Сывлӑха ҫирӗплетекен «Ылтӑн пучах» уйлӑх таврашӗнче пулса иртекен тискер ӗҫ-пуҫ пирки эпир иртнӗ кунсенчех пӗлтернӗччӗ. Хӗрӳ калаҫусем паянхи кун та лӑпланмаҫҫӗ-ха. Пулса иртнӗ пулӑма шута хурса Чӑваш Ен прокуратури ку ӗҫ-пуҫпа тӗрӗслев ирттернӗ пулнӑ. Вара лагерьте саккун йӗркине пӑсакан темиҫе пулӑмах асӑрханӑ. Тӗслӗхрен, канакан ачӑрсен шучӗ йышӑннӑ йӗркерен ытларах пулнӑ имӗш.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх тӗрӗслев ӗҫен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ҫӗртмен 26-мӗшӗнче айӑпа кӗнӗ вожатӑйсене администраци яваплӑхне тытарнӑ, 700 тенкӗ штраф тӳлемелле тунӑ.
Паянхи кун прокуратура республикӑри сывлӑха ҫирӗплетекен ытти уйлахсене тӗрӗслет. «Ылтӑн пучах» таврашӗнче йӗркене пӑснӑ фактсене ҫута кӑларас ӗҫ вара ЧР прокуратурин уйрӑм тӗрӗслевӗнче.
Аса илтеретпӗр, «Ылтӑн пучах» уйлӑхра вожатӑйсем ухмахла ашкӑннӑ пулнӑ — ҫывӑракан ачасене матрасӗ-мӗнӗпе коридора йӑтса тухнӑ, ыйхӑран вӑратнӑ, хӑратнӑ. Пӗр арҫын ачана матрасӗ-утиялӗпе пӗрле ваннӑна хунӑ, душ кӗмелли шлангран шыв янӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула вожатӑйсемсӗр пуҫне уйлӑх ертӳҫи те явап тытнӑ — хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ туса пыманшӑн ӑна ӗҫрен хӑтарнӑ.
Ҫапла-ҫапла. Анчах сӑлтавсӑр-мӗнсӗр мар. Ҫак тимӗр урхамаха курӑк ҫине лартнӑшӑн. Кун пирки Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗ пӗлтерет. Автомобильсене курӑк ҫине лартакансем, ача-пӑча вылямалли лаптӑксем ҫине кӗрсе каякансем пирки тӳре-шарана хула ҫыннисем вӗҫӗмех евитлеҫҫӗ имӗш. Пӗр тесен, хула урамӗсен картишӗсемпе утса ҫаврӑнсан ҫӑхавламасӑр та курӑнать-ха. Апла хӑтланаканӗсен, ахӑртнех, хӑйсен ӑнлантарӑвӗ. Хӑшӗсен, тен, гараж ҫук-тӑр. Теприсем пулсан та унта ҫитесшӗн мар пулӗ. Ара, кил умне лартма меллӗрех-ҫке. Тата машинӑсем нумайланса кайнипе те вырӑн ҫитменни пур. Кирек епле пулсан та ку вӑл тӳрре тухмалли сӑлтав мар. Кирек мӗнӗн те йӗрки пур, ҫав шутра ку тӗлӗшпе те.
Ҫӗртмен 25-27-мӗшӗсенче асӑннӑ район администрацийӗн специалисчӗсем машинӑсене ӑҫта кирлӗ унта лартса тухнине палӑртма рейд ирттернӗ. Вӗсем Хусанкай, Кӑкшӑм, Гагарин, Энгельс, Маршак, Ярославль, Воробьев композиторсен, К. Маркс урамӗсене, Ленин проспектне ҫитсе ҫаврӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра йӗркене пӑснӑ 105 тӗслӗх асӑрханӑ, вӗсене сӑн ӳкерсех илнӗ. Автомашина хуҫисене ҫывӑх вӑхӑтра административлӑ явап тыттарӗҫ тата, паллах, апла лартма юраманни пирки адмкомиссине чӗнсех ӑнлантарӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 64 ҫулхи хӗрарӑм Шупашкарти хула лаптӑкӗн полици пунктӗнче инспектор ҫине тапӑннӑ, вара ҫак пулӑмпа ӗҫ пуҫарса янӑ пулнӑ.
Инспектора тапӑнасси вара акӑ мӗнрен пуҫланнӑ. Хайхи хӗрарӑм Казахстан республикинчен Шупашкара хӑйӗн тӑванӗсем патне килнӗ пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вара вӑл хула лаптӑкӗнчи пӗр полици пунктне кӗнӗ, инспекторпа калаҫу ҫавӑрнӑ. Хӗрарӑма иккен участковый кирлӗ пулнӑ. Хайхи инспектор вара вӑл ҫын вырӑнта марри ҫинчен пӗлтернӗ. Ку Казахстан хӗрерӑмне тивӗҫтермен пулас, вӑл испектор ҫине кӑшкӑрма пуҫланӑ, инҫех мар тӑракан швабрӑна алла илсе ШӖМ ӗҫченне темиҫе хутчен ҫапнӑ.
Шупашкарти Калинин районӗ сучӗ паян йӗркене пӑснӑ хӗрарӑма явап тыттарнӑ. Суд ларӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗпе ӑна икӗ ҫула тӗрмене лартмасӑр айӑпланӑ.
«Ҫынтан милиционер пулать, милиционертан ҫын пулмасть» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ халь тухса кайнӑскер мар. Айӑпа йышӑнтарасшӑн апла хӗненӗ, капла тунӑ йышши хыпарсене вуласан чун ҫӳҫенсе каятчӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисен пуҫлӑхӗсем ӗҫтешӗсене — хӑйсене пӑхӑнакансене — пуҫтахланма памасси пирки вӗҫӗмех калаҫҫӗ, шантараҫҫӗ. Чӑн та, пакун таврашне пӑхмасӑрах явап тыттарнӑ тӗслӗхсене те вӗсем асӑнкалаҫҫӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ШӖМӗн Етӗрне районӗнчи пай пуҫлӑхӗ пулнӑ Олег Тевянов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ иккен. Ӑна пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӳсӗр арҫынна камерӑра хӗненӗ тесе айӑпланӑ. Ара, лешӗн тата ӳт-пӳ ҫинче суранӗсем те пулнӑ. Ӗҫтешӗсем видеокамера ӳкернине пӑхнӑ та Тевянов камерӑна кӗменнине, ҫавна май ӳсӗре хӗнеме пултарайманнине палӑртнӑ. Экс-полицейские хирӗҫле пуҫарнӑ ӗҫе халӗ чарса лартнӑ. Саккунпа ӑна пуҫиле ӗҫ пуҫарса кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн саплаштармалла тата реабилитацилемелле.
Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Муркашра «Сӗтев» хаҫатри статьяпа ҫыхӑннӑ судӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Илле Иванов айӑплав хутне татах та чӑвашла вулама ыйтнӑ пулин те ку хутӗнче те судьяна хӑй май ҫавӑрайман.
Ку ларура йӗрлев материалӗсен 1-мӗш томне пӑхса тухма пуҫӑннӑ иккен. Чи малтанах Чулхула облаҫри университет асӑннӑ хаҫатри статьяна хак панине вуласа панӑ тата Роскомнадзор пӗтӗмлетӗвне. Столбов хӳтӗлевҫӗ Чулхула облаҫри Чуприков экспертпа Роскомнадзор ӗҫченӗсене ларӑва чӗнме ыйтнӑ, кунпа судья килӗшнӗ.
Чӗрӗтле ларӑва ҫӗртмен 17-мӗшӗнче ирттермелле пулнӑ та, анчах Илле Иванов чирлесе ӳкнине пула вӑл хӑҫан иртесси хальлӗхе паллӑ мар-ха.
Ҫак ӗҫ-пуҫа сӑнанӑ май тӗлӗнсе хытса кайма та хатӗр. Пӗр енчен пӑхсан пӗлтерӗшсӗр ыйтӑва ҫапла трагедилеме кирлехччӗ-ши? Демократилле ҫӗршывра пурӑнатпӑр пуль, вара ҫын ирӗкнӗ, сӑмахӑн ирӗкне шута хумаллах пуль. Нивушлӗ асӑрхаттарупа ӗҫ вӗҫленме пултарман? Тӳре тыткаларӑшне сӑнасах паллӑ — ку ӗҫ-пуҫӑн пӗтӗмлетӗвӗ Ивановшӑн ӑна хирӗҫ вӗҫленни такама хытах кирлӗ.
Ҫав-ҫавах суд тӗрӗс йышӑну тупасса шанас килет.
Йӗпреҫ поселокӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна район сучӗ 4 ҫуллӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Николай Андреева ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн суд тенкелӗ ҫине лартнӑ иккен. Хайхи 2006–2008-мӗш ҫулсенче тӑватӑ ҫынна социаллӑ найм килӗшӗвӗпе хваттер пама йышӑну тунӑ. Лайӑх ҫурта та мар — киввисене, ҫывӑх вӑхӑтрах сӳтмеллисене. Ҫук, вӗсенчен тӑрӑхланипе мар. Ӑспах. Хайхисем кивӗ ҫуртра пурӑннине кура кӑштахран шӑкӑрт кӑна ҫӗнӗ хваттере кӗрсе ларнӑ, унтан хваттерсене приватизациленӗ. Хайхисем хваттер черетӗнче вуншар ҫул нашаланнӑскерсем пулсан юрӗччӗ-ха. Ҫук вӗт, социаллӑ найм меслечӗпе хваттер черетӗнче те тӑман иккен. Пӗрисене ырлӑха кӗртсе ӳкернӗ вӑхӑтра теприсем, чӑннипех те тивӗҫлисем, ҫаплипех черет кӗтсе пурӑннӑ. Хӑйӗн саккунлӑ мар хӑтланкаларӑшӗпе пуҫлӑх хыснана та самай шар кӑтартнӑ — пурӗ 3,3 миллион тенкӗлӗх.
Ӗнер, Муркаш район судӗнче Илле Иванова экстремизм енӗпе айӑплас тӗлӗшпе виҫҫӗмӗш лару иртнӗ. Пӗрремӗшӗ ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче пулнӑччӗ, иккӗмӗшӗ — ҫӗртмен 4-мӗшӗнче.
Аса илтеретпӗр: Илле Иванова «Сӗтев» хаҫатра пичетленнӗ «Покажи мне свой язык, и я скажу — кто ты» статьяшӑн явап тыттарасшӑн. Пуҫилле ӗҫе Сергей Трихалкин судья ертсе пырать, ҫыруҫи — Наталья Павлова. Патшалӑх айӑплавҫи — Алексей Чернов. Илле Иванова хӳтӗлекенсем: Николай Столбов, Николай Лукианов тата Борис Чиндыков ҫыравҫӑ. Тимӗр Акташ журналист пӗлтернипе Эдуард Мочалов та инҫе марччӗ — вӑл ҫурт умӗнче пӗчченле пикет йӗркеленӗ иккен. Суд пӳлӗмӗнче тата Юрий Сан ҫыравҫӑ, Юрий Кузнецов пенсионер, Шупашкартан килнӗ журналист тата видео-оператор пулнӑ. Илле Иванов чӑвашла калаҫнӑран унӑн сӑмахӗсене вырӑсла Ольга Шарипова куҫарса пынӑ.
Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх ӗҫе пикенсенех айӑпланакан маларах иртнӗ ларусенчи протоколсене пӗтӗмпех тӗплӗ ҫырманнине, вӗсенче йӑнӑшсем пуррине пӗлтернӗ — ҫак кӑлтӑксене тӳрлетме сӗннӗ.
Эрехпе пуҫа минретнӗ ҫынсем пур-пӗрех юлашкинчен нӗрсер ӗҫсем туса хура ҫул ҫине тӑрӗҫ. Виҫене пӗлмесӗр ӗҫни ҫынна мӗнле кӑна тискер ӗҫсем патне илсе ҫитермест-ши? Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑҫал пулса иртнӗ тискер ӗҫ-пуҫ ҫакна чӑнласах та сӑнласа парать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 34 ҫулхи арҫын хӑйӗн амӑшӗпе вӑрҫса кайнӑ пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, самаях хӗренкеленӗ арҫын иртнӗ кунхи харкашушӑн хӑйӗн ҫывӑракан амӑшне хырӑмран пӗр хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ҫакна пула 57 ҫулхи хӗрарӑм выртнӑ ҫӗртех вилсе кайнӑ.
Асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа паян Ҫӗнӗ Шупаркар сучӗ арҫынна айӑп тунӑ — амӑшне вӗлернӑшӗн 9 ҫуллӑх ҫирӗп режимлӑ колонийӗ ӑсатма йышӑннӑ.
55 ҫулхи 2-мӗш ушкӑнри сусӑра Шупашкар район сучӗн йышӑнӑвӗпе 10 уйӑхлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатмалла тунӑ. Айӑпӗ пулман мар-ха арҫыннӑн. Пӗлтӗрхи кӗркунне вӑл дача ҫуртне кӗрсе сахӑр песукӗ тата ҫава вӑрланӑ. Ҫапла хӑтланса вӑл дача хуҫисене 305 тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Шупашкар район прокурорӗн ку вӑл ытла та кӑра айӑплав тесе суда тавӑҫпа тухнӑ, сусӑра условлӑ майпа айӑплама ыйтнӑ. Ҫитменнине тата вӑрӑ айӑпа йышӑннипе правӑна сыхлакан органа хӑех кайнӑ, айванла хӑтланкалӑрӑшшӑн ӳкӗннӗ. Ҫапла вара Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн коллегийӗ арҫынна 10 уйӑхлӑха условлӑ майпа айӑплама йышӑну кӑларнӑ, сӑнав вӑхӑтне 6 уйӑх тесе палӑртнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 16-ҫулхи каччӑ хӑйӗн юлташӗ патӗнче компьтер вӑйипе вылянӑ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ пулнӑ. Совет урамӗнче вӑл 40 ҫулхи ӳсӗр арҫынна тӗл пулнӑ, вара ӑна вӑл хытах хӗнесе карас телефонне вӑрланӑ пулнӑ. Хытах сусӑрланнине пула арҫын выртнӑ ҫӗртех вилсе кайнӑ.
Каярах ШӖМ ӗҫченӗсем, хураха тытнӑ хыҫҫӑн, арҫынна ҫав тери мӗншӗн ватнине ыйтсан ҫамрӑк ҫапларах хуравланӑ иккен: «Килелле утнӑ май ман хыҫҫӑн темле арҫын ҫакланчӗ. Укҫа-тенкӗпе пулӑшма ыйтрӗ. Укҫапа тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн ӳсерскер сасартӑк ман пирки тата ман анне ҫинчен усал сӑмахсем калама пуҫларӗ. Хытах урнипе чӑтаймасӑр эпӗ ӑна хӗнеме тытӑнтӑм».
Карас телефонне вӑрланӑ сӑлтава арҫын ача калама пултарайман. Хӑйне полици ӗҫченӗсем шыранӑ ҫинчен илтсенех вӑл тӳрех вӑрланӑ япаларан хӑтӑлма васканӑ.
Паянхи кун асӑннӑ ӗҫ-пуҫпа ШӖМ ӗҫченӗсем тӗпчев вӗҫленӗ ӗнтӗ. Вара 16 ҫулхи каччӑн шӑпине ҫитес кунсенче суд татса парӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |