Вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче, Венгри ҫӗршывӗнчен ача-пӑча делегацийӗ Шупашкара хӑнана ҫитмелле. Ку йӑлана Шупашкарпа Эгер (вӑл шӑп та лӑп Венгрире вырнаҫнӑ) хулисем тӑванлашнӑ хыҫҫӑн пуҫарса янӑ. Ҫавна май утӑн 14-31-мӗшӗсенче венгр ача-пӑча ушкӑнӗ кану программипе килешӳллӗн сывлӑха ҫирӗплетекен тата пӗлӳ паракан «Бригантина» центрта кун каҫаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ йӗркеленӗ культура мероприятийӗ программипе килешӳллӗн килсе ҫитнӗ хӑнасене хулан паллӑ вырӑнӗсемпе, наци историйӗпе тата йӑла-йӗркисемпе паллаштарӗҫ, ҫавӑн пекех хула музейӗсенче, кану паркӗсенче, кондитер фабрикинче, тӗрлӗ предприятисенче экскурсисем иртерме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне венгр ача-пӑчисем хула ҫамрӑкӗсемпе тӗл пулӗҫ. Ку икӗ тӗрлӗ хулари ҫамрӑксем хушшинче туслӑ ҫыхӑнусене йӗркелеме пулӑшӗ.
Пӗлме, 2007 ҫулта Шупашкарти пултаруллӑ ача-пӑча ушкӑнӗ Эгер хулин муниципалитечӗ йыхравӗпе «Культурӑсен тӗлпулӑвӗ» халӑхсем хушшинчи ача-пӑча лагерьне кайса курнӑ. Унта вӗсене хула историйӗпе, культурипе, паллӑ вырӑнӗсемпе, йӑла-йӗркесемпе паллаштарнӑ.
Ҫак кунсенче республикӑра ҫемье пахалӑхӗсене упраса хӑварас тӗлӗшпе тата ачана пӑрахтарнӑ пулӑмсене хирӗҫ тӑма чӗнекен «Пурнӑҫ парнеле!» ятпа акци иртет.
Сывлӑха сыхлакан тата социаллӑ аталану министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх паянхи кунсенче хӗрарӑмсен канашӗнче уҫӑ алӑксен кунне ирттереҫҫӗ. Кӑмӑл тӑвакансем унта психологсемпе, юристсемпе тата социаллӑ ӗҫченӗсемпе тӗл пулса кӑсӑклантаракан ыйтусене сӳтсе явма пултараҫҫӗ.
Паян Шупашкар хулинчи 1-мӗш клиника пульницинче «Пепке ҫураласса кӗтни» ятпа пур хӗрарӑмсен пултаруллӑх ӗҫӗсенчен ятарлӑ курав уҫнӑ. Презединт пепкелӗх центрӗнче вара пулас амӑшсен дефилене ирттереҫҫӗ.
Республикӑра ҫак эрнере Раҫҫей шайӗнче иртекен маунтинбайкпа ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва Вӑрмар районӗнчи Мусирма ял таврашӗнче Алексей Трафимова асӑнса уҫнӑ.
Утӑн 13-14-мӗшӗнче Шупашкарта велочупу-маунтинбайкпа Раҫҫей кубокӗшӗн тӑваттӑмӗш этапӗ иртет. Спортсменсен ӑмӑртура хӑйсен маттурлӑхне икӗ дисциплинӑпа кӑтартмалла пулӗ: утӑн 13-мӗшӗнче — «Тухса ӳкмелли чупувӗпе — кросс-кантри», утӑн 14-мӗшӗнче вара 11:00 сехетре — профессионаллӑ велосипедистсем хушшинче «Кросс-кантри» олимп дисциплинипе вӑйлисене палӑртӗҫ.
Раҫҫей кубокӗшӗн ирттерекен ӑмӑртӑва утӑн 13-мӗшӗнче 10:30 сехетсенче уҫма палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче ирттереҫҫӗ.
Тунтикун, утӑн 8-мӗшӗнче, Республика Элтепӗре Михаил Игнатьев тата Раҫҫейри патшалӑх канашлӑвӗн вӗренӳ пайӗн председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова Шупашкарти 88-мӗш «Березенька» ача пахчине укҫа-тенкӗ тата техника енчен тивӗҫтерес тесе 500 пин тенкӗллӗ ятарлӑ сертификатпа чысланӑ. Сертификата «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ятпа ҫӳрекен ыркӑмӑллӑх марафонта пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗрен уйӑрнӑ.
Асӑннӑ ача пахчи хӑйӗн ӗҫне 1970 ҫулта пуҫланӑ. Унтанпа вӑхӑчӗ самай иртнӗ, ҫавӑнпа та юлашки ҫулсенче учрежденине юсас, ҫӗнетес ыйту ҫивӗччӗн тӑрать иккен. Пӗлтӗр ача пахчине 250 пин тенкӗ уйӑрса панӑ пулнӑ, ҫакна пула учрежденире урай ҫӗнӗрен сарма тата ача-пӑча сӗтел-пуканӗ таврашне туянма май килнӗ. Кӑҫал хула хыснинечен ремонт ӗҫӗсем валли тата 350 пин тенкӗ уйӑрса панӑ, ку укҫана чӳрече блокӗсене улӑштарнӑ ҫӗре тата крыльца ремонтлас ӗҫе уйӑрнӑ.
Ача пахчи учрежденийӗн ертӳҫи Елена Кадирова пӗлтернӗ тӑрӑх иртнӗ кунсенче тивӗҫне сертификата вӗсем спорт площадки валли тӗрлӗ оборудовани туянма палӑртнӑ.
— Кӑҫал республика тӗп хулин ача сачӗсене юсама пӗтӗмпе 80 миллион тенкӗ уйӑрма планланӑ.
Хулари тӳре-шара тата хула ҫыннисем паркра яланах илем, тасалӑх кӳрессипе пӗр чӗлхеллӗ пулнӑ. Паянхи куна Максим Горький, Иван Яковлев скверӗсенче тата Ҫӗнтерӳ паркӗнче килти чӗрчунсене уҫӑлтарса ҫӳреме юрамасть.
Хуҫи хӑйӗн чӗрчунӗ хыҫҫӑн пуҫтармалли япалапа ҫӳрени тата уҫӑлтарма ятарлӑ вырӑнсемпе усӑ курни Европӑра тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Раҫҫейре вара ку тӗлешпе — ӳкерчӗк синкерлӗ. Ҫавӑнпа та тӳрӗ-шара ҫынсем ыйтнине шута илсе ятарлӑ «тума юраманнин» паллисене вырнаҫтарнӑ. Ку йӑлана ҫитес кунсенче ытти парк таврашӗсенче те кӗртӗҫ, ҫапла вара тӑватӑ ураллӑ юлташсемпе малашне ятарлӑ вырӑнсенче уҫӑлса ҫӳреме кӑна май килӗ.
УТӐ | 09 |
Ку хыпар пирки: «Тем шухӑшласа кӑларакан та пур», — пур темелле-тӗр. Чӑваш Енре шыври заправка станцийӗ ӗҫе пуҫӑннӑ иккен. Вӑл Атӑлта, Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер поселокӗ ҫывӑхӗнче, вырнаҫнӑ. Ун пеккисем Чулхуларан пуҫласа Хусана ҫитиччен те тек ҫук-мӗн.
Уйӑх ытларах ӗҫленӗ хушӑра вӑл унӑн хуҫисене услам курма май пуррине ӗнентерсе панӑ иккен. Ара, ҫапла пулмасӑр. Халӗ пуянсем катерсемпе яхтӑсем туянаҫҫӗ-ҫке. Кимӗ-карап таврашне Шупашкарта кӑна 1,5 пин шута илнӗ. Ҫӗнӗ заправка пулӑшӑвӗпе хамӑр патрисем кӑна мар, пирӗн республика территорийӗпе иртсе каякан яхтӑсемпе катерсем те усӑ кураҫҫӗ-мӗн.
«Илем» ят панӑ заправка пӑхма хитре ҫеҫ мар, хӑй те типтерлӗ иккен. Унӑн хуҫисем вӑл пӗр тумлам топливо та шыва юхтармасть тесе калаҫҫӗ-мӗн. Заправка топливӑпа кӑна мар, Аи-95 маркӑллӑ автобензинпа тата артезиан шывӗпе те тивӗҫтерет иккен.
Нумаях пулмасть, ҫынсем хӗвелле шӑрӑх кунсене пула аптратчӗҫ, халӗ вара ҫумӑртан тарса пытанмалли вӑхӑт ҫитнӗ ав мӗн. Кӑҫал хӗллехи кунсем вӑрӑха пынипе ҫурхи вӑхӑтсене туйса та илеймерӗмер. Анчах ҫутҫанталӑк ку тӗрес маррине туйсах пулмалла ҫуркуннехи ӑмӑрлӑ кунсене тавӑрас тенӗ.
Паян, утӑн 9-мӗшӗнче, Шупашкар вӑйлӑ ҫумӑра пула шыв айне пута пуҫланӑ: хулари хӑш-пӗр ҫулсемпе урамсем шыв ытамне лекнӗ, транспорта та ҫӳрем самай чӑрмантарнӑ. Йывӑр лару-тӑрӑва Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче асӑрхама май лекнӗ. Унта 13:00 сехетсем иртсен вӑйлӑ ҫумӑра пула Трактор тӑвакансен проспектӗнчи сарлакка ҫул самантрах кӳлӗ пулса тӑнӑ.
Унсӑр пуҫне тата ҫумӑра пула хула кӳлмекӗ хӗррипе, агрегат савучӗ таврашӗнчи ҫулсемпе ҫӳресси йывӑрланнӑ.
Республикӑра ҫумӑрлӑ кунсем 11-мӗшччен тӑсӑлӗҫ. Ҫак виҫӗ кун хушшинче уйӑх хушшинче ҫумалли норми ҫӗре нӳрлетмелле иккен.
Паян, утӑн 8-мӗшӗнче, Кил-йыш тата юратупа шанӑҫлӑх кунӗнче республикӑра 18 ҫемьене «Юратупа шанӑҫлӑх» медальпе тата орденпа чыслама палӑртнӑ. Республика Элтепӗрен администрацин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх Михаил Игнатьев ҫак медаль-орденпа Шупашкарти вунвиҫӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти пилӗк ҫемьене тивӗҫтерӗ. Хуласемпе районсенче вара ҫак куна халалласа концертсем, ҫемье конкурсӗсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ. Унсӑр пуҫне тата «ылтӑн» мӑшӑрсене чыслама палӑртнӑ — парнесемпе килӗсене ҫитсех тивӗҫтерӗҫ.
Паян, Шупашкарта 34 ҫамрӑк мӑшӑр хӑйсен юратӑвне мӑшӑрлану кӗрменӗнче ҫирӗплетӗҫ (2011 ҫулта — 24, 2012 ҫулта — 37). Кӳлмек хӗрринчи юрӑ ӗшнинче те хулари пултаруллӑх коллективӗпе ҫемье ансамблӗ хӑйсен ӑсталӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Шупашкарти «Спартак» стадионта «Атте, анне, эпӗ — спорт ҫемьи» ятпа ҫемьесен ӑмӑртӑвне ирттерӗҫ.
Кӑҫал республикӑра «Юратупа шанӑҫлӑх» медальӗпе 25 ҫул е ытларах пӗрле пурӑнакан 70 ҫемьене чыслама палӑртнӑ.
Ӗнер, утӑн 7-мӗшӗнче, Шупашкартан черетлӗ «Чунҫӳрев» ҫула тухрӗ.
Чӑваш халӑхӗн авалхи вырӑнӗсемпе паллашас тӗллевпе тухнӑ маршрут хальхинче ҫапла иртӗ: Шупашкар–Чӗмпӗр–Ӗшнеуй (Шняево, Сарӑту облаҫӗ)–Волгоград–Элиста–Каҫпи тинӗҫӗ–Пенза–Шупашкар. Ку тӑрӑхалла виҫӗмҫул кайса килнӗ пулин те кӑҫалхи ҫул та кӑнтӑралла выртать — 2011 ҫулта лекеймен вырӑнсемпе паллашасси (тӑванла халахсем йыхравленипе), туса ҫитереймен ӗҫсене вӗҫлесси.
Каҫпи тинӗсӗ хӗрринче 3 кун ирттермелле — пӗр куна юпа лартма уйӑрӗҫ. Чунҫӳревҫӗсем чӑваш ячӗсем йышӑнӗҫ, инҫетри чӑваш ялӗсенче концертсем лартӗҫ.
Водительсене шута илсен ҫула пурӗ 69 ҫын тухнӑ. Инҫе ҫул ӑнӑҫлӑ пуласса, палӑртнӑ ӗҫсем пурнӑҫланасса шанса тӑратпӑр. Такӑр ҫул сунатпӑр!
Шупашкар хулин 2035-мӗш ҫулчченхи аталанӑвӗн ҫӗнӗ планне сӳтсе явассипе республикӑн тӗп хулинче пӗр кун самай кӑсӑклӑ калаҫу пулса иртнӗ. Унта хамӑр пулманнине кура тӗрлӗ ҫӑлкуҫ хыпарлани тӑрӑх хакласан ҫӗнӗ генплана тем майлӑ хаклакан-йышӑнакан та пурри сисӗнет. Хӑшӗсем ытлашши хурласах каймаҫҫӗ пулсан, теприсем ӑна ҫапса хуҫманни кӑна.
Проекта республикӑн тата хула тӑвӑмӗн канашӗсен пӗрлехи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Виҫӗ сехет хушшинче тӗрлӗ сӗнӳ паракан тупӑннӑ-мӗн. Пӗри, ав, Шупашкара Атӑл леш енӗпе ҫыхӑнтарма хулан хӗвеланӑҫ районӗнче кӗпер тусан аваннине палӑртнӑ. Тепри вара ку шухӑш пирки фантастика тесе пӑшӑлтатса илнӗ. Чӑваш Ен урлӑ тума палӑртакан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫула тата хулана «Богданка» район урлӑ монорельс ҫулӗ туса ҫыхӑнтарма сӗнекен те тупӑннӑ. Вӗрен ҫулӗ кирлине асӑнакан та пулнӑ иккен. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан ҫум ҫул кирлине калакан та, ҫырма-ҫатрана анса хӑпармалли майсене пӑхса хӑварасси пирки аса илтерекен те тупӑннӑ.
Ҫӗнӗ генплана хатӗрленӗ Питӗрти РосНИПИУрбанистика институчӗн архитекторӗ Ирина Гришечкина палӑртнӑ тӑрӑх, генплан кӑҫал вӑя кӗмелле, палӑртнӑ ӗҫсен пӗр пайне 2020-мӗш ҫулта туса пӗтермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |