Тӗленмелле эпир ҫынсем... Пепке ҫураласса пӗлсен вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнатпӑр: кӗтетпӗр, хатӗрленетпӗр. Анчах та ача тинех кун ҫути курсан — хӑш-пӗрисем тискерленеҫҫӗ. Тӑван ашшӗсемех урӑлла-ӳсерлӗ хӑйсен шӑпӑрланӗсене «чышкӑлама» тытӑнаҫҫӗ, тен упӑшкисен тыткалӑшне тӗслӗхе хурса ачан амӑшӗсем те нимпе кая юлмаҫҫӗ.
Канаш хулинчи йӗрлӗв органӗ 26 ҫулхи хӗрарӑма хирӗҫ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗпчевне туллин вӗҫленӗ. Хайхискере вара тимлӗ пулмасӑр хӑйӗн 9 уйӑхри пепкен пурнӑҫне татнишӗн айӑплаҫҫӗ.
Йӗрлевҫӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх 2012 ҫулхи раштавӑн 14–28-мӗш кунсем хушшинче хӗрарӑм хӑйӗн шӑпарланӗ йывӑр чирленине пӗлнӗ пулин те сыватма васкаман. 9 уйӑхри пепке вара тип пыр пневманине пула ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Паянхи кун йӗрлев органӗсемпе ҫирӗпленнӗ айӑплав пӗтӗмлетӗвне Канаш районӗн судне янӑ. Ҫакӑн пек тискерлӗхшӗн хӗрарӑма 2 ҫуллӑх термене хупма пултараҫҫӗ..
Унсӑр пуҫне йӗрлев органӗсем ҫакӑн йышши тискер пулӑмсем малашне ан тухччӗр тесе Канаш хулин администрацийӗн тата Канашри медицина центрӗн пуҫлӑхӗсене ятарлӑ асӑрхаттару хутне ярса панӑ.