
Шупашкар хулинче 17 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ пӗлтерет.
Кудряшов Константин Александрович юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗче ҫухалнӑ. Унтанпа унран пӗр хыпар та ҫук. Константин 184 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ ҫырӑ, куҫӗ ҫутӑ кӑвак тӗслӗ. Ҫав кун вӑл хура куртка, тӗттӗм кӑвак кофта, кӑвак джинс шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ.
Константин Кудряшов ӑҫта пулнине пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), 8 987 668 70 81 (Виктория).
Сӑмах май, Шупашкарта 17 ҫулти тепӗр каччӑна шыраҫҫӗ. Мозгов Станислав Романович юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ.

Шупашкарти полици участокне 59 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл хӑйӗн Toyota Rav4 машинине сутнӑ та ҫавӑн пеккинех, анчах ҫӗнӗреххине, илме шутланӑ. Мессенджерта вӑл пӗр ушкӑн тупнӑ. Унти ҫынсем ют ҫӗршывсенчен транспорт туянса кунта илсе килеҫҫӗ-мӗн.
Арҫын «менеджерпа» ҫырӑнма пуҫланӑ. Лешӗ пӗтӗмпех тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, кирлӗ даннӑйсене ыйтнӑ, суту-илӳ договорне хатӗрленӗ. Документ ҫинче алӑ пусни те, пичетсем те пулнӑ. Ку суя мар иккенне кӑтартма палламан мар ҫын паспорт копине те янӑ.
Шупашкарти арҫын ӑна шаннӑ, утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче автомобиль илме тесе темиҫе хутчен укҫа куҫарнӑ. Пӗтӗмпе — 2,5 миллион тенкӗрен ытларах. Ку укҫан пӗр пайне вӑл кредит илнӗ. Машинӑна ҫурла уйӑхӗнче кӳрсе килмелле пулнӑ, анчах палӑртнӑ вӑхӑтра иномарка ҫитмен. «Сутуҫӑсем» вара ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Арҫын ултав серепине лекнине юпа уйӑхӗнче ҫеҫ ӑнланнӑ. Полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ.

Ҫитес ҫул, 2027 ҫулта, Республика кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкар хулинче тата Елчӗк районӗнче иртӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗ указ проектне хатӗрленӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, муниципалитет пӗрлешӗвӗсен конкурсӗнче Республика кунне уявлама Шупашкарсӑр пуҫне Елчӗк округӗ тивӗҫнӗ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене 2027 ҫулта Акатуй тата Сабантуй, йӑлана кӗнӗ ытти мероприятие ирттерме сӗннӗ, Министрсен Кабинетне вара Елчӗк округӗнчи ялсенчи общество инфратытӑмне аталантарма грант пама.
Аса илтерер: кӑҫал Республика кунӗ Шупашкар хулинче тата Шупашкар округӗнче иртнӗ.

Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхине Шупашкар хулинчи Эгер бульварӗнчи 36-мӗш «б» ҫурт ҫывӑхӗнче 5 ҫулти пӗчӗк ача ҫине велосипедист пырса кӗнӗ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, 15 ҫулти каччӑ велосипедпа апат-ҫимӗҫ саккасӗсене вырӑна илсе ҫитернӗ. Ҫавӑн чухне вӑл тротуарпа кайнӑ, 5 ҫулти арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ. Ача ӑна хирӗҫ пынӑ пулнӑ.
Пӗчӗкскер суранланнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу машини ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ.
Халӗ ку ӗҫ-пуҫа полици ӗҫченӗсем тишкереҫҫӗ. Инспекторсен велосипедист тротуарпа мӗншӗн пынине кӑна мар, вӑл епле майпа саккассене илсе ҫитернӗ ҫӗре лекнине те уҫӑмлатмалла.

Ӗнер Шупашкар хулинче сӗмсӗр пӗр водитель ҫулпа пыракан тепӗр водителе кӳрентерсе пӗтернӗ. Ку видео халӑх тетелӗнчи пабликсенче хӑвӑрт сарӑлнӑччӗ.
«Фольскваген» машинӑпа пыракан водитель кинологи службин водительне усал сӑмахпа кӳрентерет. Хӑй вӑл вырӑсла калаҫанҫи тӑвать-ха. Пӗрмай «Чо нарушаю? Чо» текелесе кӑшкӑрать, машинӑпа ҫӳреме пӗлместӗн тесе калать.
Усал сӑмахпа перкелешнӗ водителе пакунлисем часах тупса палӑртнӑ, ӑна полици уйрӑмне илсе кайнӑ.
«Volkswagen Touareg» рулӗ умӗнче 30 ҫулти арҫын ларса пынӑ. Полици уйрӑмӗнче арҫын усал сӑмаха калаҫма тӑман, кинологи службин водителӗнчен каҫару ыйтма та хатӗр тесе юптарма пуҫланӑ.
Водителе машина чӳречине тонировка туса хунӑшӑн та явап тыттарӗҫ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарта 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртри общежитире пушар пулнӑ. 9-мӗш хутри коридорта ҫулӑм тухни пирки 16:56 сехетре пӗлтернӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ҫынсене общежитирен кӑларма пуҫланӑ. Вырӑнта 6 пушар машини ӗҫленӗ. Подъездран 11 ҫынна урама илсе тухнӑ. Вӗсен йышӗнче 4-шӗ – ачасем. Виҫҫӗшне васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем вырӑнта пулӑшу панӑ. 37 ҫулти хӗрарӑма тата 45 ҫулти арҫынна, сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑскерсене, Васкавлӑ медпулӑшу пульницин токсикологи уйрӑмне илсе кайнӑ.
Пушар вӑхӑтӗнче 3 ҫын лифтпа анма тӑнӑ, анчах хӗсӗнсе ларнӑ. Ҫапла вӗсем капкӑна лекнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем лифта блокировкӑран кӑларса ҫынсене унтан кӑларнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара ятарласа такам чӗртсе янипе тухнӑ. Коридорти отделка, стенасем тата мачча сиенленнӗ.

Паян Шупашкарта 101 ҫулти тухтӑра саламланӑ. Михаил Сорокин тахҫанах тава тивӗҫлӗ канура-ха. Анчах вӑл травматологра ӗҫленине унӑн вӗренекенӗсем тата пӗрле тӑрӑшнисем паян та асра тытаҫҫӗ. Вӑл Хусанти медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1959-1991 ҫулсенче Шупашкар хулинче тӗп травматолог пулса тӑрӑшнӑ.
Михаил Григорьевича черетлӗ сумлӑ ҫуралнӑ кунпа саламлама хулари тӳре-шара тата Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтрекен комплекслӑ центртан пырса ҫитнӗ.
Михаил Григорьевич патне Владимир Путин Президентӑн саламлӑ открыткине те ҫитернӗ. Тата, паллах, чечек ҫыххи тата асӑнмалӑх парне парнеленӗ.
Ватӑ ҫын хӑнасене ӑспа-тӑнпа, ура ҫинче кӗтсе илнӗ, иртни ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.

«Легендарный Красный» ретропуйӑс юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен каллех ҫула тухӗ. Кун пирки Горький чукун ҫулӗ пӗлтерет.
Пуйӑс «Шупашкар – Канаш» маршрутпа ҫула тухать. Хальхинче вӑл юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗччен экскурсие илсе ҫӳрӗ.
Пуйӑс Шупашкартан ирхи 8 сехет те 20 минутра тухса Канаша 11:15 сехетре ҫитӗ. Каялла 14:30 сехетре тухӗ те Шупашкара 16:15 сехетре ҫитӗ.
Аса илтерер: пуйӑс йышне Л серири ӗлӗкхи пӑравус тата хальхи йышши вакунсем кӗреҫҫӗ, вӗсене революцичченхи пек стилизаци тунӑ. Пуйӑспа экскурсие кайнӑ чухне театр представленийӗсене те кӑтартаҫҫӗ. Пассажирсене Граждан вӑрҫинчи пулӑмсемпе, революци тата ун хыҫҫӑнхи тапхӑрпа паллаштарӗҫ, историре йӗр хӑварнӑ Василий Чапаев шӑпипе паттӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартӗҫ.
Тепрехинче пуйӑс юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫула тухӗ те чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен маршрутпа ҫӳрӗ.

Шупашкар хулинче ҫынсене улталанӑ тесе 39 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ытти ҫынпа каварлашнӑ та кредит паракан потребитель кооперативне йӗркеленӗ. Офисӗсем Шупашкарта Ленин проспектӗнче тата Гагарин урамӗнче вырнаҫнӑ.
Сахалтан та 19 ҫын унта процентсем пухмашкӑн вклад уҫнӑ. Анчах шантарнӑ тупӑша илеймен, ҫавна май вӗсен полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ. Ҫапла кооператив ҫынсене 15 миллион ытла тенкӗлӗх улталанӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ та интереслӗ: хӗрарӑм Киров облаҫӗнче ҫакнашкал преступлениех тунӑшӑн унччен уголовлӑ майпа явап тытнӑ. Унта вӑл сахалтан та 500 ҫынна улталаса вӗсен 320 ытла миллион тенкине вӑрланӑ.

Паян Ҫӗрпӳ округӗнче пулнӑ авари пирки тӗплӗнрех пӗлтернӗ. Аса илтерер: инкек Ҫӗрпӳел ялӗнчен инҫех мар 15 сехет ҫурӑра пулнӑ. А-151 федераци трасси ҫинче виҫӗ машина ҫапӑннӑ: «Ауди», «Киа» тата «ВАЗ-21099».
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ауди» юраман ҫӗрте пысӑк хӑвӑртлӑхпа хирӗҫ ҫул ҫине тухсан хӑйӗн ҫулӗ ҫине каялла таврӑннӑ чухне «Киа» машинӑна айккинчен лекнӗ, кун хыҫҫӑн «Киа» хирӗҫ ҫул ҫине тухса «ВАЗ» машинӑпа ҫапӑннӑ. «ВАЗ» темиҫе хут ҫаврӑнса ҫул хӗррине тухса ӳкнӗ. Салонра 2005, 2008, 2009 тата 2010 ҫулсенче ҫуралнӑ каччӑсем пулнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳре техникумра вӗреннӗ, каялла киле, Чурачӑк ялне кайма тухнӑ.
«Киа» машинӑри водитель, 1964 ҫулта ҫуралнӑ арҫын, тата 1965 ҫулхи хӗрарӑм, малта ларнӑскер, аманнӑ. Вӗсене Шупашкара Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ. Иномарка водителӗсем урӑ пулни паллӑ.
