
Шупашкар хулинчи 17-мӗш вӑтам шкулта «Пархатар» этнографи фестивалӗ иртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ.
Хулари 40-мӗш шкул «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, шкул ачисемпе вӗрентекенсем чӑваш халӑхӗн юрри-кӗввин, ташши-вӑййин тӗнчине лекнӗ. Вӗсем тӗрлӗ номинацире ӑмӑртнӑ, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
«Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки» номинацире Шупашкар хулин 40-мӗш шкулӗн «Чӗкеҫ» (1б класс, ертӳҫи - А.М. Степанов), «Чӑваш ачи» (9м класс, ертӳҫи - Р.А. Гаврилова) ушкӑнсем тата чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем Т.В. Николаева, Р.А. Гаврилова , А.М. Степанов хутшӑннӑ. Вӗсем ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарнӑ, чӑваш вӑййисене вылянӑ, куракансене илемлӗ ташӑпа савӑнтарнӑ.
«Чӑваш ачи» ушкӑн 1-мӗш вырӑна, вӗрентекенсен ушкӑнӗ 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Кӑҫал та Шупашкарта «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» сӑра фестивалӗ иртесси пирки пӗлтернӗччӗ. Мероприятие Раҫҫейри мӗнле артистсем килесси паллӑ.
Кӑҫал фестивальте сцена ҫине «Агата Кристи» тата «Вирус» ушкӑнсем тухӗҫ. Унсӑр пуҫне «Божья коровка», «Каникулы», «Кама Кама», «Меломаны», «Балакирь», «Река времени» ушкӑнсем пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Тата, паллах, сцена ҫине чӑваш эстрада артисчӗсем тухӗҫ.
Аса илтерер: «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» сӑра фестивалӗ утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Шупашкарта 12-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус юпана пырса ҫапӑннӑ.
Ку эрнекун, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Энергозапчасть» чарӑнура пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, водителе тӑрук япӑх пулса кайнӑ та вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Маршрутка малтан маршруткӑпа пӗр еннеллех пынӑ троллейбуса лекнӗ, унтан юпана пырса тӑрӑннӑ.
Юрать-ха, пассажирсем аманман. Анчах вӗсем самаях хӑраса ӳкнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, авари водитель хӑйне япӑх туйнӑран пулнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарти чӑваш хастарӗсем Иван Яковлев палӑкӗ умне пуҫтарӑнннӑ.
«Ирхине йӗпе-сапана пӑхмасӑр ҫутӑ кӑмӑлпа Иван Яковлевич Яковлевӑн палӑкӗ умне пуҫтарӑнтӑмӑр.
Каҫкӳлӗм Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн Сенкер фойинче Театра юратакансен клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.
Хальхинче пирӗн хӑнасем республикӑри чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем пулчӗҫ. Хыҫҫӑн пурте пӗрле «Нарспи» спектакль куртӑмӑр.
Пурне те паянхи уяв ячӗпе тепӗр хут саламлатпӑр, инҫе ҫула ҫывӑхлатса Клуб ларӑвне килнӗшӗн, шухӑш-туйӑмӑрсене уҫса панӑшӑн тав тӑватпӑр! Эпир пӗлетпӗр: сирӗншӗн те, пирӗнни пекех, кашни кун — тӑван чӗлхе», — тесе хыпарланӑ Марина Карягина.

Паян, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Шупашкарта Наци вулавӑшӗ умӗнчи Иван Яковлев палӑкӗ патне чечексем хунӑ. Мероприятие ЧР культура министрӗ Светлана Каликова та хутшӑннӑ.
Аса илтерер: Чӑваш чӗлхи кунне 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Постановленийӗпе уявлама йышӑннӑ. Ака уйӑхӗнче Иван Яковлева халалласа республикӑри шкулсенче, вулавӑшсенче, культура ҫурчӗсенче, театрсенче, музейсенче тематика мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Аслӑ Патриархӑмӑрӑн Иван Яковлевӑн палӑкӗ патӗнче митинг ирттересси, чечексем хурасси йӑлара.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ҫывхарать. Республика уява паллӑ тума хатӗрленет.
Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн шкул ачисем валли тӳлевсӗр экскурсисем йӗркелеме палӑртнӑ. Ку акци «Ҫӗнтерӳ ҫулӗсем» акципе килӗшӳллӗн иртӗҫ.
Ачасен Шупашкарти паллӑ вырӑнсене ҫитсе курма май пулӗ. Ӑҫта? «Анне» палӑк патне, Чапаев скверне, Хӗрлӗ тӳреме, Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне. Экскурсоводсем ачасене Шупашкар историйӗпе паллаштарӗҫ, халапсем те каласа кӑтартӗҫ.
Палӑртса хӑварар: экскурсисене 2 пин ытла ачана явӑҫтарма палӑртнӑ.

«Сӑрҫи» заповедникри упасем хӗл ыйхинчен вӑраннӑ. Унта пурӑнакан утамансем фотокапкӑна лекнӗ.
Чи малтан фотокапкӑна хӑмӑр упа лекнӗ. Кӑҫал вӑл ытти чухнехинчен каярах вӑраннӑ. Анчах кадрсем ҫав тери илемлӗ пулса тухнӑ.
Ҫав кунах 300 метр аякра вырнаҫтарнӑ тепӗр камерӑна ҫамрӑк упа лекнӗ. Заповедникӑн тепӗр вырӑнӗнче инспекторсем упа амипе ҫурин йӗрӗсене асӑрханӑ.
Аса илтерер: Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче нумаях пулмасть икӗ дикобраз пурӑнма пуҫланӑ.

Чӑваш Енре чӑваш чӗлхин малашнехи аталанӑвне форумра сӳтсе явнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш алфавичӗллӗ аталанмалли теттесем тата наци тумӗллӗ пуканесем туса кӑларассине ырланӑ.
Олег Алексеевич ку шухӑшпа Экономика аталанӑвӗн министерствине ӗҫлеме хушнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, чӑваш чӗлхине тата наци йӑли-йӗркине ҫӗнӗ вӗренӳ методикисем урлӑ кӑна упраса хӑварма май пур. Вӑл чӗлхене вӗренессине грамматикӑпа кӑна ҫыхӑнтармалла маррине каланӑ.
Форум Шупашкарти 8-мӗш ача пахчинче иртнӗ. Ахальтен мар. Унта «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» республика проекчӗ пурнӑҫланать. Ачасене унта икӗ чӗлхепе вӗрентеҫҫӗ: вырӑсла тата чӑвашла.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗрлехи проезднойсем ҫаврӑнӑша кӑларнӑ. Вӑл 2500 тенкӗ тӑрать. Унпа хӑш-пӗр троллейбуспа тата автобуспа кирек мӗн чухлӗ ҫӳреме пулать.
Ҫак йышра – Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хушшинче ҫӳрекен троллейбуссем те. Проезднойпе 60-мӗш, 61-мӗш, 62-мӗш троллейбуссенче, 13-мӗш, 52-мӗш, 14-мӗш тата 20-мӗш «к» автобуссенче ҫӳреме май пур. Карттӑна ЕТК офисӗсенче е почтӑра сутаҫҫӗ.
Ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ куракансем картта хакӗн 20 процентне тавӑрма пултараҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче – ҫапӑҫу ӗҫӗсен ветеранӗсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем, сусӑрсем тата ӗҫ ветеранӗсем. Кун валли МФЦна е халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра каймалла.

Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти «Ялав» ҫурт-йӗр комплексӗнче вырнаҫнӑ «Асам» ача пахчи пӗрремӗш ачасене йышаннӑ. Кун пирки хула администрацийӗ хыпарланӑ.
Ача пахчине ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех туса пӗтернӗ – хут ӗҫӗсем кӑна юлнӑ ун чухне. Тата унта ӗҫлекенсене пухас ыйтӑва татса панӑ.
Ҫак ача пахчи педагогсемшӗн компетенци центрӗ пулӗ. Унта ҫӗршыври чи лайӑх вӗренӳ практикисене сӑнаса пурнӑҫа кӗртӗҫ. Тата ҫакна та палӑртмалла: ку – республикӑри чи пысӑк ача пахчи. Унта 340 ача валли вырӑн хатӗрленӗ.
Микрорайонта хальхи вӑхӑтра тепӗр ача пахчи хута яраҫҫӗ. Вӑл «Веллтаун» ҫурт-йӗр комплексӗнче пулӗ.
