Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 69 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин «ГАЗ-21 клубӗ» «Ретро» (ятне ҫырни ҫыпӑҫуллах мар пек те, пӗлеҫҫӗ пуль — ӑна йӗркелекенсем ятне ҫавӑн пек шухӑшласа кӑларнӑ) общество организацийӗ «Шупашкар — Муркаш — Элӗк — Вӑрнар — Хӗрлӗ Чутай — Етӗрне — Шупашкар» маршрутпа авточупу йӗркелеме шут тытнӑ. Ҫула вӗсем ӗнер тухнӑ.
Элӗкри пирки вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ сала тӑрӑх ГАЗ-67, ГАЗ-69, ГАЗ-21, М-20 «Победа», ГАЗ-14 «Чайка», DODGE-WC61 машинӑсем колоннӑпа тӗп урам тӑрӑх иртнӗ. Унтан машинӑсем Культурӑпа кану паркӗ патне ыпрса чарӑннӑ. Авточупӑва хутшӑнакансене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов саламланӑ.
Клуб историйӗ пирки калас тӑк, ӑна 2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче пуҫарнӑ иккен. Ун чухне пӗр шухӑшлӑ виҫӗ ҫын пӗр шухӑшлӑ пулнӑ. Ик ҫулта йыш 25 ҫынна ҫитнӗ. Клуб пайташӗсем хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑпа мотоциклсен историне упраса хӑварасшӑн-мӗн. Хастарсем Шупашкарта тата республика шайӗнче иртекен мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ.
Сӑнсем (6)