Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Республикӑра
ЧПГӐИ сӑнӳкерчӗкӗ
ЧПГӐИ сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Халӑх ӑс-хакӑлӗн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ: сӑмах мехелӗпе чӗлхе хавалӗ» республикӑри форум иртесси пирки пӗлтернӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарта пулӗ.

Форума паллӑ критик тата литературовед, филологи наукисен докторӗ, профессор, Юрий Артемьев 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-199080663_3042
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 201-мӗш ача пахчин аслӑ воспитателӗ Ирина Дергунова Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри воспитательсем» конкурсра ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ.

Пирӗн ентеш «Шкул умӗнхи инклюзивлӑ вӗренӗве пурнӑҫланин чи лайӑх практики» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. ЧР Вӗренӳ министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, Ирина Дергуновӑн практики ача пахчине хӑтлӑ тума, унти шӑпӑрлансене аталанма пулӑшать.

Сӑмах май, конкурса ҫӗршыври 500 ытла воспитатель хутшӑннӑ.

 

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарти Артем тата Даниил Михайловсем компьютерпа ӗҫлемелли сӗтел валли эко-подставка шухӑшласа кӑларса патент илнӗ. Вӑл сӗтел хушшинче нумай вӑхӑт ларнӑ чухне ҫӑмӑллӑх кӳрет.

Пӗррехинче 17-ри Даниил ашшӗне пӗчӗк сӗтел хушшинче ларма меллӗ мар пулнине каланӑ. Пӗрле вӗсем ансат та меллӗ япала шутласа кӑларнӑ: йывӑҫ подставкӑна кирлӗ пек вырнаҫтарма пулать.

Халӗ ку япалана вӗсем сутаҫҫӗ. Пӗрремӗш партие тусӗсемпе тата пӗлӗшӗсемпе кӑларнӑ. Вӗсене маркетплейссем урлӑ сутса пӗтернӗ.

Халӗ Михайловсем производство хута яма ӗмӗтленеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25452
 

Персона

Чӑваш Ене «Молодежка» сериалта ӳкерӗннӗ актер килме палӑртнӑ. Влад Канопка Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкулта вӗренекен ачасемпе тӗл пулӗ.

Влад паллӑ актер кӑна мар, Раҫҫейри «Знание» обществӑн лекторӗ те. Влад ачасемпе тӗл пулса «Кӗнеке вулани — культура тренчӗ» темӑпа калаҫу ирттерӗ, хӑй ача чухне мӗнле кӗнекесем вулама юратни пирки каласа кӑтартӗ. Унсӑр пуҫне вӑл хайлава илемлӗ вулас енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫуркунне Шупашкарта «Ҫӗрулми» курав иртет. Ҫитес ҫул вӑл пуш уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче пулӗ.

Темиҫе ҫул ӗнтӗ курава МТВ-центрта йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче те ҫавӑнтах пулӗ. Унта вӑрлӑх ҫӗрулми сутнисӗр пуҫне ял хуҫалӑх техникин куравӗ те пулӗ. А.Г.Лорх ячӗллӗ ҫӗрулмин тӗпчев федераци центрӗ тӗрлӗ сортпа паллаштарӗ.

 

Культура

Раштавӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 38-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Читай-город» кӗнеке лавккинче Алексей Александровӑн (Элтияр) «Чувашские мифы от озера Аль и праздника Срухури до бога зла Шуйттана и хана волков» ятлӑ кӗнекин хӑтлавӗ иртӗ.

Автор ҫак халапсемпе мӗншӗн вулакансене паллаштарма шухӑшлани пирки каласа кӑтартӗ. Хӑтлав хыҫҫӑн унпа хӑйӗнпе калаҫма, автографлӑ кӗнекине туянма май пулӗ.

Хӑтлав 14 сехетре пуҫланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_465861
 

Хулара

Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленет – кунран-кун капӑрланса пырать. Республика тӳремӗнче тӗп чӑрӑша вырнаҫтарса пӗтернӗпе пӗрех. Ӑна кӑҫал наци стилӗпе капӑрлатаҫҫӗ.

Кӑҫал Ефремов купса бульварӗнче те питӗ илемлӗ – юмахри пекех. Унта 320 пин диодлӑ лампочка ҫакнӑ.

Чукун ҫул вокзалӗ умӗнче чӑрӑш лартнӑ. Аэропорт умӗнче те Ҫӗнӗ ҫул капӑрлӑхӗсем пулӗҫ.

Хулара чӑн-чӑн асамлӑх хуҫаланать. Юр кӑна ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Оксана Янукова, KSYFLEUR студи йӗркеленӗскер, ултӑ ҫул ӗнтӗ аромаҫуртасем, гипсран тата бетонран тӗрлӗ япаласем ӑсталать.

Вӑл вазӑсемпе алка-эреше чӑваш наци стилистикипе капӑрлатнине уйрӑмах палӑртмалла. Кӑҫал вара Оксана совет тапхӑрӗнче чӑрӑша илемлетнӗ теттесем евӗр ҫуртасем тума пуҫланӑ. Ӗҫӗсене вӑл маркетплейссенче сутать.

Унӑн студийӗнче ӑсталӑх класӗсем те иртеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_25360
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкарта мари ӳнерҫисен картинисемпе паллашма май пулӗ. Тӗп хуламӑрта курав уҫӑлӗ.

Ку таранччен кун пекки пулман: Мари Элти художниксен ӗҫӗсемпе Туслӑх ҫуртӗнче паллаштарӗҫ. Курав раштавӑн 5-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Вӑл 2026 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗччен ӗҫлӗ.

Куравра 100 ытла професссионал тата ҫамрӑк ӳнерҫӗсен картинисене курма май пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15960
 

Культура
cheb-centr.soc.cap.ru ҫинчен каласа кӑтартнӑ
cheb-centr.soc.cap.ru ҫинчен каласа кӑтартнӑ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен ватӑсем Моисей Спиридоновӑн хваттер-музейӗнче пулса курнӑ.

Чӑваш халӑх художникӗн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ тата музейра упранакан пуян материалсем ҫинчен Мария Готлиб питех те кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ. Музей-хваттертен хавхаланса таврӑннӑ кинемейсем тепӗр кун та художник пултарулӑхне сӳтсе явнӑ, ыттисене ун ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ... 1089
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 10

1892
134
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ вилнӗ.
1914
112
Эсхель Аркадий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, критикӗ ҫуралнӑ.
1929
97
Кенеш Мучи, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1942
84
Фёдоров Георгий Иосифович, чӑваш литературин тӗпчевҫи, хаклавҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1943
83
Романова Зоя Васильевна, тӑлмач ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та