Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев коллектива сумлӑ юбилейпе саламланӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче ҫак техникум студенчӗ пулнӑ.
100 ҫулта техникум 40 пин специалистра хатӗрленӗ. Вӗсен аллипе хальхи Шупашкара, микрорайонсене, шкулсене, пульницӑсене тата республикӑри промышленность предприятийӗсене тунӑ. Олег Алексеевич вӑтам професси пӗлӗвӗ ҫӳлелле хӑпарнине палӑртнӑ. Юлашки 5 ҫулта ун валли 7 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ, 135 мастерскойпе лабораторие ҫӗнетнӗ.
Уявра юбилей ячӗпе техникум коллектине ЧР Элтеперӗн Тав хутне панӑ. Ҫавӑн пекех унта ӗҫлекен хӑш-пӗр преподавателе нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хунӑшӑн чысланӑ.
