Апла-и, капла-и, кӑна хальлӗхе ҫирӗплетсе калама хӗн. Анчах РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн ӗҫченӗсем ҫакӑн пек шухӑшланӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пристав-хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 160 статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн айӑплама пултараҫҫӗ. Вӑл суд приставӗсен Шупашкар хулин Мускав районӗнчи пайӗнче тӑрӑшать иккен. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе хӗрарӑм-пристав парӑмлӑ пӗр ҫынтан 16,5 пин тенкӗ ытларах шыраса илнӗ, анчах укҫине хӑй кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ имӗш.
Тӳррипе каласан, приставсем йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем татах тӗл пулаҫҫӗ иккен. Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫне тӗрӗсленӗ май кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна 300 ытла кӑлтӑк тупса палӑртнӑ-мӗн.
Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ чӑваш. Хальхи вӑхӑтра республикӑри коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ӑшӑтмалли тапхӑра хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Паянхи куна ӗҫсен 65 процент пурнӑҫланӑ-мӗн. Авӑн уйӑхӗн ҫурри тӗлне вӗсем ҫакна пӗтӗмӗшле вӗҫлеме шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Ӑшӑтмалли тапхӑра япӑх хатӗрленекенсен шутӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗмӗрле хулине палӑртнӑ-мӗн. Кун пирки вӑл ҫак темӑпа Раҫҫейӗн вице-премьерӗпе Дмитрий Козакпа видеоконференцие хутшӑннӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ-иккен. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисем яваплӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ-мӗн.
Юлашки кунсенче ҫанталӑк кӗркуннехи пекех туйӑма пуҫларӗ. Куллен тенӗ пек ҫумӑр, пыльчӑк, сивӗ ҫил. Ҫакна пула юханшыв таврашӗсенче шыв та сивӗннӗ.
Ҫанталӑк хӳхӗмӗсене пӑхмасӑрах ӗнер, утӑн 24-мӗшӗнче, СССР летчик-косманавтне, Икӗ хутччен Совет Союзӗн Паттӑрне Андриан Николаева асӑнса Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӑла тӑрӑх Атӑл шывӗ урлӑ каҫассипе ӑмӑрту иртнӗ. Кӑҫал Атӑла парӑнтарма 32 ҫын кӑмӑл тунӑ. Хутшӑнакансен йышӗнче Мӑкшӑ, Мари Эл республикийӗсен, Азербайджан тата ЧР хуласемпе ялсен элчисем кӗнӗ.
Старта Атӑлӑн йӑлӑм енче тухнӑ. Ӑмӑртун пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑна Ҫӗрпӳ элчисем А.Григорьевӑпа тата Т. Никифрова йышӑннӑ. Виҫҫемӗш вырӑнта вара — Шупашкар ҫынни А.Лисин.
Сӑнсем (35)
Кашни кун хӑйне майлӑ пулӑмсемпе асра юлать. Вӗсем ҫемье, ял, хула, ҫӗршыв шайӗсенче пулса иртме пултараҫҫӗ. Тунтикун, утӑн 22-мӗшӗнче вара пӗтӗм тӗнчене пӗр пулӑм кӑсӑклантарнӑ. Лондон ҫӗршывӑн Ҫветтуй Мария пульницинче акӑлчан престолӑн еткерҫи, 3 килограмм 800 грамм йывӑрӑш туртакан пепке ҫуралнӑ. Пӗтӗм тӗнче, ҫав шутра Чӑваш Республикин ҫыннисем те патша кил-йышӗ тавра пулса иртекен пулӑмсене кӑсӑклансах сӑнанӑ. Енчен те малтан арҫын ача е хӗрача ҫураласси тупӑштарнӑ пулсан, халӗ халӑх пепке мӗнле ятпа ҫӳрессипе кӑсӑкланать.
«Pro Город» хаҫат тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ҫак паллӑ кунра Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӗ 6 арҫын ача тата 5 хӗрача ҫуралнӑ, Шупашкарта вара — 15 арҫын ача, 15 хӗрача.
Ҫак кунхине ҫуратнӑ амӑшсем хӑйсен пепкен шӑпи ыттисенчен уйрӑлса тӑма пултарнине ӗненеҫҫӗ. Тен, чӑнах та анчахрах кун ҫути курнӑ ачасем хушшинче пулас пысӑк ятлӑ ҫынсем ӳсӗҫ. Чӑннипе вара чи кирли — шӑпӑрлан яланах сывлӑхлӑ пултӑр.
Паянхи технологи тапхӑрӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем вӑйлӑ аталанаҫҫӗ. Тӗнчере пулса иртекен ӗҫ-пуҫсене паян телевизорта кӑна мар Тӗнче тетелӗнче те пӗлме майсем пур. Унсӑр пуҫне ҫынсем радио мелӗпе те усӑ кураҫҫӗ. Республикӑра та радио итлесси анлӑ сарӑлнӑ. Ҫынсен кӑмӑлне ытларах тӑван чӗлхепе пуплекен радио килӗшет.
Утӑн 5-мӗшӗнче Роскомнадзор «Тӑван радиовне» лецензипе тивӗҫтернӗ, ҫапла вара ҫитес вӑхӑтра ҫӗнӗ «сасӑ» итлекенсене хавхалантарма тытӑнӗ. Документпа килешӳллӗн радиоканал ҫулталӑк вӗҫӗнче хӑйӗн ӗҫне пуҫлать. Вӑл кунӗн-ҫӗрӗн икӗ чӗлхепе: вырӑсла тата чӑвашла янрӗ. Эфирсенче тӗп пай кӗвеллӗ, пӗлтерӳпе аналитикӑллӑ тата культурӑпа вӗренӳ передачисем йышӑнӗҫ.
Аса илтеретпӗр, 2012 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче «Тӑван радио» («Родное радио») федераллӑ конкурсра Шупашкарта 100,3 МГц хумпа калаҫма ятарлӑ ирӗк ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнӗ массӑллӑ информаци хатӗре «Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗн» пуҫарӑвӗпе ҫуралнӑ. Паянхи куна Чӑваш Енӗн наци радиовӗ 72,41 МГц тата 105,0 МГц хумсенче «калаҫать». Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш халӑхӗн ҫур яхӑн (47%) ҫынни пурӑнать пулин те вӗсен наци радиовне итлеме майсем ҫук (ун сасси Кӳкеҫ патӗнче татӑлать теҫҫӗ).
«Хавал» обществӑлла халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкарти троллейбус управленине тӗп хулари троллейбуссем ҫинче чӑваш тата вырӑс чӗлхине пӗр тан праваллӑ тума ыйтса ҫыру янӑ. Унӑн копийӗ «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫатра та пур-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта общество чарӑнӑвӗн вырӑнӗсене икӗ чӗлхепе калаҫҫӗ-ха. Анчах «Асӑрханӑр, алӑк хупӑнать», троллейбусран тухас умӗн япаласене илме манмалла маррине, ҫул укҫи тӳлемеллине аса илтерекен тата ытти ҫавӑн йышши сӑмаха вырӑсла кӑна пӗлтереҫҫӗ.
«Хавал» ун пек пӗлтерӳсене икӗ чӗлхепе — чӑвашла тата вырӑсла — калама чӗнсе калать. Тата республика Конституцийӗн 8-мӗш статйинче пӑхнине тӗпе хурса: малтан чӑвашла каламалла, унтан — вырӑсла.
Асӑннӑ общество организацийӗ троллейбусра вырӑсла ҫырса хунӑ «Кӗмелли» (вӗсен вариантӗнче: Кӗме), «Тухмалли» (Тухма), «Ан таянӑр» йышши сӑмахсене те чӑвашла ҫыртарттарасшӑн. Кондукторсемпе водительсене вара «Эпӗ чӑвашла та, вырӑсла та калаҫатӑп» бейджикпа тивӗҫтерттересшӗн. Ку сӗнӳсене икӗ патшалӑх чӗлхиллӗ регионсен тӗнчери опытне тӗпе хурса хатӗрленӗ иккен. Ҫырӑвӑн копине республикӑн транспорт тата суту-илӳ министрӗ Михаил Янковский патне ҫитернӗ.
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче ӗҫлекен (халӗ те унтах-ши, пӗлейместпӗр) Ксения Глунцовӑна тӗрлӗ телешоусене кӑмӑллакансем палласа ҫитрӗҫ пулӗ ӗнтӗ. Вӑл Андрей Малаховӑн «Пусть говорят» кӑларӑмне те хутшӑннӑччӗ, «Давай поженимся» шоура вара каччӑ шыранӑччӗ, «Прямой эфир» кӑларӑма кайнӑччӗ.
Нумаях пулмасть хайхи Турцие ҫитнӗ. Ҫук-ха, телекӑларӑмра ӳкерӗнме мар, канма кайнӑ. Анчах пике унти Вӑтаҫӗр тинӗсре шар курнӑ иккен. Ӑна уринчен акула евӗр пулӑ ҫыртнӑ имӗш. Унта 30 доллар тӳлесе тухтӑрсенче пулӑшу илнӗ-мӗн. Халӗ пикене Шупашкарти тухтӑрсем пӑхса тӑраҫҫӗ, халӗ ун сывлӑхӗшӗн хӑрушши ҫук-мӗн. Ҫапах та хӗр Андрей Малаховӑн кӑларӑмне каяймасси пирки пӑшӑрханать иккен, мӗншӗн тесен ӑна авӑн уйӑхӗнче телешоуна чӗнме пулнӑ имӗш.
Чӑваш тӗнчинче пулса иртекен хӑш-пӗр пулӑма чӑвашлӑха ҫутатакан МИХсем темшӗн асӑрхамасӑр иртсе каяҫҫӗ. Хаҫат-журналсемшӗн вӗсем те ытлашши пӗчӗк шайра пек курӑнаҫҫӗ, те хӑйсен ӗҫне-хӗлне чуна парса ӗҫлеменнинчен ҫапла пулса тухать.
Шупашкарӑн аслӑ урамӗсенчен пӗринче — Ленин проспектӗнче — виҫӗ уйӑх ӗнтӗ чӑвашла баннер ҫакӑнса тӑрать: «Блин комов» кафе хӑйӗн ҫӗнӗ менюпе паллашма сӗнет. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе хӑналакан кафесем хулара ҫук мар-тӑр — шӳрпепе сире «Ҫӑлкуҫра» кӑна мар, ытти хупахсенче те апатлантарма хатӗр. Анчах кӑсӑклӑ баннерпа йыхравлакансен хушшинче «Блин комов» чӑн та уйрӑлса тӑрать.
Кафе ӗҫченӗсем каласа панӑ тӑрӑх «Чӑваш тутлӑхӗ» вӗсен менюре Химандритов Алексей Николаевич килсен ҫуралнӑ. Вӑл пуҫарнипе кунта халӑх апат-ҫимӗҫӗнчен 4 апат хатӗрлеме тытӑннӑ: «Какай шӳрпи» (пӗрле пӗчӗк хуплу илсе килсе параҫҫӗ), «Хӗрлӗ хуран кукли» (ӑшӗ ҫӗрулмирен-тӑпӑрчӑран, чустине хӗрлӗ кӑшманпа хатӗрленӗ), «Ӳсӗр сысна» (ҫӗрулми нимӗрӗпе параҫҫӗ, сысна урине сӑрапа техӗмленӗ тет), «Кишӗр кукли».
«Шӑрпӑкпа выличчен, сӳнтеркӗчпе туслӑ пул» ҫак каларӑша ача-пӑчасем хушшинче сарса пукане-сӳнтеркӗч Мари Элте хӑйӗн ҫулҫӳревне вӗҫлет те Шупашкара ҫул тытать. Ҫулӑма кӑпӑк пӗрӗхтерсе сӳнтермелли хатӗр-пуканен ҫулҫӳрев тӗллевӗ сывлӑха ҫирӗплетекен ача-пӑча уйлӑхӗсем тата ача пахчи тӑрӑх ҫӳресе шӑпӑрлансене вӑйӑ урлӑ пушара хирӗҫ мӗнле майпа кӗрешмеллине вӗрентесси.
Кузьма Пожаркин ятпа ҫӳрекен пуканене Мари Элте ачасем хаваспах йышӑннӑ, уссине те туйма пултарнӑ. Ҫавӑнпа та сӳнтеркӗч-пукане Шупашкарти ача-пӑчана кӑсӑклантарма пултарни пирки никам та иккеленмест.
Ҫакӑн йышши сӑнара Киров облаҫӗнчи Раҫҫейӗн МЧС ӗҫченӗсем пуҫарса янӑ. Кӑсӑклӑ пукане ҫуллахи кунсем хушшинче Атӑлҫин пысӑк хулисене кӗрсе тухмалла.
Ҫынна шан та, кивҫене хӑвӑн тӳлеме тивессине ан ман. Ҫапларах пулса тухнӑ Челепи хулинче ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑмӑн. Пӗринче вӑл паллакан арҫын банкран кивҫен илнӗ чух поручитель пулма килӗшнӗ. Анчах лешӗ парӑмпа вӑхӑтра татӑлса пыман — «хӳрешке» 470 пин тенкӗпе танлашнӑ. Кивҫене шыраса илме хӑтланса пуҫарнӑшӑн тӳлев тата тепӗр 33 пин пулнӑ.
Поручитель тенине ахальтен ыйтмаҫҫӗ ҫав. Парӑмли татмасан хайхин ӗнсене хыҫма тивет. Хӗарӑмпа та ҫаплах пулса тухнӑ. Суд приставӗсем ӑна парӑма татмасӑр чикӗ леш енне тухса кайма чарса лартнӑ. Хӗрарӑм вара «пулин!» тесе шухӑшланӑ-тӑр. Украинӑна кайма пуҫтарӑннӑ. Белгород хулине чиперех ҫитнӗ-ха вӑл. Анчах лере чикӗ сыхлавҫисем тытса чарнӑ. Нимӗн те тӑваймӑн — хӗрарӑмӑн ирӗксӗрех каялла таврӑнма тивнӗ.
Юлашкинчен парӑма ҫапах та тӳлесе татнӑ. Халӗ тӗнче хӗрне тухса кайсан та никам та чармӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |