара кӑкарнӑ выльӑха курнӑ та йӗри тавра ҫын куҫӗ ҫуккине кура ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса илсе кайнӑ. Вӑкӑре вара имшеркке пулман, йывӑрӗшӗпе кӗлеткине кура ӑна 35 000 тенкӗпех хакланӑ.
— Выльӑх хуҫи вӑкӑр ҫухалнине асӑрхасан, тӳрех полицие хут ҫырса панӑ. Йӗрке хуралҫисем вара вӑррине те, вӑкӑрне те тупса панӑ, — пӗлтереҫҫӗ прокуратурӑра.
Ҫапла вара суд пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх хайхи арҫын малтан та вӑрлас ӗҫпе аппаланине кура 4 ҫуллӑх пӗтӗмӗшле режимла юсав колоние лекнӗ.
Ҫапла, паян Муркаш район судӗнче Илле Иванов тӗлӗшӗпе ӗҫ вӗҫленнӗ. Сергей Трихалкин тӳре журналиста айӑплӑ тесе йышӑну кӑларнӑ — 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттермелле тунӑ, анчах, вӑхӑт иртсе кайнине шута илсе ку айӑплавран ӑна хӑтарнӑ.
Илле Иванов хӑй каласа панӑ тӑрӑх паян вӑл хӑй приговор вуланӑ саманта кайман — Муркаш районӗн тӳри саккунсӑр йышӑну кӑларнине шута илсе ӑна ура ҫине тӑрса итлени Илле Арсентьевич шухӑшӗпе ытла та пысӑк хисеп пулнӑ пулӗччӗ. Сергей Трихалкин вара приговора 70 минут хушши вуланӑ — 1 сехет те 10 минут кирлӗ пулнӑ.
Приговор вуланӑ ҫӗре видеооператора та Тимӗр Акташ журналиста та кӗртмен имӗш.
Ҫапла май ҫак кӑткӑс истори вӗҫленчӗ те теме пулать — Муркаш район сучӗ чӑваш чӗлхине хӳтӗленӗшӗн ним мар айӑп тытма пулассине ҫирӗплетсе пачӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Всеволод Агаков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Аса илтеретпӗр, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче унта ректор суйлас процедура пуҫланса кайнӑччӗ. Кандидачӗсем камсем пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Халӗ ҫав аслӑ шкулпа ҫыхӑннӑ тата тепӗр хыпар пӗлме май килчӗ. ЧПУн паянхи ректорне Всеволод Агакова хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ иккен.
Пӗлтерер, маларах пуҫиле ӗҫе асӑннӑ аслӑ шкулӑн икӗ ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пулнӑ. Вӗсем ӗҫленӗ вӑхӑтра пурӑнма тесе панӑ хваттерсене приватизацилеме пӑхнӑ-мӗн. Анчах суя ҫиеле тухнмне пула ӗҫе вӗҫне ҫитерме май килмен — кӗҫех пӑтӑрмахӗ (ҫуркунне пулса иртнӗ) вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак кунсенче вара вӑл ӗҫ фигуранчӗсен йышне аслӑ шкулӑн ректорӗпе пӗр проректорӗ лекнӗ.
Кам ӑҫта ӗҫлет, ҫавӑнта пуять теҫҫӗ те, чӑнахах та пуль тесси патнех ҫитетӗн вара хӑш чух. Е тата укҫа тесен шапа та алӑ тӑснӑ каларӑш та вырӑнлӑ пек туйӑнать. Ҫамрӑклах теприсем сӗмсӗр те выҫӑ куҫлӑ пулни те тӗлӗнтерет.
Акӑ, Санкт-Петербургри патшалӑх инженерипе экономика университечӗн Шупашкарти филиалӗн пӗр пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне виҫӗ теҫеткене те ярса пусман хӗрарӑм ертсе пынӑ. Пӗринче вӑл куҫӑнсӑр майпа вӗренекен студент амӑшӗнчен хайхин ывӑлне зачет тытма, курс тата ытти ӗҫсене ҫӑмӑллӑнах хӳтӗлеме, диплом умӗнхи практикӑна тухнӑ тесе ӗнентерме хӑй пырса ҫӳремесӗрех пулӑшатӑп тесе пӗтӗмпе 140 пин тенкӗ илнӗ. Студентӑн амӑшӗ те пуянскер пулнӑ-тӑр ҫав — ара, ун чухлӗ укҫана пухас тесен ахаль-махаль ҫыннӑн мӗн чухлӗ тар тӑкмалла. Харӑс тыттарман-ха та — 2009 ҫулхи кӑрлачран тытӑнса 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗ таран.
Ывӑлӗшӗн чупса ҫӳреме хӑнӑхнӑ амӑшӗ ҫав хӗрарӑма кунсӑр пуҫне тепӗр 100 пин тенкӗ укҫана вӗреннишӗн тӳлеме тесе тыттарнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗнче пукан йышӑнаканскер 47 пинне кӑна кассӑна хывнӑ, ыттине кӗсьене пӗтӗрсе чикнӗ. Ку лару-тӑрура чи кӑсӑкли — студента ӗлкӗрсе пыраймасть тата вӗреннишӗн укҫа тӳлемест тесе 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчех кӑларса янӑ пулнӑ иккен.
Темле пурнӑҫ пулса кайрӗ-ҫке — халӗ хӑш-пӗр хӗрарӑм тепӗр артан ирттерет. Ӗҫпе кӑна-и, тытӑҫас-ҫапӑҫассипе те. Акӑ, ҫакна ҫирӗплетекен пӗр тӗслӗх.
Улатӑрти Пирогов урамӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакан 26-ри хӗрарӑм ирхи тӑватӑ сехетре кӗвӗ-ҫемӗ хыттӑн янӑратнӑ. Кӳршӗсем унпа пӗрле ҫӗр хута юрӑ тӗнчипе киленме килӗшмен паллах. Унтан та ытларах — йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Кӗҫех полицейскисем вырӑна персе ҫитнӗ. Кӗвӗ сассине пӗчӗклетме ыйтнине хӗрарӑм тивӗҫтерме килӗшмен. Ҫавна кура участокри уполномоченнӑй шала кӗрсе сасса хулленлетнӗ. Ҫакӑншӑн тарӑхса кайнӑ хӗрарӑм полицейские темиҫе хутчен ҫапнӑ. Хуллен кӑна мар — чӗрмелесе пӗтермеллех тата кӑвак кӑлармаллах. Йӗрке хуралҫин кӗпин тӳмисене татса салатнӑ, вӑчӑрине те татнӑ. Унтан алӑкран тӗксе кӑларса янӑ та алӑка питӗрсе лартнӑ. Йӗрке хуралҫин пушмакӗ те шалтах тӑрса юлнӑ. Ӑна тавӑрса пама ыйтсан хӗрарӑм хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе вӑрҫса пӗтернӗ. Пушмака вӑл тепӗр икӗ кунтан кӑна тавӑрса панӑ, чунтан ӳкӗннине палӑртнӑ.
Йӗрке хуралҫипе тытӑҫакан чӑрсӑр хӗрарӑма нумаях пулмасть суд пуҫиле статьяпах айӑплама йышӑннӑ, 25 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкар районӗнчи ниҫта та ӗҫлемен К. хушаматлӑ ҫын пирки йышӑннӑ суд приговорӗ вӑя кӗнӗ. Ӑна саккуна пӑсса хӗҫпӑшалланнӑшӑн айӑпланӑ. Хупса лартман та, анчах сӑнав вӑхӑтне виҫӗ ҫуллӑх тесе йышӑннӑ тата 100 пин тенкӗ ытлалӑх штрафламалла тунӑ тесе хыпарлать асӑннӑ район прокуратури.
Хайхи арҫын пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пӗр авӑрлӑ пӑшал тупнӑ иккен. Унтах патронӗ те пулнӑ-мӗн. Шучӗпе унӑн хайхи хатӗрсене йӗркене сыхлакан органсене памалла пулнӑ. Анчах арҫын ҫапла тӑвас вырӑнне пӗчӗк пӑшал ӑсталанӑ. Кӑҫалхи ҫуркунне йӗрке хуралҫисем пӗчӗк пӑшала туртса илнӗ. Хайхисене арҫын ула кураксене хӑратма турӑм тесе ӗнентерме пухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |