«Камӑн мӗн шухӑш — пыйтлӑ ҫыннӑн мунча шухӑш» — тенӗ ваттисем. Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ вара те ӗҫсӗр аптӑранипе, анчах социаллӑ сетьсенчен пӗрне порнографи сӗмӗллӗ видеороликсем вырнаҫтарса тухнӑ. Пӗрре-иккӗ кӑна-им тата?! Пӗр пин ытла! Роликсенче йӑлана кӗмен ориентациллӗ ҫынсен хутшӑнӑвӗ пирки калаканнисем те пулнӑ-мӗн.
Каччӑн ҫак тыткаларӑшӗ правӑна сыхлакансен куҫӗ тӗлне кӗҫех лекет. Порнографи материалӗсене саккунлӑ мар майпа сарать тесе ун пирки ӗҫ пуҫарнӑ. Суд каччӑна 2 ҫуллӑха условлӑ майпа айӑплама йышӑннӑ. Хайхи кунпа килӗшмесӗр аппеляци ҫӑхавӗ те парса пӑхнӑ, анчах усси пулман — айӑплава малтанхиллех хӑварнӑ.
Ермолаевӑн «Юрма» чӑх-чӗп фабрики Шупашкар районӗ тӑрӑх юхакан Йӑршу шывне вараланӑ. Кун пирки Шупашкар районӗн ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтерет.
Тӗрӗслевҫӗсем юханшыва 30 ҫухрӑм тӑршӗппе тӗпчесе тухнӑ — пулӑ виллисем чылай пулнине асӑрханӑ. Вӗсем шутласа кӑларнӑ пулӑсен шучӗ 1300-тен те иртнӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн юханшыври аммиак виҫи нормӑран 18 хут пысӑкрах пулни палӑрнӑ.
Ҫутҫанталӑка сиен кӳрессинчен сыхлав ӗҫӗсене чӑх-чӗп фабрики тахҫанах пӑрахӑҫланӑ — 20–30 ҫул каялла йӗркеленӗ каяш пухӑвне юсаман, тӗрӗслемен. Чӑх-чӗп пӑхне пула сиенленнӗ вӑрман та инҫетренех курӑнать. Йӑршу шывӗпе ҫынсем те выльӑх-чӗрлӗх те усӑ курнине шута илсен сиенӗ чӑн та пысӑк пулни палӑрать.
Ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура чӑх-чӗп фабрикине каяш пуххине юсаманшӑн, сиен кӳнине пӗлсе тӑркӑчах нимӗн туманнишӗн айӑплать.
Канаш хулинче вырнаҫнӑ «Промтрактор-Вагон» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗ пулнӑ Семен Млодик пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хаҫат-журналсем массӑллӑ пӗлтерчӗҫ-ха.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе Семен Млодик 2006 ҫулта посредник-фирма урлӑ «Промтрактор-Вагонӑн» 273 миллион тенкӗ укҫине айккинелле янӑ, кайран ҫав «кӗмӗлпе» асӑннӑ предприятин акцийӗсене туяннӑ. Ҫак ӗҫе унсӑр пуҫне Светлана Романова текен хӗрарӑм та явӑҫнӑ-мӗн. Юлашкинчен асӑнни, эпир ас тунӑ тӑрӑх, таҫта тарса ҫӳрет текен сас-хура тухнӑччӗ.
Семен Млодик пирки суд хальлӗхе вӗҫне-хӗрне тухман-ха… Анчах ун ячӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ хыпар илтме май килчӗ. Семен Млодик Красноярск енӗнчи Лесосибирск хулинчи вӑрман комбинатне ертсе пыма тытӑннӑ иккен.
ҪУР | 21 |
Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси ялӗнче пурӑнакан пӗр вӑйпитти ашшӗне хирӗҫ йытта вӑскӑртнӑ. Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов вӑл этем унччен те ҫавӑн пек пуҫтахаланни пирки пӗлтерет. Ашшӗне хӗненӗшӗн, маларах та йытта вӑскӑртса тӑрӑхланӑшӑн кирпӗч шутласа тухнӑ-ха.
Те ашшӗ каҫарманшӑн тавӑрас тенӗ хайхискер, анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вӑл каллех ашшӗпе хирӗлме тытӑннӑ. Пӗрре чышкӑпа ҫапса панӑ, икӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Суранланнӑ ватӑ пульницӑнах ҫитнӗ. «Юрать-ха, суранӗ тарӑна кайман. Часах ӑна киле янӑ», — ӗҫ-пуҫ пирки ӑнлантарать прокурор ҫумӗ. Анчах тепӗр икӗ эрне иртмест, ниҫта та тӗпленсе ӗҫлеме юратман вӑй питти каллех ашшӗпе хирӗҫме пуҫлать: ҫӗҫӗпе чиксе вӗлерессипе хӑратать, унтан ашшӗ ҫине питбультер текен йытта вӑскӑртать. Лешӗ хуҫине итленӗ — ватта икӗ аллинчен тата сулахай уринчен ҫыртнӑ.
Ку ӗҫ пирки ӗнер Шупашкар район прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панӑ. Тӑван ашшӗне хирӗҫ йытта вӑскӑртнӑ арҫынна сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӗнӗшӗн, вӗлерессипе хӑратнӑшӑн тата хӗненӗшӗн суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тухнӑ инкек ҫинчен эпир маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Аса илтеретпӗр, асӑннӑ кунне каҫ-кӳлем тӗлнелле Атӑлта ултӑ ҫамрӑк ларса килекен моторлӑ кимӗ ӑнсӑртран ҫаврӑнса ӳкнӗ, вара ҫакна пула кашни шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пиллӗкӗшӗ ҫӑлӑнма пултарнӑ, 16-ҫулхи хӗр вара путса вилнӗ. Хӗрен виллине вара эрнерен Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗ ҫумӗнче ял ҫыннисем асӑрханӑ пулнӑ.
Тухнӑ инкекшӗн явапне вара 27 ҫулхи кимӗ хуҫин тытмалла пулать. Чӑваш Енӗн СКР йӗрлев управленийӗ тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх инкек тухнӑ кунне моторлӑ кимӗн хуҫи ӳсӗр пулнӑ, пӗчӗк карапа ҫӳреме унӑн прави те пулман, унсӑр пуҫне кимӗре 4 ҫын вырӑннӗ (унта тӑваттӑн кӑна ларма пултарнӑ) улттӑн ларса пынӑ, ҫӑлӑнмалли жилетсем те пулман.
Ҫак кунсенче суд Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулхи ҫамрӑка «асӑрханулллӑ пулмасӑр ҫын пурнӑҫне татнӑ» статьяпа «айӑплӑ» тесе йышӑннӑ. Ӑна вара 9 уйӑхлӑх колонийе леҫмелле тунӑ.
Тӳррипе, ку сӑмаха ӗненме те йывӑр. Анчах Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енти Тӗпчев управленийӗ ку ӗҫе вӗҫлесе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ Комсомольски районӗнче, пӗр ялти пӗтӗмӗшле тухтӑр офисӗнче, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Шӑл юсаканӑн мӑшкӑлӗ пулнисен шутӗнче пилӗк ача-мӗн. Вӗсем — 13–15 ҫулсенчи каччӑсем. Хайхисем шӑл юсаттарнӑ вӑхӑтра тухтӑр вӗсене хыпашланӑ пулать. Врача халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 135-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплаҫҫӗ.
Тӗленмелле эпир ҫынсем... Пепке ҫураласса пӗлсен вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнатпӑр: кӗтетпӗр, хатӗрленетпӗр. Анчах та ача тинех кун ҫути курсан — хӑш-пӗрисем тискерленеҫҫӗ. Тӑван ашшӗсемех урӑлла-ӳсерлӗ хӑйсен шӑпӑрланӗсене «чышкӑлама» тытӑнаҫҫӗ, тен упӑшкисен тыткалӑшне тӗслӗхе хурса ачан амӑшӗсем те нимпе кая юлмаҫҫӗ.
Канаш хулинчи йӗрлӗв органӗ 26 ҫулхи хӗрарӑма хирӗҫ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗпчевне туллин вӗҫленӗ. Хайхискере вара тимлӗ пулмасӑр хӑйӗн 9 уйӑхри пепкен пурнӑҫне татнишӗн айӑплаҫҫӗ.
Йӗрлевҫӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх 2012 ҫулхи раштавӑн 14–28-мӗш кунсем хушшинче хӗрарӑм хӑйӗн шӑпарланӗ йывӑр чирленине пӗлнӗ пулин те сыватма васкаман. 9 уйӑхри пепке вара тип пыр пневманине пула ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Паянхи кун йӗрлев органӗсемпе ҫирӗпленнӗ айӑплав пӗтӗмлетӗвне Канаш районӗн судне янӑ. Ҫакӑн пек тискерлӗхшӗн хӗрарӑма 2 ҫуллӑх термене хупма пултараҫҫӗ..
Унсӑр пуҫне йӗрлев органӗсем ҫакӑн йышши тискер пулӑмсем малашне ан тухччӗр тесе Канаш хулин администрацийӗн тата Канашри медицина центрӗн пуҫлӑхӗсене ятарлӑ асӑрхаттару хутне ярса панӑ.
Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ пулнӑ, халӗ Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗнче тӑрӑшакан Людмила Линика хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакна паян ЧР Прокуратуринче иртнӗ пресс-конфренцире прокурор ҫумӗ Александр Григорьев пӗлтернӗ. Пуҫиле ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем Линик хысна укҫипе чикӗ леш енне хӑйӗн ӗҫӗсемпе кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Ҫавӑн пек вара патшалӑха 100 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ имӗш.
Линикпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫ пирки тӗрлӗ сӑмах-юмах ҫӳрет. Хӑшӗсем ӑна политикӑпа ҫыхӑнман-ши тесе те пӑшӑлтатаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, Людмила Линика ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗн тивӗҫне пурнӑҫлама унчченхи ректор вырӑнне 2012 ҫулхи кӗркунне лартнӑччӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна ректора суйланӑ. Анчах суйлав процедурине йӗркене пӑсса ирттернӗ тесе калаҫакансем те пулнӑччӗ...
Канаш районӗнчи Шӑхасанта пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна хӗрсене ӳте сутса пурӑнма явӑҫтарнишӗн хӑй вӑхӑтӗнче судпа пӗрре айӑпланнӑ пулнӑ-ха. Анчах кун пек мул тума пурри ӑна пӗрех илӗртнӗ курӑнать. 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен тытӑнса вӑл каллех хӑйӗн «ӗҫне» пуҫарса ярать. Ҫапла вара пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗччен 17–25 ҫулсенчи 13 хӗре явӑҫтарать. Вӗсем Канаш тата Йӗпреҫ район пикисем пулнӑ иккен.
Арҫынсемпе тӗл пулма арҫын икӗ хваттер: пӗрне — Канашра, теприне — Шӑхасанта — тытса тӑрать. Кирлӗ пулсан хӗрарӑмӗсем чӗннӗ ҫӗре те ҫӳренӗ: хваттерсене, саунӑсене. Арҫына ҫапла майпа пӗр сехет киленӗҫ кӳме 1 пин тенкӗрен пуҫласа 1,5 пин тенкӗ таран илнӗ. Тупрана вӗсем хӑйсене «ӗҫпе» тивӗҫтерекен арҫынпа ҫурмалла пайланӑ. Арҫына халӗ суд ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ. Йышӑну хальлӗхе сакккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ 6-мӗш колонире ларакан 23 ҫулти Иван Ибетов пӗр кунхине лезвипе юн тымарне татса янӑ иккен. Ҫак утӑма каччӑ хӑйне ним ҫукран наркотикпа ҫыхланнӑ тесе айӑпланӑран тунӑ тесе ӑнлантарать-мӗн.
Пӗринче ун патне хӑйсен ялӗнчи пӗр ҫын тулли сумкӑпа килнӗ — унта пирус, апат-ҫимӗҫ чикнӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтра ӑна палламан пӗр ҫын тӗрмере ларакан пӗлӗшӗ валли япала пама ыйтнӑ имӗш. Колони ӗҫченӗсем сумкӑна тӗрӗслеме тӑрсан унта наркотик пуррине асӑрхаҫҫӗ. Куншӑн вара каччӑна 8 ҫултан пуҫласа 20 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма май пур-мӗн. Каччӑ хӑйӗн хӳтӗлевҫине тата Ҫын правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Уполномоченнӑя Юрий Кручинина пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна айӑпа йышӑнма сӗннӗ-мӗн, апла тусан тем пулмасси пирки шантарнӑ пулать.
Юн тымарне каснӑ хыҫҫӑн вӑл тухтӑрсен пулӑшӑвне хирӗҫленӗ, прокурора чӗнсе парасса кӗтнӗ, анчах тӗл пулма май килмен-мӗн. Унтан та ытларах — ирхи пиллӗк сехетре ун патне колони ӗҫченӗсем пырса кӗрсе хӗненӗ те штраф изоляторне хупса хунӑ имӗш. Кунти чӑнлӑха тӗпчевҫӗсем тупсан кӑна ӗнтӗ...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |