Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: Шупашкар

Хулара
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Шупашкарта самосвал асфальт ӑшне путса ларнӑ та айккинелле самай тайӑннӑ.

Ку пӑтӑрмах паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн Тельстикщиксен урамӗнче «Мегафон» офисӗ умӗнче пулнӑ. Тӑпра тиенӗ самосвал парковкӑран тухнӑ та асфальт ӑшне путса ларнӑ.

Машина хӑй тӗллӗн тухайман, ӑна туртса кӑларма тивнӗ. Малтан икӗ трактор самосвалти тӑпрана пушатнӑ.

Аса илтерер: Шупашкар округӗнчи Кивҫурткассинче ҫырма ишӗлни пирки паян кӑна пӗлтернӗччӗ. Унта ҫырма юхӑнса ҫуртсем патнех ҫывхарнӑ.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 50 ҫын «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» ята тивӗҫнӗ. Ку хисепсене ахальтен аса илмерӗмӗр. Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Донорсен наци кунне паллӑ тунӑ. Ҫав кун республикӑра хисеплӗ донорсене кӑкӑр палли парса чысланӑ. Ҫак йышра ултӑ ҫын пулнӑ, вӗсем – Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Канашра пурӑнакансем.

Сӑмах май, паянхи кун республикӑра 9 пин ытла донор пурӑнать. Вӗсенчен 4,7 пин ытларахӑшӗ «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» ята тивӗҫнӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре 2010 ҫулхи шӑрӑх ҫулла Атӑл леш енче пулнӑ пушарсем пирки фильм ӳкерме палӑртнӑ. Ку ӗҫе «Павел Лунгин мастерсокойӗн» команди пурнӑҫлӗ. Команда Шупашкара килнӗ ӗнтӗ, халхи вӑхӑтра театр артисчӗсен хушшинче кастинг ирттереҫҫӗ. Кинокартина режиссерӗ Дмитрий Волков пулӗ, фильма хальлӗхе «Видео на память» ят панӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл юрату пирки пулӗ.

Команда 2010 ҫулта Атӑл леш енче пушар сӳнтерме хутшӑннӑ ҫынсене шырать. Кадрсене ӳкерме «чӗрӗ» свидетельствӑсем кирлӗ: мӗнле сӳнтерни, мӗнле транспортпа усӑ курни, ӑҫтан тумтир тата апат-ҫимӗҫ илни… Йӑлтах кирлӗ, ку пулӑмсене чӗрӗ кӑтартма май парӗ.

Пушара сӳнтернӗ ҫӗр хутшӑннӑ ҫынсем пирки информацие электрон почтӑна йышӑнаҫҫӗ: wolf.d@mail.ru

 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Ҫула тухма хатӗрлентӗр тӗк маларах планлӑр: пӑрлӑ ҫумӑра пула Шупашкарта общество транспорчӗ вӑхӑтлӑхпа графикпе килӗшӳллӗн ҫӳремест.

Чӑваш транспорт управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 4:20 сехетре троллейбуссемпе автобуссен графикне пула пӑрахӑҫланӑ. Ку — ҫанталӑка, пӑрлак ҫула пула. Ҫавна май хальлӗхе транспорт ирӗклӗ интервалпа ҫӳрет.

Паян 10 сехет хыҫҫӑн 52-мӗш автобус вӑхӑтлӑха Заовражнӑй урамне кӗме пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен ҫул ҫинче юра тата пӑра пула ӳкнӗ туратсем выртаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Чӑваш Енри строительство фирмин ертӳҫи ҫынсене 50 миллион тенкӗлӗх улталанӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Пӗрремӗш пуҫиле ӗҫе 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пуҫарнӑ. Ун чухне Шупашкарти 46 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ипотека кредичӗ илнӗ, строительство фирмипе ҫурт лартмашкӑн килӗшӳ тунӑ. Хӗрарӑм фирмӑна 5 миллион тенкӗ тӳлесе хунӑ. Анчах фирма ҫурта туса пӗтермен.

Каярахпа ҫак фирмӑран тата нумайрах ҫын шар курни палӑрнӑ: пӗлтӗр 8 ҫын полицие пынӑ. Фирмӑн Шупашкарта, Шупашкар тата Канаш округӗсенче ҫурт лартмалла пулнӑ. Вӑл пӗтӗмӗшле кӳнӗ тӑкак – 50 миллион тенкӗ.

Следователь ыйтнипе фирма еҫтӳҫин, хӗрарӑмӑн, машинине, счечӗсене арестленӗ.

Кӗҫех пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ пӑхса тухӗ.

 

Республикӑра
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Кӗҫех Чӑваш Ене каллех «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килӗ. Хальхинче Шупашкарта мар, Вӑрмар поселокӗнче чарӑнӗ.

Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗ май Горький чукун ҫулӗ астӑвӑм пуйӑсне ҫула кӑларӗ. «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чулхуларан ҫула тухӗ. Маршрутра пӗтӗмпе – 29 станци, пӗри – Вӑрмарта. Унта вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 35 минутра ҫитӗ. Вӑрмарта вӑл 40 минут тӑрӗ.

Пуйӑс маршрута ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чулхуларах вӗҫлӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Чӑваш Енре пилӗк вырӑнта чарӑннӑ: Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш, Шупашкар.

Палӑртса хӑварар: ку пуйӑса Горький чукун ҫулӗ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ.

 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне районӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан Зоя Семёнова паян 90 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа кинемее Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн пай пуҫлӑхӗ Марина Петрова тата Елена Ефремова социаллӑ ӗҫчен саламланӑ.

Асӑннӑ центр ватӑ ҫынна 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе пӑхса пулӑшать. Зоя Васильевнӑн упӑшки те, ачисем те пулнӑ-ха. Анчах вӗсем пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтерсен ял хӗрӗ Шупашкара килсе ӗҫе вырнаҫнӑ. Тепӗр икӗ ҫултан вӑл Мускава тухса кайнӑ. Унта стройкӑра ӗҫлеме пуҫласан штукатур-маляр ӗҫне алла илнӗ. 1957 ҫулта ҫемье ҫавӑрсан упӑшкипе Казахстана тухса кайнӑ, унта 9 ҫул стройкӑра тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑннӑ. Кунта тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-centr.soc.cap.ru/
 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, Пӗтӗм тӗнчери оперетта фестивалӗ пуҫланнӑ. Вӑл «Виват, оперетта!» гала-концертпа тытӑннӑ.

Уяв каҫне икӗ пая уйӑрнӑ. Пӗринче ют ҫӗршыв классикин шедеврӗсем янӑранӑ. Иккӗмӗшӗнче вара хамӑр ҫӗршыври чи лайӑх опереттӑсемпе паллаштарнӑ: Исаак Дунаевский, Юрий Милютин хайлавӗсем янӑранӑ. Халӑх вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ.

Фестиваль пӗр эрнене тӑсӑлӗ. Куракансене «Мы хотим танцевать», «Фиалка Монмарта» спектакльсемпе паллаштарӗҫ. Фестиваль «Ваш Андрей Петров» гала-концертпа вӗҫленӗ.

Сӑмах май, билетсене «Пушкин карттипе» те туянма май пур.

 

Республикӑра
vestivrn.ru сайтри сӑн
vestivrn.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре телерадиовещание вӑхӑтлӑха чарӗҫ. Ку хӑш-пӗр ялсене пырса тивет.

Ҫак тапхӑрта телекурав тата радио чӑрмавсемпе ӗҫлеме пултарӗ. Акан 20-мӗшӗнче (01:00–10:00 сехетсенче) Шупашкара, Ҫӗрпӳ хулине тата Йӗпреҫ поселокне пырса тивӗ ку. Акан 21-мӗшӗнче (11:00–17:00 сехетсенче) Улатӑр округӗнчи Первомайски поселокӗнче йӗркеллӗ ӗҫлемӗ. Акан 22-мӗшӗнче (11:00–17:00 сехетсенче) Шӑмӑршӑ округӗнчи Палтиел ялӗнче вӑхӑтлӑха чарӗҫ. Акан 23-мӗшӗнче (10:00–16:00 сехетсенче) Тӑвайра чарӗҫ. Акан 24-мӗшӗнче (10:00–16:00 сехетсенче) Шупашкар округӗнчи Кивҫурткассинче чӑрмавсем пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_271428
 

Хулара
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Шупашкарта общество транспортӗнче ҫӳреме хакланӗ. Постановление Чӑваш Енӗн тариф енӗпе ӗҫлекен Патшалӑх служби хатӗрленӗ.

Хальлӗхе хаксем хӑҫан ӳсессине каламан, анчах ҫакӑ паллӑ: хаксем 4 тенкӗ хӑпарӗҫ. Ку Шупашкара та, Ҫӗнӗ Шупашкара та пырса тивет. Аса илтерер: Шупашкарта хальхи вӑхӑтра автобусра укҫан тӳлесен билет 37 тенкӗ тӑрать, карттӑпа – 33 тенкӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта та хаксем ҫавнашкалах.

Троллейбусра билет хакӗ карттӑпа – 29 тенкӗ, чӗрӗ укҫапа – 31 тенкӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 1107
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне тухӑҫлӑ пулӗ. Йышӑнусем хӑвӑрт тӑватӑр, кӑткӑс лару-тӑруран та тухатӑр, уйрӑмах — харпӑр пурнӑҫра. Хӑюлӑха, иккӗленӳсӗр ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр. Эрне пуҫламӑшӗнче сывлӑха тимлӗх уйӑрмалла, ытлашши ӗҫлемелле мар.

Ҫу, 13

1940
86
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ