Кӑҫал Элӗк районӗн шкулӗсенче пӗтӗмпе 157 ача шкул хӳттинчен тухса аслӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма хатӗрленет. Районти шкулсенче кӑларӑм каҫӗсем ирттерме палӑртнӑ. Унта вунпӗрмӗш класс пӗтерекенсене тӑван шкул вӗренекенӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем ӑшӑ салам сӑмахӗсемпе хавхалантарӗҫ.
Пӗтӗмпе районта шкул пӗтерекенсенчен ылтӑнпа кӗмӗл медале 6 ача тивӗҫнӗ.
Ылтӑн медальпе вӗренсе тухакансем — Элӗкри вӑтам шкул ачисем: Алена Алексеева, Алена Васильева, Инна Егорова, Максим Степанов. Ҫав шкултах кӗмӗл медале Надежда Павловӑпа Вероника Александрова тивӗҫнӗ. Эпир вӗсене саламлатпӑр, малашнели ҫула тӗрӗс суйласа илме сунатпӑр!
Пӗтемӗшле вӑтам пӗлӳ паракан учрежденийӗсенче пултаруллӑ, вӗренӳре те мӗн пур ӑмӑрту-конкурсенче самай хастар, тӑрӑшуллӑ вӗренекенсене ҫулсерен Элӗк районӗн администраци пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендийӗпе тивӗҫтернӗ. Кӑҫал та ку йӑла пӑрахӑҫланман. Иртнӗ кунсенче Элӗк районӗн администраци пуҫлӑхӗ Куликов Александр Николаевич стипендиат ятне тивӗҫекенсен ятарлӑ хутне алӑ пуснӑ. Ҫапла вара 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2014 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшччен пӗтемӗшлӗ вӑтам пӗлӳ паракан учрежденийӗсенче ӑс пухакан 7 вӗренекен кашни уйӑхра ятарлӑ стипенди илсе тӑрӗҫ.
Стипендиатсен списокӗ:
◇ Запасова Ирина, 10 класс вӗренекенӗ («И.Я. Яковлев ячӗллӗ Элӗк вӑтам шкулӗ» МПВБУ);
◇ Иванова Кристина, 9 класс вӗренекенӗ («И.Я. Яковлев ячӗллӗ Элӗк вӑтам шкулӗ» МПВБУ);
◇ Романова Анастасия, 9 класс вӗренекенӗ («И.Я. Яковлев ячӗллӗ Элӗк вӑтам шкулӗ» МПВБУ);
◇ Герасимов Данил, 9 класс вӗренекенӗ («И.Я. Яковлев ячӗллӗ Элӗк вӑтам шкулӗ» МПВБУ);
◇ Ильдер Иван, 9 класс вӗренекенӗ («Мӑн Ямаш вӑтам шкулӗ» МПВБУ);
◇ Борисова Татьяна, 9 класс вӗренекенӗ («Б.
Элӗкри нумай хваттерлӗ ҫуртсен умне пыракан ҫулсене юсама кӑҫал 2 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ. Сӑмах май, ку енӗпе районта икӗ ҫуллӑх ятарлӑ программа та йышӑннӑ. Вӑл кӑҫал вӗҫленет.
Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӑҫта юсассине те палӑртнӑ — Парк урамӗнчи 3-мӗш, 5-мӗш А, 7-мӗш А тата Совет урамӗнчи 36/1 тата 38/2 ҫуртсем умӗнчисене. Калӑпӑш ҫине куҫарса шутласан ӗҫ лаптӑкӗ 1 540 тӑваткал метрпа танлашать.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чӑвашсен паллӑ ӑсчахӗ, халӑх вӗрентӗвӗнче пысӑк тӳпе хывнӑ профессор, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, тӑван халӑхӑмӑрӑн пирвайхи чӑваш хаҫатне пуҫарса яраканӗ Николай Васильевич Никольский ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май унта та кунта тӗрлӗ мероприяти иртет.
Элӗкри тӗп вулавӑшра, ав, «Халӑха пилленӗ пурнӑҫ» темӑпа калаҫу йӗркеленӗ. Мероприятие халалласа «Николай Никольский — паллӑ историк, этнограф, филолог» темӑпа курав-экспозици хатӗрленӗ. Вулавӑша пухӑннисем ӑсчахӑн пурнӑҫӗпе паллашнӑ май унӑн кун-ҫулӗ тата ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа панине кӑсӑклансах итленӗ. Ӑсчах хальхи Муркаш районне кӗрекен Купӑрля ялӗнче вӑтам хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӗренес туртӑмӗ тапса тӑнӑранах ӗнтӗ вӑл Шупашкарти тӗн училищинче, каярах Хусанти тӗн академийӗнче тӑрӑшса ӑс пухнӑ. Каярах Николай Васильевич тӗрлӗ ҫӗрте халӑха пӗлӳ парас енӗпе тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Хусанти учительсен семинарийӗнче, Хусан университетӗнче.
Кашни ачах ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине туйма, телейлӗ ҫемьере ӳсме тивӗҫ. Элӗк районӗнче ҫывӑх ҫыннисемшӗн ытлашши пулса тӑнӑ тӗпренчӗксене хӑйсен хӳттине илнисем тата ҫемье ӑшшине парнелес тӗллевлисем сахалах мар.
Иртнӗ кунсенче, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» ятпа усрав ҫемьесен пултарулӑх конкурсӗ иртрӗ. Тӗрлӗ районсенчен пухӑннӑ ҫемьесене ЧР вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тӗп специалисчӗ С.Сыромолотова, Чӑваш Республикинчи ачасен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен уполномоченнӑй В.Рафинов саламларӗҫ.
Элӗк районӗнчен асӑннӑ конкурса Элӗк салинчи Наталия Вячеславовна Николаева Даниил усрав ывӑлӗпе, Тенинчи Людмила Геннадьевна Васильева Настя тата Гриша ачисемпе, Анаткас Сурӑмри Ираида Анатольевна Павлова Аня, Анюта, Саша тӗпренчӗкӗсемпе хутшӑнчӗҫ. В.Рафинов Павловсен ҫемйине ачасене тивӗҫлӗ воспитани панӑшӑн Тав хучӗпе чысларӗ. Николаевсемпе Васильевсен ҫемйисем «Чӗререн ҫуралнӑ ҫемье» конкурса активлӑ хутшӑннӑшӑн свидетельствӑсене тивӗҫрӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра автомобиль ҫулӗсене йӗркеллӗ тытасси, вӗсене лайӑх сыхласа хӑварасси — ҫӗршывшӑн кӑна мар, республикӑшӑн та тӗп тӗллев пулса тӑрать. Ҫавӑнпах ӗнтӗ Элӗк районӗнче те ҫул-йӗре вӑхӑтра юсасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Кӑҫал районти ялсем ҫывӑхӗпе пыракан вырӑнти ҫулсене юсама 4 455,6 пин тенкӗ уйӑрнӑ, кӑрлач-ҫурла уйӑхӗнче ҫав укҫаран автуҫулсене 2 388,2 пин тенкӗлӗх юсанӑ та ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра, районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр ӗҫӗсене Ехремкасси, Йӑлкӑш, Крымсарайкка, Питӗшкасси, Ураскилт, Чӑваш Сурӑм, Шӗмшеш, Юнтапа ял тӑрӑхӗсенче вӗҫленӗ. Элӗк, Мӑн Вылӑ, Тавӑт, Тени ял тӑрӑхӗсенче автомобиль ҫулӗсене юсасси малалла пырать.
Ӗнер, авӑнӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев Элӗк районӗнче пулнӑ. Кун пирки республикӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Хӑнасем районта «Меркурий» бизнес-инкубатора уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. «Ҫавра сӗтел» мелӗпе пӗчӗк тата вӑтам усламлӑха аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ. Бизнес-инкубатора уҫнӑ май Михаил Игнатьев тин кӑна ӗҫе пуҫӑнакан усламҫӑсем валли кунта мӗн кирли пурте пурри пурки палӑртнӑ.
«Ҫак ҫурта ҫӗклесе лартма патшалӑх 38 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен Чӑваш Енри 2012 ҫулта пӗчӗк тата вӑтам усламлӑха аталантарма 523 миллион тенкӗлӗх пулӑшу парса тивӗҫтернӗ. Кашни ҫулах ҫак пулӑшу ӳссе пырӗ. Ҫаксене пурне те пӗр тӗллеве тӗпе хурса йӗркелесе пыраҫҫӗ — районсенче пысӑк технологиллӗ ӗҫ вырӑнӗсем, республикӑра кирлӗ пек ӗҫ укҫисем ӳссе пыччӑр тесе. Ҫавна май Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин лартнӑ тӗллев — Чӑваш Енре пӗчӗк тата вӑтам усламлӑха пӗр тан аталанса пыма условисем туса парасси активлӑ пурнӑҫланса пырать», — пӗлтернӗ Михаил Васильевич.
Элӗк тӑрӑхӗнче хӗле ӑсатрӗҫ, ҫуркуннене кӗтсе илчӗҫ. Кану керменӗ умне ҫынсем кӑнтӑр тӗлне пуҫтарӑна пуҫларӗҫ. Cавӑнӑҫлӑ уява [алӑх йӑлипе ватӑсем тата ял пуҫлахӗсем уҫрӗҫ. Вырӑнти юрӑпа ташӑ ушкӑнӗсем халӑха савӑнтарнӑ хыҫҫӑн уяв мӗн каҫчченех пӗр чарӑнмасӑр кӗрлерӗ, ташларӗ, юрларӗ.
Мӗн кӑна шутласа кӑларман пулӗ йӗркелекенсем: «Хӗлӗм, сывӑ пул!», — кулӑшла вӑйӑ иртрӗ, районти ял тӑрӑхӗсенчен ҫитнӗ ҫамрӑксем те хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Никама та тунсӑх мӗлки ан ҫаптӑр вуншар вырӑнта вӑйӑсем йӗркеленӗ — кам ытларах икерчӗ ҫисе ярӗ, кам кашта ҫине хӑвӑртрах улӑхса автана ҫӗнсе илӗ, пӗрене ҫинче кам-кама михӗпе ҫапса антарӗ, кам тӗл пенипе чапа тухӗ. Унсӑр пуҫне шахмат тата воллейбол ваййисем иртрӗҫ, йӗлтӗрҫӗсем ҫул ҫине тухрӗҫ. Ача-пӑчана, паллах, капӑрлатса тумлантарнӑ лаша ҫунисемпе Ҫӑварни чупни пуринчен те ытларах килӗшрӗ.
Уяв яланхи пекех, улӑм катемпине чӗртсе ҫунтарнипе вӗҫленчӗ. Сывӑ пул, Хӗлӗм, килсем, Ҫуркунне!
НАР | 06 |
Элӗк шкулне 1853-1854 ҫулсенче уҫнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра уроксем кашни кун пулман, эрнере 2-3 кун ҫеҫ вӗреннӗ, вӗрентекен вара пуп пулнӑ. Ку шкултан чӑваш халӑх поэчӗ Илле Тукташ та вӗренсе тухнӑ.
Халӗ Элӗк шкулӗнче 723 ача вӗренет. Кунта вӗрентекенсем питӗ кӑмӑллӑ, ачасене тӑрӑшсах вӗрентеҫҫӗ. Шкулта яланах тӗрлӗ мероприятисем пулса иртеҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен ачасен «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн иккӗмӗш куҫӑм тапхӑрӗ акан 21-мӗшӗнче муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Красноармейски иккӗмӗш вӑтам шкулӗнче иртрӗ. Унта пӗрремӗш куҫӑмсӑр тапхӑрта ҫӗнтернӗ 68 вӗренекен хутшӑнмаллаччӗ. Шел пулин те, вӗсенчен 21 вӗренекен ҫеҫ иккӗмӗш тура килме май тупнӑ. Вӗрентекенсемпе вӗренӳ органӗсен яваплӑ ҫыннисем тӑрӑшнӑ пулсан майне тупма пулатчӗ пуль-ха... Ҫапах та Районсем хушшинчи V «Ҫамрӑк ӑсчах» инҫет вӑйӑ конкурс ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Финала 4 район ачисем (Красноармейски, Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Комсомольски) хутшӑнма пултарчӗҫ. Вӗрентекенсене тавах уншӑн. Тӑкаклӑ инҫе ҫула илсе тухса ачасен пӗлӗвне тӗрӗслес тата аталантарас текен вӗрентекенсем вӗсем. Ҫӗнтерӳҫӗ паллӑ. Вӑл — Красноармейски районӗнчи Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче 10 класра вӗренекен Маркова Анна (вӗрентекенӗ — Кузьмина Юлия Егоровна).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ. | ||
| Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |