Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне Шупашкарти районсем хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратура черетлӗ тӗрӗслев хыҫҫӑн пырса тухнӑ. Кунта сӑмах Патӑрьелти парк пирки пырать.
Асӑннӑ ялти парка юсаса ҫӗнетесси пирки калаҫу тахҫанах пынӑ-мӗн-ха. Унта спорт тата вӑйӑ лаптӑкӗсем, аллея, фонтан тата район символне туса лартма палӑртнӑ. Парк тӑвас тенӗ май паркра мӗнпур йывӑҫа тенӗ пек касса пӗтернӗ-мӗн. Ҫапла хӑтланни ҫынсене кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӑл йывӑҫсене иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче шкул ачисем лартнӑ иккен. 63 йывӑҫа касни пирки ҫӑхав ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратурӑна ҫитнӗ. Надзор органӗ йывӑҫсене саккуна пӑсса каснине, ҫакӑ ҫынсен правине тата саккунлӑ интересӗсене пӑснине палӑртнӑ. Тӑкак 800 пин тенке яхӑн иккен. Ку фактпа тӗпчев малалла пырать-мӗн.