Нумаях пулмасть Элӗк районӗнчи «Хӗлхем» спорт шкулӗн ҫӑмӑл атлетика секцине ҫӳрекенсем Ҫӗнӗ Шупашкарта Чӑваш Республикин кубокне ҫӗнсе илессишӗн иртнӗ финалти тӑваттӑмӗш тапхӑрне хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, хӑй те спортсмен — Олимп вӑййисен чемпионки Елена Николаева уҫнӑ.
Пӗтӗмӗшле тӑватӑ тапхӑрти зачетра Чӑваш Ен кубокне Элӗк районӗнчи маттурсем — Анастасия Дубининӑпа Евгений Федоров — ҫӗнсе илнӗ. Вӗсемсӗр пуҫне Элӗкри тата тепӗр икӗ ача республика шайӗнче палӑрнӑ. Александр Свистков хӑйӗн дистанцийӗнче 3-мӗш вырӑна тухма пултарнӑ, Нелли Львова 5 ҫухрӑма утса пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Элӗксем вӗсемпе мухтаннине пӗлтереҫҫӗ.
Кадастр палатин Чӑваш Енри филиалӗ хайӗн офисӗсене хупассине пӗлтерет. Хӑш-пӗр офиса кадастр палати чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен хупӗ. Хупӑнмаллисен списокне Элӗкри Совет урамри 5-мӗш ҫуртри, Тӑвайӗнчи Ленин проспектӗнчи 11-мӗш ҫуртри, Сӗнтӗрвӑрринчи Лазо урамӗнчи 63-мӗш ҫуртри, Пӑрачкаври Октябрь урамри 1-мӗш ҫуртри, Вӑрмарти Свердлов урамӗнчи 18-мӗш ҫуртри лекнӗ.
Вӗсенче ырантан заявленисем йышӑнма пӑрахаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗ 14-мӗшӗччен йышӑннӑ ӗҫсемпе хутсене чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗ таран парӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫӑн хутсене пуштӑпа ярса парӗҫ.
Офиссем хупӑннӑ хыҫҫӑн кадастр палатин пулӑшӑвне илме маларах асӑннӑ район центрӗсенчи нумай ӗҫ тӑвакан центрсене каймалла. Вӗсем кашни район центрӗнчех пур.
Паян Элӗк районӗнче чипер Элӗк пикине суйлаҫҫӗ. «Элӗк пики-2015» районти конкурс район центрӗнчи тӗп клуб тытӑмӗнче 19 сехетре пуҫланмалла.
Ку конкурс тӗллевӗ пирки пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварасси, ҫамрӑксен хушшинчи социаллӑ тата культура ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелесси тесе пӗлтереҫҫӗ.
Район шайӗнчи илемлӗх конкурсне театрализациленӗ кӑтарту евӗр ирттерӗҫ. Конкурс номерӗсем художество пултарулӑх коллективӗсен юрри-ташшипе хутӑшса каймалла.
Хӗрсен вара хӑйсемпе паллаштармалла. Ҫакна вӗсен тӑван чӗлхепе тумалла. Ӑс-тӑн конкурсӗ те пулӗ. Пултарулӑх конкурсӗнче юрласа, хитре вуласа тата ташласа кӑтартмалла. Музыка инструменчӗпе каланине те, чӑваш апат-ҫимӗҫне епле пӗҫернине те, чӑваш стильне мӗнле пӑхӑннине те хаклӗҫ.
Раҫҫейре ялсенчи чи лайӑх 500 тата 200 шкулсене палӑртнӑ. Танлаштарӑма (рейтинга) хатӗрленӗ чухне 2014-2015 вӗренӳ ҫулӗн кӑтартӑвӗсене шута илнӗ.
Кӑҫалхи списока Крым тата Севастополь шкулӗсем кӗнӗ. Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул та лайӑх енпе палӑрса списока кӗме пултарнӑ. Вӑл топ-200 шкулсен йышӗнче.
Сӑмах май, Элӗк шкулӗ пӗлтӗр те ҫак танлаштарӑмра вырӑн тупнӑ. Шкул пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшать. Унтан пултаруллӑ ҫынсем вӗренсе тухаҫҫӗ. Вӗренекенсем ҫулленех ППЭсене лайӑх тытаҫҫӗ те аслӑ шкулсенче, техникум-колледжсенче ӑс пухма тытӑнаҫҫӗ.
«Раҫҫейри чи лайӑх шкулсем» рейтинга кашни ҫулах хатӗрлеҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 19–23-мӗшӗсенче Чӑваш Енри хуласемпе ялсенче Ял кинофестивалӗ иртӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ 79 ҫул тултарнине халалланӑ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале ирттермешкӗн пилӗк лапам суйланӑ. Вӗсем — Етӗрне, Ҫӗрпӳ хулисем, Муркаш, Элӗк тата Кӳкеҫ поселокӗ.
Кинофестиваль Етӗрне хулинче юпан 19-мӗшӗнче 13 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче халӑх литература хайлавӗсен экранизацийӗсене курма пултарӗ. Тӗслӗхрен, «Испанец», «Цель вижу». Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ кинолентӑсем пулӗҫ: «А зори здесь тихие», «В тумане», «Единичка».
Кинофестивале кирек кам та килме пултарӗ. Фильмсене тӳлевсӗрех кӑтартӗҫ.
Культурӑна кӑмӑллакансем, юрра-ташша юратакансем нумаях пулмасть черетлӗ хутчен Элӗкри культура ҫуртне пухӑннӑ. Пултаратпӑр, савӑнтаратпӑр, йывӑрлӑха парӑнтаратпӑр! Ҫакӑн пек ятпа пултарулӑх коллективӗсемпе клуб пӗрлешӗвӗсем савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ.
Артистсем хальхинче халӑха «Вовочкӑн ҫӗнӗ мыскарисем» спектакльпе тӗлӗнтернӗ. Ҫак кун культура ҫурчӗн фойинче «Ырӑ сунса кӗтетпӗр» курав ӗҫленӗ, унта пултарулӑх коллективӗсемпе клуб пӗрлешӗвӗсен ӗҫӗсемпе, буклечӗсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарнӑ.
Ҫӗнӗ сезонра культура ҫурчӗн коллективӗсем куракана ҫӗнӗлӗхпе паллаштарнӑ: сцена ҫинче ташӑ хыҫҫӑн юрӑпа спектакль черетленсе пынӑ. Концертра «Валинкке» фольклор ушкӑнӗ, «Топотушки» халӑх ташӑ ушкӑнӗ, «Ветеран» халӑх хорӗ пурне те савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.
Кӑҫал Элӗк 320 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май элӗксем юбилее анлӑн паллӑ тунӑ.
Уяв ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ. Хӗвеллӗ кун Элӗке ҫын нумай пухӑннӑ. Унта «Савнӑ ялӑм, тӑван ялӑм» литература салонӗ ӗҫленӗ. Ӑна Элӗкри тӗп вулавӑш хатӗрленӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем Элӗк историне пухнӑ, паллӑ ентешӗсем пирки тӗпчесе пӗлнӗ. Пухнӑ материала «Элӗк: паян тата ӗнер. 320 ҫул» кӗнекене кӗртнӗ.
Кӗнеке куравне Элӗк районӗ пирки тухнӑ кӑларӑмсене кӗртнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем буклетсем, летопиҫсем, дайджестсем хатӗрлеме те ӳркенмен. Унтах вулавӑшри «Аста алӑ» кружока ҫӳрекенсен ӗҫӗсене кӑларса хунӑ.
Стенд ҫине Элӗк аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсем пирки ҫырса хунӑ. Вӗсен йышне район ертӳҫисем, тухтӑрсем, культура ӗҫченӗсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, спортсменсем, ҫыравҫӑсем кӗнӗ.
Ҫав кун элӗксем литература салонне ҫитсе курса Элӗк тата ун ҫыннисем пирки чылай интереслине пӗлнӗ.
Элӗк районӗнчи Литературӑпа таврапӗлӳ музейне Шӗмшеш ялӗнчи Авель Мартынов килнӗ. Вӑл ахаль пыман музея. Авель 1971 ҫулта тупнӑ мамонтӑн асав шӑлне йӑтса пынӑ.
Ӑна Вылӑ юханшывӗн сылтӑм айккинче тупнӑ. Малтанах ҫак «тупра» шкул музейӗнче упраннӑ. Халӗ ӑна район музейне пама йышӑннӑ. Анчах шел те, асав шӑла, 1 метр та 53 сантиметр вӑрӑмӑшскере, виҫӗ пая касӗҫ.
Музей ӗҫченӗсем Авель Макарова тав тунӑ. Халӗ асав шӑл Ҫутҫанталӑк залӗнче вырӑн тупнӑ.
Утӑн 24-мӗшӗнче Элӗкри тӗп вулавӑшра Иван Антоновпа тӗлпулу иртнӗ. Вӑл — полици майорӗ, таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш халӑх академикӗ, Халӑх ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Иван Сергеевич ҫак районти Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Мероприятие унӑн арӑмӗ, хӗрӗпе кӗрӗвӗ тата тӑванӗсем те хутшӑннӑ. Иван Антонов вулавӑша килнисене хӑйӗн ҫӗнӗ «Пирӗн пурнӑҫ» кӗнекипе паллаштарнӑ. Хӗрӗ Татьяна поэма мӗнле ҫырӑнни пирки каласа кӑтартнӑ.
Иван Антонов 1938 ҫулта ҫуралнӑ, Ураскилтри вӑтам шкула пӗтернӗ, Уральск хулинчи авиаци ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1985 ҫултанпа ҫыравҫӑ ӗҫне кӳлӗннӗ. Ун чухне вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Иван Антонов Кӗҫӗн Тӑван ялӗн историйӗпе, йӑла-йӗркепе, паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл «Кӗҫӗн Тӑван: ял пурнӑҫӗ», «Кӗҫӗн Тӑван таврашӗнчи юрӑсем», «Тӑван Кӗҫӗн Тӑван: пьеса» кӗнекесем кӑларнӑ. Вӗсене ҫырнӑ чухне вӑл архивсенчи документсемпе паллашнӑ.
Иван Антонов Элӗк вулавӑшне «Пирӗн пурнӑҫ» кӗнекен 50 экземплярне парнеленӗ.
Чӑваш Енре кивӗ тата авариллӗ ҫуртсене ишсе антарас ӗҫ малалла пырать. Федераци программи пурнӑҫланма тытӑннӑранпа пин-пин ҫын ҫӗнӗ ҫуртсене куҫнӑ. Президент хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, республикӑра 2017 ҫулччен авариллӗ ҫуртсенчен хӑтӑлмалла.
Элӗксем ку енӗпе аптӑрамаҫҫӗ. Ку ыйтӑва вӗсем татса панӑпа пӗрех. Халӗ унта нумай хваттерлӗ икӗ ҫурта ҫеҫ хута ямалли юлнӑ.
Элӗкри Октябрьски урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт хӑварт ӳсет. Пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫеҫ фундамент янӑ. Халӗ ав тӑррине те витнӗ. Хваттерсене ҫынсене пама хатӗрленеҫҫӗ ӗнтӗ.
Авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен картише те илемлетсе пӗтерӗҫ. Ҫурт 2000 тӑваткал метрлӑ. Вӗсенчен 460-шӗ авариллӗ ҫуртсенчен куҫаканнисем валли. Кӑҫал района 53 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫапла 57 хваттерти 133 ҫынна ҫӗнӗ ҫурта куҫармалла.
Республикӑра ҫынсене кивӗ ҫуртсенчен ҫӗннисене куҫарас ӗҫе 2017 ҫул тӗлне вӗҫлемеллине каларӑм ӗнтӗ. Кун валли 5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ку 5 пин ҫемьене ҫӗнӗ ҫурта куҫарма ҫителӗклӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |