Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри управленийӗ тӗрмере ларакан ҫынна чысланине пӗлтерет.
Айӑплав вӑхӑтне юсанмалли 4-мӗш колонире ирттерекенсенчен пӗрин алли чӑннипех ылтӑн темелле. Вӑл «Не числом, а смирением» (чӑв. шутпа мар, сапӑрлӑхпа) Раҫҫейри конкурса хутшӑннӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗнче ӗҫсене виҫӗ номинаципе: «Чиркӳ турӑшӗ», «Аналой турӑшӗ», «Килти турӑш» — хакланӑ.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци служби ирттернӗ конкурса малтан регионсенче пӑхса тухнӑ. Шупашкарти 4-мӗш колонире ларакан арҫын ӑсталанӑ «Ҫветтуй Николай Асамҫӑ» турӑша суйласа илсе Мускава янӑ. Ку ӗҫшӗн Мускав патриархачӗн тӗрмерисемпе ӗҫлекен пайӗ грамота пама йышӑннӑ.
Ку шухӑша Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн анлӑ ларӑвӗнче палӑртнӑ.
Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен учрежденисенче хӑйне евӗр производствӑсем йӗркеленӗ: ҫӗлеҫҫӗ, тӗрлӗ продукци кӑлараҫҫӗ. Управлени пуҫлӑхӗ Алексей Робота пӗлтӗр учрежденисем 914 миллиона яхӑн тенкӗлӗх продукци туса кӑларнине пӗлтернӗ.
«Потребитель рынокӗнчи йывӑрлӑха пӑхмасӑрах производство хӑватне ӳстерни, ҫӗнӗ йышши продукци туса илме пуҫлани сисӗнет. Эсир паха продукци кӑларатӑр, ӑна тухӑҫлӑ вырнаҫтаратӑр», — ырланӑ Элтепер.
Михаил Игнатьев айӑпланнӑ ҫынсем ирӗке тухсан «ӗҫе вырнаҫса халӑхшӑн усӑллӑ ӗҫсем тума вӗренччӗр тенӗ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне тӗпрен ырӑ енне улӑштарассишӗн ҫине тӑрса пурин те тӑрӑшмаллине палӑртнӑ, пурнӑҫӑн ырӑ енӗсене курма вӗрентмеллине каланӑ». Ҫапла хыпарлать ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Элтепер Администрацийӗн пресс-служби.
Чечняри вӑрҫӑна хутшӑнса Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Евгений Борисова 2016 ҫулта суд 6,5 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупма тата унран 10 миллион тенкӗ шыраса илме йышӑннӑччӗ. Аса илтерер, ӑна тата тепӗр пилӗк ҫынна «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе айӑпланнӑччӗ. Суд унӑн Герой ятге те туртса илмелле тунӑччӗ. Анчах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн президиумӗ Евгений Борисовӑн Раҫҫей Геройӗн ятне тавӑрма йышӑннӑччӗ.
Чечня вӑрҫинче сапер пулнӑ ҫынна хӑйне лайӑх тытнишӗн тӗрмерен кӑларма йышӑннине ӗнер «Россия 24» телеканал кӑтартрӗ, Героя хӑйне те калаҫтарчӗҫ.
Евгений Борисов 10 миллионтан хальлӗхе 120 пине яхӑн ҫеҫ тӳлесе татни паллӑ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти шӳтлеме юратнӑ-ши, анчах чӗлхене ирӗке янӑшӑн унӑн явап тытма тивнӗ.
Аллӑ ҫулхи ҫынна пилӗк ҫулхи ача ӑсӗ кӗрет теҫҫӗ те, арҫын кӑҫалхи авӑн 9-мӗшӗнче 112 номерпе шӑнкӑравласа хӑй пурӑнакан районти ҫутӑ подстанцине сирпӗтесси пирки хыпарланӑ.
Яваплӑ тытӑмсем вырӑна тухса кайнӑ, сирпӗтме хатӗрсем пулман. Йӗрке хуралҫисем усал шӳтлекене шырама пикеннӗ. Ҫав ҫын 51 ҫулти вӑйпитти пулнине палӑртнӑ.
Кӗҫех ӗҫ суда та ҫитнӗ. Арҫын тунса тӑман, айӑпа йышӑннӑ.
РФ Пуҫиле кодексӗн 207-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе (терроризм акчӗ пирки суйса хыпарланишӗн) айӑпласа арҫынна 1 ҫулталӑк та 2 уйӑх ӗҫлесе юсантарма йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн тупӑшӗн 15 процентне патшалӑх тытса юлӗ.
Алексей Навальныйӑн Шупашкарти штабӗн волонтерне Алексей Миронова «Контактра» халӑх тетелӗнче репост тунӑшӑн йӗплӗ пралук леш енне 2 ҫул та 3 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Ҫапла майпа суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ — хупмах йышӑннӑ.
Штаб хастарне тӳрех икӗ статьяпа — экстремизмшӑн тата нацисен туслӑхне аркатма хӑтланнӑшӑн — айӑпланӑ.
Аса илтеретпӗр, ҫулталӑк каялла вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче сӑнӳкерчӗк куҫарса лартнӑ. Айне ӑнланмалла мар шухӑшлӑ тата мӑсӑльмансене хирӗҫле комментари вырнаҫтарнӑ имӗш.
«Чебоксары24» пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тӳре Алексей Миронова хӳтӗлеме пынӑ «Уҫӑ Раҫҫейӗн» Чӑваш Енри координаторне тата Алексей Навальнӑйӑн Шупашкарти штабӗн пуҫлӑхне залран кӑларса янӑ. Ҫав сайтах пӗлтернӗ тӑрӑх, хастара 40 ҫул эрех ӗҫекен, интернет мӗнне пӗлмен арҫын каласа кӑтартнинчен йӗркеленӗ.
Чӑваш Енри тепӗр ветеринар суд сакки ҫине ларнӑ. Ӑна та Африка мурне сарӑлма панӑшӑн явап тыттарнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 14-мӗшӗччен ветеринари участокӗн заведующийӗ сыснасене сипленӗ. Выльӑх Африка мурӗпе аптӑрани куҫпа пӑхсах паллӑ пулнӑ.
Ҫурлан 5-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче икӗ сысна вилнӗ. Анчах ветеринар инфекцие сарӑлма парас мар тесе нимӗн те туман, инстанцисене пӗлтермен. Кун пирки тепӗр сысна вилсен ҫеҫ пӗлнӗ.
Кун хыҫҫӑн яла карантина хупнӑ. Районта эпидеми пулнине палӑртнӑ. Ветеринара вара нумаях пулмасть суд айӑпланӑ. Приговорта палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн 50 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Чӑваш Енре «Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) обществӑпа политика юхӑмӗн хастарне Дмитрий Семенова тӗнче тетелӗнчи репостшӑн штрафланӑ. Ҫӗрпӳри суд ӑна «П... или смерть» футболка тӑхӑннӑ Питӗрти депутата Виталий Милонова репост тунӑшӑн айӑпланӑ.
Чӑвашри политика иртнӗ эрнере полици уйрӑмне илсе кайнӑ, унта ӑна РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӑн 20.29 статйипе айӑплассине пӗлтернӗ. Тӗнче тетелӗнчи страницӑсене пӑхса ларнӑ чух Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри ӗҫченӗсем Дмитрий Семенов православипе ҫыхӑннӑ экстремизмла сӑнӳкерчӗке репост тунӑ тесе палӑртнӑ.
Ку тӗслӗх пӗли-пӗлми тата пули-пулми «класс!» пусса лариччен е репостличчен ҫиччӗ виҫсе пӗрре касмаллине пӗлтерет.
Шупашкарта коммуналлӑ хуҫалӑхри организацисенчен пӗринче маҫтӑрта ӗҫлекен ҫынна хӑйне пӑхӑнакана хӑрах куҫсӑр тунӑшӑн 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
36 ҫулти арҫын ятарласа сӑтӑр кӳмен-ха. Должноҫра лараканскер хӑйне пӑхӑнакан рабочие ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ пирки асӑрхаттарманшӑн ята кӗнӗ.
Инкекӗ ака уйӑхӗнче Шупашкарта сиксе тухнӑ. Тимӗр пӑралука чӗркекен рабочи куҫлӑх тӑхӑнмасӑрах ӗҫе кӳлӗннӗ. Тимӗр сылтӑм куҫне лексе суккӑрлатнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пуҫиле процессуаллӑ саккуна улшӑнусем кӗртнине кура маҫтӑра пуҫиле майпа айӑпламан, 15 пин тенкӗлӗх штрафланипе ҫырлахнӑ. Кунта, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, явапли чунтан куляннине, унччен пуҫиле майпа айӑпланманнине, суранланӑ ҫынна укҫа-тенкӗпе пулӑшнине тата ытти хӑш-пӗр фактора шута илнӗ.
Эх, юрату, юрату! Вӗри чуна тем те тутарать вӑл. Канаш районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ унччен пӗрле пурӑннӑ хӗре ҫухатас килменнипе ун патне чӳречерен кӗнӗ. Хӑть юрататӑп те, хӑть кураймастӑп те — ирӗк памасӑр ют ҫӗре кӗрсе тӑни саккуна пӑсни пулать. Хӗрӗ Ҫурҫӗре тухса каятӑп тенӗрен унпа калаҫма тесе чӳречерен кӗнӗ, кайран ҫавӑншӑн хытах ӳкӗннӗ каччӑна пуҫиле майпах айӑпланӑ — 120 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ.
Канашри 31 ҫулхи хӗрарӑм вара упӑшка пулнӑ арҫынна тарӑхнипе пусмӑрларӗ тесе йӗрке хуралҫисене ҫӑхавланӑ. Ӑна вӑл хӑйсен ачине ашшӗпе пурӑнмалла тунишӗн хытах кӳреннӗ иккен. Суйса евитлекен хӗрарӑма (маларах вӑл упӑшкине ҫӗҫӗпе чикнӗ, анчах суд хӗрарӑмӑн ачи 14 ҫула ҫитиччен айӑплава пурнӑҫа кӗртмелле мар йышӑннӑ) хальхинче малтанхи преступление шута илсе иккӗшне пӗрлештернӗ те виҫ ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн колонийӗсенче айӑплава ирттерекенсем Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Чикагори тӗрмере ларакансемпе шахматла выляссипе тупӑшӗҫ.
Пуҫа ватмалли вӑйӑ турнирӗ ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртмелле. Унта Питӗрти, Ленинград, Белгород, Аҫтӑрхан, Челепи, Чулхула облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри колонисенчисем хутшӑнӗҫ. Шахмат ӑмӑртӑвне видеоҫыхӑну мелӗпе йӗркелӗҫ.
Раҫҫей тата ют ҫӗршыв тӗрмисенче ларакансем хушшинче шахмат турнирне унччен те йӗркеленӗ. Кӗркунне Швейцарири тӗрмерисемпе вылӗҫ.
Айӑпланнисен хушшинчи ҫак тупӑшӑва шахмат енӗпе темиҫе хутчен те тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ Анатолий Карпов пуҫарнӑ.
Асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службин пуҫлӑхӗ Сергей Герасимов пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи шахмат турнирне юсанмалли 1-мӗш колонире ларакан ҫын хутшӑнмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |