Ӗнер Шупашкарти Университет урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра пурӑнакансем хытах сехӗрленнӗ — виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш подъездсенче пурӑнакансем тӗтӗм шӑршине сиснӗ иккен. Аялти хутра пурӑнакансене сывлама уйрӑмах йывӑр пулса кайнӑ.
Хӑраса ӳкнӗскерсем часрах урама чупса тухнӑ. Вӗсемпе пӗрле — асӑннӑ ҫуртра вырнаҫнӑ аптека, банк, парикмахерски ӗҫченӗсем. Кӗҫех пушарнӑйсем те персе ҫитнӗ — ара, вӗсене пӗр арҫын путвалтан тӗтӗм тухни пирки хыпарланӑ-ҫке. Ҫӑлавҫӑсем икӗ автоцистерна шывпа тата пушар пусмипе ҫитсе тӑнӑ. Вырӑнта вӗсем путвала анса пӑхнӑ та ҫулӑм асӑрхаман. Кайран управляющи компани ҫыннисем ку ҫуртра пӑрҫаран дезинсекци ирттернине пӗлтернӗ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ун пирки ҫынсене асӑрхаттарнӑ теҫҫӗ-мӗн, лешсем вара курман, илтмен, пӗлмеҫҫӗ иккен.
Шупашкарта пурӑнакансем хваттерсенче тата общежитисенче хӑнкӑла сарӑлни пирки пӑшӑраханаҫҫӗ иккен. Regnum информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енти управленине ҫакӑн пирки ҫичӗ хутчен пӗлтернӗ имӗш. Шел те, анчах информацире мӗн чухлӗ вӑхӑт хушшинче ҫавӑн чухлӗ систернине каламан. Хӑнкӑласем канӑҫсӑрлантарни пирки хыпарлакансем общежитисенче тата унччен общежити, каярах вӗсене хваттере ҫавӑрнӑ ҫуртсенче пурӑнакансем хушшинче ытларах тӗл пулаҫҫӗ иккен.
Асӑннӑ управленин пай пуҫлӑхӗ Михаил Смирнов хӑнкӑла ӗрченине этемпе ҫыхӑнтарать. Хӑйӗн ӗҫӗнчи профессионал каланӑ тӑрӑх, хуласенче социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ тата демографи лару-тӑрӑвӗ улшӑннӑ май санитарипе гигиена тӗлӗшӗнчен япӑх условире ҫынсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсем пулса каяҫҫӗ иккен. Ытти кирек епле сӑтӑрҫӑ евӗрех хӑнкӑла та вӑхӑт иртнӗҫем халӗ вӗсене пӗтерме усӑ куракан наркӑмӑша парӑнми пулма пултарать иккен.
Чи пӑшӑрхантараканни тата шухӑшлаттараканни ҫав пӗчӗк чун тӗрлӗ чир-чӗре сарни. В гепатита та, сӑмахран, ним мар ертет иккен.
Тунтикун, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту пуҫланчӗ. Чӑваш Енӗн спортсменсем ӑмӑртун пӗрремӗш кунӗнчех 4 медале тивӗҫнӗ пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — ылтӑн, пӗрри — кӗмӗл медаль.
Чӑваш Енӗн минспортра пӗлтернӗ тӑрӑх йӗтре тӗртмелли секторта чи лайӑх кӑтартусене пирӗн ентеш, спорт мастерӗ Евгения Смирнова кӑтартнӑ пулнӑ. Вӑл снаряда 16 метр 42 сантиметр инҫӗше текнӗ.
Чӑрмавсем урлӑ каҫса чупнинче вара финала тӳрех пирӗн икӗ спортменка тухнӑ пулнӑ. Екатерина Блескина — 13,55 секунд кӑтартупа ылтӑн медале тивӗҫнӗ, Екатерина Павлик вара 13,96 секунд кӑтартупа кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Тепӗр ылтӑн медале Татьянова Ефимова тивӗҫнӗ пулнӑ. Вӑл 5 пин метр тӑршшӗ чупӑва 16 минут 39,54 секунд хушшинче тухма пултарнӑ.
Асӑннӑ ӑмӑрту виҫӗ кун пырӗ. Унта ҫӗршывӑн 60 регионти пӗтӗмпе 593 спортсмен хутшӑнӗ.
Ӑмӑртун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Раҫҫейӗн ҫамрӑксен пӗрлешӳллӗ командине йӗркелеҫҫӗ. Вӗсем вара патшалӑх чысне утӑн 11–14-мӗшсенче Финлядиг Тампер хулинче иртекен Европа чемпионатӗнче хӳтӗлӗҫ.
Республика кунӗ кӑлтӑксемсӗр иртмен иккен. «Чебоксар ? Нет» портал пӗлтернӗ тӑрӑх уяв тӗлне хатӗрленӗ хӑма ҫинче йӑнӑш кайнӑ пулнӑ — республика ятне «Чӑваш Ӗн» тесе лаплаттарса хунӑ.
Халӑх асӑрханӑ хыҫҫӑн салам хӑмисене хӑвӑрт кӑна хуҫса тухнӑ — хайхисем хӑрах «халхаллӑ» тӑрса юлнӑ.
Хыпаланнӑ-васканӑ май опечаткӑсем вӗсем яланах кайма пултараҫҫӗ. Асӑрхаман йӑнӑша пула хӑшӗ-пӗри ӗҫ вырӑнне те ҫухатать. Кунта вара пирӗн шутпа тимлӗрех пулмалла пулнӑ ӗнтӗ — тӑватӑ чӑваш сӑмахӗ хушшинче пӗр йӑнӑш туни ытла та ухмахла. Кӳренӳллӗ те. Уйрӑмах ҫак хӑмасене чылай тӳре-шара курнине, хакланине, ырланине шута илсен.
Паянхи вӑхӑтра Тӗнче тетелӗсӗр этем хӑйӗн малалли пурнӑҫне курмасть тесен те йӑнӑш пулмӗ. Мӗншӗн тесессӗн Тӗнче тетелӗ ҫынна самай усӑ кӳрет. Мӗн пур ыйтусен хуравӗсемпе, кулленхи хыпарсемпе тата ыттипе те тивӗҫтерме пултарать-ҫке вӑл.
Ҫапла вара иртнӗ кунсенче Тӗнче тетелӗнче тата тепӗр ҫӗнӗлӗх йӑва ҫавӑрнӑ: малалла Шупашкарти троллейбуссен ҫӳревне online сӑнама пулӗ. Ҫӗнӗ ресурса Google карттин никӗсӗпе йӗркеленӗ.
Мӗнле усӑ кӳрет-ши ҫӗнӗлӗх? Тӗслӗхрен, ҫын чарӑнура обществӑлла траспорт кӗтсе тӑнӑ чухне хӑйне кирлӗ троллейбус халӗ ӑҫтарах пынине курма пултарать. Унсӑр пуҫне кунтах хулара пӑкӑланнӑ ҫулсене те асӑлхама май пур — ку хыпар уйрӑмах урапа водителӗсене ҫӑмӑллӑх кӳрӗ.
Паян республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Болгари Республикин Раҫҫейри полномочиллӗ элчипе Бойко Коцевпа тӗл пулнӑ. Хӑна ӑна «Самар хӗресӗ» паллӑпа чысланӑ. Ӑна ҫӗршывсем хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарассишӗн ҫине тӑракан Болгари тата Раҫҫей ҫыннисене параҫҫӗ иккен. Наградӑна Болгарие османсенчен ирӗке кӑларнӑранпа 135 ҫул ҫитнӗ май кӑларнӑ.
Тӗлпулура енсем ӗҫлӗ ҫыхӑнусене аталантарссине сӳтсе явнӑ. Экономикӑпа туризма аталантарма Шупашкар тата София хуласене самолетпа ҫыхӑнтарас шанчӑк пур.
Шупашкар районӗнчи Ӑстакасси ялӗпе юнашар ҫӗнӗ микрорайон ӳссе ларӗ. «Болгари кварталӗ» ят панӑскере ҫӗклеме пуҫланӑ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие республикӑри тӳре-шара кӑна мар, Болгари Республикин Раҫҫейри полномочиллӗ элчи Бойко Коцев та хутшӑннӑ.
Проекта чӑвашсемпе болгарсем пурнӑҫа кӗртмелле иккен. Строительсем 2-3 подъездлӑ виҫӗ хутлӑ ҫуртсене хӑпартма 3 уйӑхран пуҫласа 5 уйӑх таран иртнине ӗнентереҫҫӗ-мӗн. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ун пек проектсене Калуга тата Смоленск облаҫӗсенче пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. «Болгари кварталӗнче» суту-илӳ центрӗ, ача пахчи, ача-пӑчана вылямалли лаптӑксем те тума палӑртса хӑварнӑ-мӗн.
Сӑнсем (8)
Эх, мӑнтарӑн харсӑрӗсем! Мӗн кӑна хӑтланмаҫҫӗ пулӗ хӑш чух вӗсем! Шупашкарта, акӑ, иртнӗ эрнере вӗсем баннер вӑрланӑ. Ҫапла-ҫапла, вӑрланӑ пуль ӗнтӗ... Е, тен, юри пуҫтахланас тенӗ-ши? Юрӗ, тӗплӗнрех пӗлтерер-ха.
Республика кунне хатӗрленсе «Хула реклами» учреждени Шупашкарти аэровокзала кӗмелли ҫурта хирӗҫ 3 метр сарлакӑш, 9 метр тӑршшӗллӗ баннер ҫакса хунӑ. Шупашкара сӑнлакан ҫав баннер кама кирлӗ пулса тухнӑ-ши, анчах пӗр кунхине вӑл йӗп пек ҫухалнӑ. Ӑна туса хатӗрленӗ учреждени ҫийӗнчех тепре хатӗрлесе ҫакма йышӑннӑ-мӗн. Ҫапах та «Хула реклами» кунпа ҫеҫ ҫырлахман, полицие пӗлтернӗ. Вӑл тӑрӑхра видеокамерӑсем пулнине кура кунӗн-ҫӗрӗн ӳкерекен ҫав ӑслӑ хатӗрсен тӗлне пуҫтахсем лекнех пуль тесе шанаҫҫӗ. Апла тӑк вӗсене тупасса ӗненеҫҫӗ. Хальлӗхе вара йӗр ҫине тухайман-ха.
Виҫӗм кун каҫ Шупашкарта «Театр каҫӗ» акци иртмеллеччӗ. Кун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Анчах республикӑра халиччен пулман мероприятие курса савӑнма май килмерӗ. Хӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, урамри спектакле пӑхас тесе пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре ҫитнӗ иккен, анчах ҫӳрени кӑлӑхах пулнӑ. Ҫил-тӑвӑл тухасси пирки асӑрхаттарнӑран йӗркелӳҫӗсем ӑна ҫав каҫ ирттерес мар тесе йышӑннӑ-мӗн. Чӑваш патшалӑх драмӑн сӑнавлӑ театрӗ ҫеҫ вӑл каҫ малтан палӑртнине пурнӑҫа кӗртнӗ — куракансене «Ха-ха по-черному» шоу кӑтратнӑ.
Республикӑн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «Театр каҫӗ» акцие ытти театрсем Шупашкар хулин кунӗнче йӗркелӗҫ. Аса илтеретпӗр, Вырӑс драма театрӗ «Мир Луксор» кинотеатр умӗнчи лаптӑкра «Театр тӗнчи» театрализациленӗ композиципе савӑнтарӗ. Хӗрлӗ тӳремре вара Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» спектакль сыпӑкне курма йыхравлать. Шупашкрати Суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи лапама Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем пухӑнӗҫ. Шупашкарта пурӑнакансемпе хула хӑнисене вӗсем «Сана юратса, тӑван ен» музыкӑпа сцена композицийӗ хатӗрленӗ.
Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери ортопед-хирургсен 5-мӗш конференцийӗ иртнӗ. Унта ют ҫӗршывран тата Раҫҫейрен 150 ытла тухтӑр килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче — Итали, Франци, Швейцари хирургӗсем. Унччен вара пӗр кун маларах ортопедипе эндопротезировани центрӗнче Францирен тата Америкӑран килнӗ хирургсем мастер-класс ирттернӗ.
Шӑмӑ ыратма пуҫлани ҫамрӑксене те пӑшӑрханарать иккен. Пӗҫӗ сыппи тӗрӗс мар аталаннипе ҫыхӑннӑ ҫак чире ытларах чух хӗрарӑм йывӑр ҫын пулнӑ чух ҫеҫ тупса палӑртаҫҫӗ-мӗн. Хӗрӗх чӗрнеллисен кӗлетке йывӑрӑшӗ ӳснӗ май амак ҫивӗчленет-мӗн, шӑмӑ ыратма пуҫлать.
Асапа ирттермелли меслете Швейцари ученӑйӗсем 1983 ҫултах ҫирӗплетнӗ иккен. Анчах капла операцие 2004 ҫултан ҫеҫ тума пуҫланнӑ. Ку меслет сыпӑна тӗрӗс аталантарма пулӑшать тесе ӗнентереҫҫӗ иккен шурӑ халатлисем. Операцие пӗрремӗш хут Раҫҫейре пӗлтӗр Питӗр хулинче ирттернӗ. Шупашкарти мастер-класс вӑхӑтӗнче 26-27 ҫулсенчи хӗрарӑмсене операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ. Операци тутарнӑ хыҫҫӑн ҫынсем 10-15 ҫул чиперех пурӑнӗҫ. Кайран тухтӑрсенчен тепӗр хут пулӑшу ыйтма тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |