
Шупашкарти Алькешра чикансем хӑйсем тӗллӗн ҫурт-йӗр хӑпартса лартнӑран ҫавсене хула ертӳҫисем сӳтме йышӑннӑ. Кун пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: асӑннӑ микрорайонта пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Федерацин хӑрушсӑрлах службин, Шалти ӗҫсен министерствин, Росгвардин, военкоматӑн ӗҫченӗсемпе пӗрле рейд ирттернӗ.
Алькешри ҫӑв вырӑнта ҫынсем хӑйсем тӗллӗн хӑпартса лартнӑ 23 хуралтӑна сӳтнӗ. Асӑннӑ ҫурт-йӗр хула строительствин нормисемпе килӗшсе тӑмасть иккен, ҫавӑнпа муниципалитетӑн ҫӗрне саккуна пӑсса хӑпартса лартнӑ объектсенчен тасатма йышӑннӑ.
Анчах хула ертӳҫисем ҫынсене хӗрхеннӗ, вӗсене 70 миллион тенкӗ субсили уйӑрса панӑ, хӑшӗсене вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑна куҫса кайма сӗннӗ.

Эстонин тӗп хулинче, Таллинра, чӑваш ӳнерҫин Алексей Ястребовӑн куравӗ уҫӑлнӑ. «Мере» культура центрӗнче унӑн 71 ӗҫне курма пулать. Вӗсене ӳнерҫӗ ҫупа классика стилӗпе ӳкернӗ.
Курава килекенсене «Иртнӗлӗхе – алӑк» ярӑм килӗшет. Вӗсем ӑна хӑйне евӗр вӑхӑт машини теҫҫӗ.
Алексей Ястребов Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, РСФСР халӑх ӳнерҫи Ревель Федоров патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Паянхи кун унӑн ӗҫӗҫем тӗнчипех сарӑлнӑ: Италирен пуҫласа Япони таран. Ҫавӑн пекех Шупашкарти музейсенче пур.
Алексей Ястребов 1990 ҫулсен вӗҫӗнченпе Эстонири Пярну хулинче ӗҫлесе пурӑнать, Эстонири тата Скандинавири куравсене хутшӑнать. Унччен вара Мускавра та куравсем ирттернӗ.

Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Терентьевсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Кун пирки калакан хушӑва РФ президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Валерипе Анна пилӗк ача ӳстереҫҫӗ: виҫӗ ывӑл та икӗ хӗр. Ҫемье пуҫӗ Валерий «ЭКРА» НПП-ра департамент ертӳҫинче ӗҫлет, Анна вара – усламҫӑ, вӑл — «Тонкие вкусы» компанин тӗп директорӗ.
Терентьевсен аслисем вӗренӳре ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ, кӗҫӗннисем вара спортра тата пултарулӑхра палӑраҫҫӗ. Пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ ятпа ҫемьене ЧР Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.

Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Николай Полорусов-Шелепи (1881 – 1945) ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртнӗ. Унта поэтӑн мӑнукӗн хӗрӗ Татьяна Балабанова хӑйӗн хӗрӗпе Ольгӑпа тата мӑнукӗпе Светланӑпа килнӗ. Вӗсем халӗ Киров облаҫӗнче пурӑнаҫҫӗ иккен.
Астӑвӑм каҫӗ ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчех иртнӗ-ха, эпир ку хыпара каярах юлса пӗлтӗмӗр, апла пулин те сире те хыпарласах килет.
Музейра поэт пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан «Гордость чувашской литературы» (чӑв. Чӑваш литераутрин мухтавӗ) курав уҫӑлнӑ.
Хӑнасем поэтӑн музера упранакан эткерлӗхӗпе: куҫлӑх футлярӗпе, кӗнекисемпе тата докуменчӗсемпе, ытти пуянлӑхпа кӑсӑкланса паллашнӑ.
Шелепи сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсене хулари хӑй тӗллӗн вӗреннӗ пултарулӑх коллективӗҫем паллаштарнӑ. Шелепин сӑввисене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов тата Шупашкарти 2-меш тата 47-мӗш шкул ачисем вуланӑ.

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмне малашне ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Ку должноҫе Сергей Артамонов йышӑннӑ.
Паян Шупашкарта Трактор тӑвакансен культура керменӗнче партин конференцийӗ иртнӗ. Унта депутатсем пӑхса тухнӑ тӗп ыйту парти уйрӑмӗн секретарьне суйласси пулнӑ. Депутатсем пӗр саслӑн ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗшӗн Сергей Артамоновшӑн сасӑланӑ.
Аса илтерер: унччен «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ Леонид Черкесов пулнӑ. Пушӑн 31-мӗшӗнче Дмитрий Медведев Сергей Артамоновӑн кандидатурине ырланӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта Женя Крутова урамӗнчи 6-мӗш ҫурт стени ҫине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи паллӑ летчицӑн Женя Крутовӑн портретне ӳкерме пултарӗҫ.
Ҫавӑн пек пуҫарупа тухнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе технологи техникумӗн шыравҫисем. Кӗҫех ку ыйтӑва депутатсене сӳтсе явма парӗҫ. Проекта ырласан портрета Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Александр Ильинӑн «Женя Крутова. Юлашки ҫапӑҫу умӗн» картини тӑрӑх ӳкерӗҫ.
Евгения Сергеевна Крутова 1920 ҫулта Сарӑту кӗпӗрнинчи Труёвая Маза ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ вилсен амӑшӗ 1934 ҫулта ачисемпе Шупашкара куҫса килнӗ. Женя Шупашкарти 1-мӗш шкулта 2 ҫул вӗреннӗ, аэроклубра ӑсталӑхне туптанӑ. Кайран вӑл унта инструктор пулнӑ, вӑрҫӑччен 21 курсанта вӗрентнӗ.
Фронта Женя 1942 ҫулта кайнӑ. 2943 ҫулта ҫар вӗҫевне тухсан паттӑрла вилнӗ. Вӑл 22 ҫулта пулнӑ.

Кӑҫал Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ парачӗ тата уяв салючӗ пулмӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Элтепер ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал «Вилӗмсӗр полк» акци те куҫӑн майпа иртмӗ. Анчах, Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе уяв пулӗ, мероприятисем вырӑнти лапамсенче иртӗҫ. Кашни вырӑн тӗлӗшпе хӑрушсӑрлӑх паспортне ҫирӗплетнӗ, вӗсенче хӑрушсӑрлӑх службисем ӗҫлӗҫ.
Аса илтерер: 2024 ҫулта та Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗ, салют пулман. Пӗлтӗр вара иртнӗ.

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал унта 11 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Аса илтерер: йӑлана кӗнӗ акци Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн иртнӗ. Чӑваш чӗлхине юратакансем чӑвашла диктант ҫырнӑ. Кӑҫал акци сӑн-сӑпачӗ пулма Ирина Лампасова теле- тата редиожурналиста суйланӑ.
Кӑҫал диктант ҫыракансенчен ытларахӑшӗ Чӑваш Енрен пулнӗ: пӗтӗмпе 8922 ҫын. Ҫавӑн пекех акцие Чӗмпӗр облаҫӗнче (1043 ҫын), Пушкӑрт Республикинче (810 ҫын), Тутар Республикинче (785 ҫын) пурӑнакансем хутшӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: чӑваш диктантне Иркутск, Самар, Санкт-Петербург, Екатеринбург, Сургут хулисенче, Мускав тата Ханты-Манси автономи облаҫӗсенче пурӑнакан чӑвашсем те ҫырнӑ. Тӗлӗнмелле: акцие Францире пурӑнакан ҫын та хутшӑннӑ!

Малашне Ҫӗрпӳрен Шупашкара ҫӳрекен 173-мӗш маршрутпа «Каскад» суту-илӳ центрӗнче вырнаҫнӑ «Пехет» агромаркета ҫитме май пулӗ.
Халӗ маршрутка суту-илӳ центрӗ патӗнче аялти парковкӑра чарӑнать. Ку – маршрут вӗҫӗ. ЧР Транспорт министерстви ӑнлантарнӑ тӑрӑх, маршрута халӑха «Пехете» ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе тӑснӑ.
Автобуссем кунсерен кашни 10-20 минутран ҫӳреҫҫӗ. Ирхине Шупашкартан пӗрремӗш рейс 6:20 сехетре тухать, Ҫӗрпӳрен – 5:20 сехетре. Юлашки рейс Шупашкарта – 20:40 сехетре, Ҫӗрпӳре – 20:00 сехетре.
Маршрут Ҫӗрпӳрен тухса Шупашкарти Хулаҫум вокзалӗ патне ҫитет, унтан «А.Николаев урамӗ» чарӑну урлӑ Ленин проспекчӗпе, Карл Маркс урамӗпе каять, «Модӑсен ҫурчӗ» чарӑнӑва ҫитсе Президент бульварӗпе «Каскад» патне хӑпарать.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхи уявӗ иртнӗ. Ӑна хулари 40-мӗш вӑтам шкулта йӗркеленӗ. Унта республикамӑрӑн тӗп хулинчи пилӗк шкултан ачасем пуҫтарӑннӑ.
«Чӑваш ачи -2026» ӑмӑртӑва пухӑннисем чи малтанах хӑйсемпе паллаштарнӑ. Унтан Ухсай Якковӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пӗлнине кӑтартса панӑ, «Крокодил» вӑйӑ вылянӑ, 1 минут хушши тӗрлӗ темӑпа калавсем туса каласа панӑ, ал ӗҫӗ тума пӗлнине те кӑтартма тивнӗ вӗсен.
1-мӗш вырӑна Валерия Рожкова (40-мӗш шкул), 2-мӗш вырӑна Ульяна Медведева Ульяна (65-мӗш шкул), 3-мӗш вырӑна Анна Горшкова (20-мӗш шкул) тухнӑ.
«Чи маттурри» номинацире Ева Мулендеева (33-мӗш шкул) ҫӗнтернӗ, «Чи пултарулли» номинацие Вероника Сергеева (7-мӗш вӑтам шкул) тивӗҫнӗ.
