Шупашкар хулинче пурӑнакан 23 ҫулти пӗр ашшӗ тӑван тӗпренчӗкӗ умӗнче парӑма кӗрсе кайнӑ. Нумай та мар, сахал та мар — 44 пин тенке яхӑн.
Парӑмлӑскере суд приставӗсем чикӗ леш енне кайма чарас тенӗ. Чунӗ сиснӗ тейӗнех вӗсен. Кӗҫех ҫамрӑк ашшӗн инҫе ҫула тухас шухӑш ҫуралнӑ. Анчах парӑм пур та — ҫул та хупӑ. Инҫе ҫӗре каяс кӑмӑлӗ пысӑк пулнӑ-тӑр ҫав ун — алимент парӑмне тӳлеме амӑшне янӑ. Тен, кам пӗлет, асли хӑй пынӑ пуль. Ара, аннемӗрсемшӗн эпир яланах ача мар-и? Алимента тӳлеме арҫыннӑн амӑшӗ хӑй пынӑ. Тӗп парӑма татнисӗр пуҫне унӑн суд приставӗсем ӗҫ тунишӗн илекен тӳлеве те татма тивнӗ. Унӑн виҫи 7 процентпа танлашать. Ҫапла вара кӗсьене 3 пине яхӑн ҫӳхетме лекнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 22–27-мӗшӗсенче Шупашкарта парашют спорчӗ енӗпе Тӗнче кубокӗ тата Европа чемпионачӗ тата юниорсен ӑмӑртӑвӗ иртет. Ӑна А.В. Ляпидовский ячӗллӗ аэроклубра йӗркелӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне акробатика тата тӗл анса ларас енӗпе кӑтартрӗҫ.
Унта 20 ҫӗршыври 200-е яхӑн спортсмен килсе ҫитмелли пирки пӗлтерет республикӑн Спорт министерстви. Чи йышлӑ ушкӑн Китайран килмелле иккен — унтан 20 ҫын хутшӑнмалла. Раҫҫей те кая юласшӑн мар — ӑмӑртӑва 17 парашютист тухмалла.
Кашни халӑх хӑнасене хӑйне евӗр хӑналать. Чӑвашсен те авалтан пыракан йӑла-йӗркисем пур. Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑра куркипе кӗтсе илес йӑла паянхи кун та тытӑнса пырать.
Шупашкарта чӗретлӗ урапасен салонӗ уҫӑлнӑ хыҫҫӑн организаци ертӳҫисем чаплӑ хӑнасене — вӗсен шутӗнче Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьева та — выҫӑлла килелле ярас темен. Пуян сӗтӗл пуҫтарса хаклӑ хӑнасене тутлӑ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтернӗ. Ку ҫеҫ те мар, тен салон ӗҫӗ такӑр ҫулпа кустарса пытӑр тесе ятарласа така тукмакне пӗҫӗрнӗ, кӑсӑклӑ апатпа вара VIP хӑнасене хӑналанӑ.
Техника аталанӑвӗ пурнӑҫа самай ҫӑмӑллатса пыннипе никам та тавлашса тӑмӗ. Ак, сӑмахран, хӑйсен шӑпӑрланӗсене ача пахчисене вырнаҫтарма шутланӑ ашшӗпе-амӑшӗ те техника пахалӑхне туйса илме пултарӗҫ.
Малашне ача пахчине ҫырӑнтарма амӑшсен килтен тухмасӑрах компьтерпа темиҫе пусӑм ҫеҫ тумалла. Патшалӑх тивӗҫтерӗвӗн пӗрлӗхлӗ порталӗнче Шупашкар ҫыннисем валли шкул ҫулне ҫитмен учрежденисен электронла ҫырӑнтарӑвӗ ӗҫлет. Ку ҫеҫ те мар, ҫырӑнтарнӑ хыҫҫӑн ача чӗретре мӗнле вырӑн йышӑннине те ыйтса пӗлме май пулӗ. ПТП порталне ярса панӑ электронлӑ ыйтса ҫырнӑ хут тӳррех Шупашкар хула администрацине лекет. Тивӗҫтерӳсене пурнӑҫлани ҫинчен вара смс-ҫыру урлӑ е электронлӑ почта урлӑ пӗлтерсе тӑрӗҫ.
Ҫапла... Пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, аталанса та аталанса пырать. Пирӗн республика та хӑйӗн промышленоҫӗсене анлӑлатать. Тахҫан республикӑн ҫул-йӗр паллисене урӑх хуласенче сакасламалла пулнӑ, халӗ вара ун валли сӑлтавӗ ҫук. Мӗншӗн тесен чӑваш организаци хӑй те ҫак ӗҫӗ пуҫарӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫул-йӗр паллисене ОАО «Дорэкс» кӑларма тытӑннӑ. Паяна Шупашкар лаптӑкӗсенче республикӑра «ҫуралнӑ» 250 паллӑ хӑйӗн вырӑнне тупма та ӗлкернӗ. Тӗп хулан администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх асӑннӑ ӗҫ валли республика ятарлӑ тимӗр касмалли станоксене, пресс, ятарлӑ штампсем тата касакан плоттер туяннӑ. Пирӗн ҫул-йӗр паллисен чи паха енӗ — унӑн ҫутатакан ҫийӗ пур.
Ялсенче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем ялта ӗҫ ҫуккипе аптраса хулана «йӑва» ҫавӑрас тӗллевпе ҫул тытаҫҫӗ. Анчах паянхи кунсенче хӑйсен майӗсем ҫине ҫеҫ шанса уйрӑм хваттер туянса ларма пур те пултараймаҫҫӗ. Ҫак кӑткӑс ыйтӑва вара патшалӑх татса пама тӑрӑшать.
Шупашкар хула администраци пуҫлӑхӗ кӑҫал ҫурлан 5-мӗшӗнче йышӑннӑ ятарлӑ 2470-мӗш постановленинче 2013 ҫулхи III кварталӑн пӗтӗмӗшлӗ пурӑнмалли ҫуртӑн 1 тӑваткал метр лаптӑк хакне палӑртнӑ — 28 670,22 тенкӗ. Ку укҫа тӑрӑх социаллӑ тӳллевӗн калӑпӑшне шутласа кӑларӗҫ, ҫурт-йӗр туянма патшалӑх пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернӗ чухне усӑ курӗҫ.
Шупашкар хула кунӗ ячӗпе авиашоу йӗркелеме палӑртнӑ. Штурвал умне Мускав ҫывӑхӗнчи «Пӗрремӗш вӗҫев» аэроушкӑн пилочӗсем ларӗҫ. Авиашоу Хӗрлӗ лапамра иртмелле.
Сывлӑшра тӗрлӗ хурӑмлӑ майпа вӗҫме пултаракан ӑстасем хушшинче тӗнче тата Раҫҫей чемпионачӗсен призёрӗсем иккен. Йышра ҫӗршыври пӗртен пӗр хӗрарӑм-пилот Ирина Маркова та пуласса шанаҫҫӗ. Сывлӑшра тӗрлӗ ӗлке тума пултаракан ӑстасен клубӗнче «Як» маркӑллӑ самолетсем ытларах-мӗн.
Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳссе пырать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Regnum хыпар агентстви Чӑвашстат хыпарланине тӗпе хурса.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫ укҫи парӑмӗ республикӑра 7,0 миллион тенке ҫитнӗ иккен, ку вӑл иртнӗ ҫулхи ҫав кунхипе пӑхсан 2,2 миллион тенкӗ нумайрах иккен. Пӗчӗк усламҫӑсем епле ӗҫленине калама йывӑр — ӗҫ укҫипе ҫавӑн чухлӗ парӑм пухса янисен шутне статистсем вӗсене кӗртмен. Ял хуҫалӑхӗ, сунар тата вӑрман хатӗрлес енӗпе тӑрӑшакан предприятисем вара вӑхӑтра татӑлманни пулкалать-мӗн. Маларах каланӑ парӑмран 58,4 проценчӗ шӑпах ҫавсене тивет те иккен. Тепӗр чӗрӗк пайӗ электроэнергетика предприятийӗсен тӳпи.
Ӗҫ укҫипе парӑма кӗменнисен шутӗнче — 17 районпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисем. Вӑхӑтра татӑлманнисен списокне 3,9 миллион тенкӗ пухса янӑ Муркаш районӗнчи предприятисем тата 1,7 миллионлӑ улатӑрсем кӗнӗ.
Ҫапла палӑртнӑ Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Валерий Котеев. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл Шупашкарти «Салют» культура ҫурчӗ умӗнчи ҫӗре ултӑ усламҫӑна тара панине асӑнса хӑварнӑ. Хайхисенчен пиллӗкӗшӗ лавкка уҫма палӑртнӑ иккен, тепри — карас ҫыхӑнӑвӗн салонне.
Ҫӗре тара парасси ҫинчен калакан пӗлтерӗве вӑхӑтра е пурте курма пултаракан хаҫатра пичетлеменнине кура ытти усламҫӑ асӑрхамасӑрах юлнӑ-мӗн. Конкуренци пирки калакан саккуна пӑснӑ тесе монополипе кӗрешекенсем судах ҫитнӗ. Кунпа тӳре килӗшнӗ иккен. Монополипе кӗрешекенсем тара пани пирки калакан хутсене пӑрахӑҫлаттарма та суда тавӑҫ ҫырса панӑ.
Паян Шупашкарти Чапаев скверӗнче «Сӗтев» хаҫат йӗркеленӗ митинг иртрӗ. Халӑхӗ сахал марччӗ — пӗр 200–300 ҫын таранах пухӑнчӗ. Ытларах, паллах, ватӑраххисем. Ҫамрӑксем те ҫук марччӗ ӗнтӗ. Халӑх пухӑвӗнче ытти чухне тухакан ҫынсем те сахал пулмарӗҫ.
Тухса калаҫакансем хушшинче Эдуард Мочалов, Тамара Романова тата ыттисем пулчӗҫ. Хӑйсен сӑмахӗсенче вӗсем депутатсене ӗҫрен хӑтарма («хӑй вӑхӑтӗнче Тамара Романовӑна хӑтарнӑ пек» терӗҫ), Михаил Игнатьева тата правительствӑна отставкӑна яма чӗнсе каларӗҫ. Ҫавӑн пекех Илле Иванова тата «Сӗтев» хаҫата суя айӑпланине сивлеме ыйтрӗҫ.
Халӑх пухӑвӗ ытла та кичем ан пултӑр тесех пулӗ Эдуард Мочалова килӗштерменнисем хӑйсен плакачӗпе тухрӗҫ. «Мочалов, парӑмсене парса тат!», «Мочаловӑн вырӑнӗ тӗрмере!», «Эдик, пӑрах ҫынсене улталама!» ҫырнӑ хутсене туртса кӑларнӑ хыҫҫӑн тепӗр самантранах тенӗ пек вӑл ҫамрӑксене хӑваласа ячӗҫ, плакачӗсене туртса илсе ҫурса тӑкрӗҫ.
Сӑнсем (78)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |