Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тарифӗсене ылмаштарнипе килӗшмесӗр виҫӗмкун Шупашкарта хирӗҫлев пикечӗ иртнӗ иккен. Унта 20-е яхӑн ҫын хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ. Акцие «Солидарность», «Другая Россия», «РПР-ПАРНАС» тата «Партия 5 декабря» юхӑм членӗсем хутшӑннӑ.
Демонстрацие тухнисен тӗп лозунгӗ «Ӗҫ укҫине индексацилемесӗр ҪЙКХ тарифӗсене ӳстермелле мар» тени пулнӑ иккен.
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчен тарифсем хӑпарасси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Хамӑр енчен тата ҫакна пӗлтерер. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тӳлев хакӗ уйрӑм регионта кӑна ӳсмен, ӑна Раҫҫейӗпех хӑпартнӑ.
Ҫурлан 17-мӗшӗнче Шупашкарта регионсем хушшинче иртекен ҫамрӑксен альтернативлӑ культурӑсен III фестивалӗ пулмалла. Мероприяти анонсне вуласан ӑна питӗ те хӑйне евӗрлӗ хатӗрлеҫҫӗ иккен, кӑсӑкланакансем унта интересленсех хутшанасса шанӑҫ пур.
Фестивале тӗрлӗ енпе йӗркелӗҫ. Сӑмахран, кӗвӗ-ҫемӗн тӗрлӗ стилӗпе пупӑшӗҫ: рок, рэп, битбокс, диджеинг, бард. Ташлакансем вара брейк-данс, урам ташши тата ытти ӑсталӑха кӑтартӗҫ. Ӳнерӗн тӗрлӗ енӗпе маттуррисем граффити, боди-арт, чӗрӗ кӳлепе тата ытти енпе тӗлӗнтерӗҫ. Театр ӳнерне кӑмӑллакансене пӗчӗк хурӑмлӑ театр ӑсталӗхӗпе, вӑрӑм пуканесемпе савӑнтарӗҫ. Спортпа туслисем валли паркур-зона, скейт-лаптӑк уйӑрӗҫ, стритбаскет, зорбинг, турникмен, скипинг тата тӗрлӗ енпе правурлӑха кӑтартса парӗҫ.
Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисенчен заявкӑсем йышӑнма тытӑннӑ ӗнтӗ.
Республикӑн Строительство министерстви ҫамрӑк ҫемьесене патшалӑх тӗкӗ кӳни пирки пӗлтерес тесе ятарлӑ баннерсем вырнаҫтарма шут тытнӑ. Ун пек пулӑшупа кашни ҫемьен усӑ курма ирӗк пуррине пӗлтерекен реклама щичӗсене «Хула реклами» учреждени хатӗрленӗ. Баннерсене халӑх уйрӑмах ҫӳрекен вырӑнсене вырнаҫтарса тухнӑ.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра ҫамрӑк ҫемьесене федерацин ятарлӑ программипе тата республика шайӗнче йышӑннӑ программӑсемпе килӗшӳллӗн тӗрев кӳреҫҫӗ. 2006-2011 ҫулсенче патшалӑх пулӑшнипе пурӗ 3349 ҫемье хӑйсен ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатнӑ.
Республикӑн тӗп хулинчи 62-мӗш шкулта вӗренекен Максим Смирнов тӗнче шайӗнчи Google Science конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче финала тухнӑ.
Унта 120 ҫӗршыври пин ача хутшӑннӑ. «Тӗнчене ылмаштарма пултаракан 90 ҫӗнӗ шухӑш» каланӑ 90 ача хушшинче пирӗн ҫӗршыв ачисем тӑххӑрӑн иккен. Сумлӑ ҫак йышра Шупашкар хулинчи Максим та пурри, чӑннипех те, савӑнтарать. Ҫӗнтерӗве вӑл хӑй епле йышӑнни пирки калама йывӑр. Мӗншӗн ҫапларах калатӑп тетӗр-и? Ара, тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтересси Максимшӑн ҫӗнӗлӗх мартан ҫапла каларӑм-ха. Хӑй шухӑшласа кӑларнӑ япаласемпе вӑл кӑҫал кӑна темиҫе хутчен мала тухнӑ. Акӑ, сӑмахран, «Архимед–2013» конкурсра. Тепӗр тесен6 ку конкурсӑн сумӗ тата пысӑкрах ӗнтӗ.
Хальхи конкурса ача транспорта хӑрушсӑр тӑвассипе проект сӗннӗ. Вӑл машинӑна 180 градус таран ҫаврӑнса ларма май килекен хатӗрпе тивӗҫтересшӗн иккен. Проекта шухӑшласа кӑларнӑ чух Максима ашшӗпе амӑшӗ — Петр Васильевичпа Надежда Петровна — тата аслӑ пиччӗшӗ Алексей пулӑшнӑ иккен. Тата асӑннӑ шкулта физика вӗрентекен Борис Васильев та самай тӗрев кӳнӗ-мӗн.
Ҫӗнтернӗ ятпа ачана ЧР вӗрентӳ министрӗ Владимир Иванов саламланӑ.
Мӗнле кӑна ӑмӑрту шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ! Халӗ, ав, инҫе ҫула ҫӳрекен машинӑсене старта тӑратасшӑн. Ҫапла вара вӗсен водителӗсен ӑсталӑхне пахалӗҫ. Ӑмӑрту вӑхӑтӗнче шоферсен ҫӗлен евӗр кайса, тоннель хапхи витӗр тухса, шӑтӑк-путӑк урлӑ каҫса, ҫавра ҫулпа кайса тата ытти хӑш-пӗр меслетпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тивӗ.
Конкурса ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти юханшыв порчӗ патӗнчи лапамра ирттермелле. Унта ҫӗнтернӗ шофер Атӑлҫи федераци округӗнчи ҫавӑн пек ӑмӑртӑва хутшӑнса тӑван республика чысне хӳтӗлӗ.
Чӑнах-чӑнах. Сӑмахӑма тӳрӗ пӗлтерӗшпех каларӑм. Хальхи вӑхӑтра республикӑн тӗп хулин аталанӑвӗн планне пӑхса тухас тата сӳтсе явас тапхӑр пырать. Ҫак ӗҫ пуҫланни пирки эпир хыпарланӑччӗ-ха.
Ӗнер хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, хулан тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин тата Питӗр хулинчи Урбанистика институчӗн архитекторӗ Ирина Гришечкина Шупашкар ҫийӗн вертолетпа вӗҫсе ҫаврӑннӑ. Тӳпене вӗсем ҫӳлтен лайӑхрах курӑнать тесе ҫӗкленнӗ. Питӗр архитекторӗ вара ытти самантпа пӗрлех тӗп хуламӑр таса та тирпейлӗ пулнине палӑртнӑ. «Эпир ҫӗршыв тӑрӑх час-часах ҫӳретпӗр те уйрӑмлӑха часах асӑрхатпӑр», — тенӗ иккен вӑл.
Шупашкар аталанӑвӗн тӗп планне татӑклӑн сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн маларах асӑннӑ институт унӑн юсаса ҫӗнетнӗ вариантне хатӗрлӗ. Ку ӗҫе кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлесшӗн.
Сӑнсем (33)
Мускав облаҫӗн сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачне шаннӑ. Ҫак должноҫе 43 ҫулхи Дмитрий Марков йышӑннӑ. Мускав облаҫӗнчи яваплӑ ҫав вырӑна куҫиччен вӑл Шупашкар хулин сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Дмитрий Сергеевич ҫак тарана ҫитсе 138 ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырма ӗлкӗрнӗ иккен. Вӑл Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 1994 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. Медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. 2009 ҫултанпа вӑл асӑннӑ аслӑ шкулӑн сиплев факультечӗн деканӗнче тӑрӑшнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн тӑватӑ ӗҫченне улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсен аллине лекнисем право управленийӗнче тӑрӑшаҫҫӗ иккен.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енти Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхисем Улатимӗр хулинче командировкӑра пулнӑ чух хӑна ҫуртӗнче чарӑнтӑмӑр тесе хутсем илсе килнӗ иккен. Тӗрӗссипе ҫав вӑхӑтра вӗсем ӑҫта тӗпленнине кӗске информацире хыпарламан, анчах тӗпчевҫӗсен шучӗпе тӳре-шара унта пурӑнман. Апла пулин те суя хутсене хула администрацийӗн бухгалтерине тӑратса хӑна ҫуртӗнче тӑкакланнӑҫи пулса хыснаран укҫа илнӗ. Ҫапла майпа вӗсене пустуйран 9 пин тенкӗ тӳленӗ-мӗн.
Тепӗр виҫӗ уйӑх ытларахран Шупашкарта паллӑ ӑсчаха, этнопедагогика шкулне йӗркелесе янӑ Геннадий Волкова халалласа палӑк уҫмалла. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Шупашкар депутачӗсен пухӑвӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернине тӗпе хурсан.
Геннадий Волков кӗнекине алла пӗр илсен вӗҫертес килмест. Унӑн ӗҫне пӗрремӗш хут тытсан: «Пӗр-пӗр ӗҫе хӑнӑхтарса е йӗркене ӑша хывтарса кукамай ытарлӑн каланӑ сӑмахсем вӗт кунта», — тесе антӑхса каяссӑн вулани халӗ те асрах. Ара, ырӑпа усала уйӑрма шур сухалсем сӗтеле чыша-чыша, пыр шӑтӑкӗ ҫурӑлса каясла кӑшкӑрса вӗрентмен-ҫке. Вӗсен ӑслайӗнче халӑхӑн ламран лама куҫса пыракан вышкайсӑр ӑс-тӑнӗ палӑрнӑ.
Геннадий Волков академик Германири вӗренӳ заведенийӗсемпе те тачӑ ҫыхӑну йӗркелесе янӑ. Вӑл ертсе пынипе Цюрихри, Берлинти, Регенсбургри, Эрфуртри, Йенӑри, Софийӑри, Бишкекри университетсенче пирӗн халӑхӑмӑрӑн этнопедагогики пирки лекцисем вуланӑ.
Палӑк республикӑн тӗп хулинчи Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ Геннадий Волков академикӑн скверӗнче пулмалла.
Хусантан Чӑваш Ен урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫласси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пысӑк тӑкаклӑ (ӑна хута яма пӗр триллион тенкӗ таран тухса каять-мӗн) ҫак проекта 2018 ҫулта туса пӗтерме яма палӑртаҫҫӗ. Чӑвашра пуйӑссем ӑҫта чарӑнӗҫ? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать «Правда ПФО» сайт. Тупсӑмне шыранӑ май вӑл Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн ҫумӗпе Владимир Степановпа ҫыхӑннӑ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ведомство «Скоростные магистрали» тата «Ленгипротранс» обществӑсемпе тӗлпулу ирттернине пӗлтернӗ иккен. Ҫав калаҫура пуйӑс ҫулӗн ҫурҫӗр вариантне малтанласа ырланӑ-мӗн. Ҫурҫӗр вариант тени Кӳкеҫ патӗнчен иртессе пӗлтерет. Тепӗр вариантне, кӑнтӑр текеннине ырласан, Апаш урлӑ каймалла пулатчӗ. Апла тӑк чарӑну ӑҫтарах вырнаҫма пултарасси пирки тавҫӑрма май пур. Анчах республикӑра пуйӑс икӗ ҫӗрте чарӑнас шанчӑк та пур имӗш. Теприн пирки хальлӗхе калама хӗн. Ҫапах та «Ленгипротранс» общество чарӑнусене кашни 70 ҫухрӑмра тума шухӑшланине тӗпе хурсан, тепри е Етӗрнере, е Куславккара пуласси пирки тӗшмӗртет маларах асӑннӑ Интернет-кӑларӑм.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |