
Йывӑр чирпе нумай вӑхӑт нушаланнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сценин ветеранӗ Валентина Молодцыгина пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Валентина Александровна 1952 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Анат Чаткас ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Чӑваш культҫутӗҫ училищин театр уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1976 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне ӗҫлеме килнӗ. Ҫав тапхӑрта вӑл вырӑс тата чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенче вун-вун роле калӑпланӑ.
Валентина Молодцыгинӑпа юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Иоанн Кронштадтский храмӗнче 12 сехетре сывпуллашӗҫ (Шупашкар хули, Коммуналлӑ Слобода урамӗ, 28-мӗш «А» ҫурт).

Чӑваш Енри тӳре-шара пӗлӗвне ӳстерме ҫӗнӗ институт туса хунӑ. Ӑна чӑвашла ят панӑ. Тӳре-шарана вӗрентмелли «Аталан» институтра патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн служащийӗсене вӗрентӗҫ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ асӑннӑ учреждение автономлӑ туса хума йышӑннӑ. Унӑн тулли ячӗ ҫапларах пулӗ: «Управлени ӑсталӑхӗн «Аталан» институчӗ» хушма професси пӗлӗвӑ паракан автономи учрежденийӗ. Документа правительство шайӗнче юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче алӑ пуснӑ, ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Институт патшалӑх органӗсенче тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлекенсен пӗлӗвне ӳстерме пулӑшӗ.
Учреждени _Шупашкарти__ Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра (унта Пичет ҫурчӗ вырнаҫнӑ) пулӗ, пӗтӗмпе 36 тӑваткал метр лаптӑк йышӑнӗ.
Института республика хысни шучӗпе тытса тӑрӗҫ.

Шупашкар хулинче икӗ шкул ачи «Лада Гранта» машина айне пулнӑ. Телее, вӗсем вӑйлах аманман. Вӗсене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ.
Ку эрнекун, юпа, уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 18 сехет ҫурӑра Кадыков урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Икӗ шкул ачи «зебрӑпа», светофор ҫук ҫӗрте, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ
Ҫавӑн чухне вӗсем ҫине «Лада Гранта» пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 1970 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ.
Водитель медосвидетельствовани витӗр тухнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

Шупашкарта урапа ылмаштарнӑ хыҫҫӑн машинӑна штрафстоянкӑна ӑсатнӑ. Урапа улӑштарнишӗн ята кӗмен-ха. Руль умне ӳсӗрле ларнишӗн.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхине «Мегаполис» хӑна ҫурчӗ умӗнче иртен-ҫӳрен шавлӑ ушкӑна асӑрханӑ. Ӳсӗр ушкӑн «Ауди» автомобилӗн шӑтса кайнӑ урапине ылмашарнӑ.
Ҫынсем 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Машина вырӑнтан хускалнӑ-хускалман ҫул-йӗр патрулӗн экипажӗ пырса ҫитнӗ. Руль умӗнче Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын ларнӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл хӑй тӑм урӑ тесе ӗнентерме пӑхнӑ. Тӗрӗсленме хайхи ним тусан те килӗшмен. Ҫавна май ун тӗлӗшпе РФ Адмкодексӗн 12.26 статйин 1-мӗш пайӗпе протокол ҫырнӑ. Водителе ку статьяпа 45 пин тенкӗлӗх штрафлама тата икӗ ҫуллӑха водитель прависӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне машинӑна штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем юлашки вӑхӑтра пултарулӑх каҫӗ ирттерме пуҫларӗҫ. Аса илтерер: маларах ун пеккине Алёна Николаева тата Наталья Мингазова йӗркеленӗччӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра концерта Валентина Кокотанова йыхравлать.
Валентина Кокотанова хӑйӗн пултарулӑх каҫне «Поёт душа – живёт Россия!» (чӑв. Чун юрлать — Раҫҫей пурнать) ят панӑ. Мероприяти чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура институтӗнче иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Юрӑпа ташӑ ансамблӗпе пӗрле артист халӑх тата автор юррисене шӑрантарӗ. Сӑмахран, «Я лечу над Россией», частушки под гармонь «Матаня», «Что за песни распевают на Руси», «Тополя» тата ыттисем янӑрӗҫ. Вӗсем культура эткерлӗхӗн тӗнче фондӗнчи юрӑсем шутланаҫҫӗ.

Паян Шупашкарта Сывӑ вӑрӑм ӗмӗр центрӗ уҫӑлнӑ. Вӑл хулари клиника больницин 2-мӗш поликлиникинче (Ленин проспектӗнчи 12-мӗш ҫурт) вырнаҫнӑ.
Хастар вӑрӑм ӗмӗр пирки унччен те калаҫнӑ-ха. Халӗ вара Сывӑ вӑрӑм ӗмӗр медицини пирки сӑмах пырать. Ун пекки пирӗн республикӑра унччен пулман. Хут ҫинче ҫырнине ӗненсен тата сӑмахпа калани ӗҫпе ҫирӗпленсе пырсан, асӑннӑ центр чире маларах палӑртса унпа кӗрешме вӗрентмелле.
Вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулни пӗрре-ха, анчах ватлӑхра та утса-чупса ҫӳрени вӑл — тепӗр япала. Шӑпах ҫавӑн пирки сӑмах пырать. Сывлӑхӑмӑр ҫирӗп пуласси тӗрлӗ япаларан килет: мӗнле апат ҫинипе тӗрлӗ хускану тунинчен пуҫласа мӗнпе кӑсӑкланни таранах. Ҫав шутра хамӑра савӑнтарма сӑлтав тупса пани те пӗлтерӗшлӗ.

Шупашкар хулинче Н.В.Никольский ячӗллӗ Чӑваш педагогика колледжӗн студентки Карина Николаева «Ҫамрӑксен ПФОри медиа» (выр. «Молодёжные медиа ПФО») конкурсра 200 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ.
Финалта пирӗн ентеш Атӑлҫи халӑхӗсен культурин темине уҫса панӑ: конкурс хутшӑнаканӗсемпе калаҫнӑ тата наставниксем ертсе пынипе видеоролик хатӗрленӗ. Жюри унӑн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, Каринӑна пӗтӗм округри чи лайӑх 14 автор шутне кӗртнӗ.
Палӑртса хӑварар: проектсене Самар облаҫӗнче хӳтӗленӗ. Унта 122 хастар ҫамрӑк хутшӑннӑ. РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчин ҫумӗ Олег Машковцев ҫакӑн пек пулӑмсем ҫамрӑксемне професси тӗлӗшӗнчен ӳсме май туса панине палӑртнӑ.
Ентешӗмӗре пысӑк ҫитӗнӳпе саламлатпӑр!

Лайӑх хыпар! Шупашкар хулинчи музей Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра палӑрнӑ. Сӑмах кунта – 37-мӗш шкулти Ҫар мухтавӗн музейӗ пирки.
Вӑл «Ҫарпа истори диорамисем: тӗплӗ истори» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Палӑртса хӑварар: финала ҫӗршыври 73 регинти 140 музей тухнӑ.
Пирӗн республикӑри музей «Хулари чи лайӑх музей» номинацире иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вӑл 300 пин тенкӗлӗх гранта тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, 37-мӗш шкулӑн ку пӗрремӗш ҫӗнтерӗвӗ мар. Унччен унти музей ытти конкурсра та грант ҫӗнсе илнӗ: 2025 ҫулта – 300 пин тенкӗ, 2024 ҫулта – 300 пин тенкӗ, 2023 ҫулта – 200 пин тенкӗ, 2021 ҫулта – 75 пин тенкӗ. Хальхи грант укҫипе музей экспозицие ҫӗнетӗ, оборудовани туянӗ.

Паян Ҫӗрпӳ районӗнче «Ниссан» автомобиль ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. «М-7» федераци ҫулӗпе Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ чухне вӑл пӑрӑннӑ чухне руле йӗркеллӗ пӑрса ӗлкӗреймен, йывӑҫ ҫине кайса ҫапӑннӑ. Ун хыҫҫӑн машина хыпса илнӗ.
Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче пулнӑ 22 ҫулти каччӑпа 18 ҫулти хӗр-пассажира больницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта вара паян тепӗр инкек пулнӑ. «Лада» машина Трактор тӑвакансен проспектӗнче пӑрӑннӑ чухне юпа ҫине пырса ҫапӑннӑ. «ВАЗ-2107» рулӗ умӗнче 22 ҫулти каччӑ пулнӑ. Унӑн водитель прави те, асӑннӑ транспорт руле умне ларма ирӗк паракан документ та пулман. Пӑтӑрмаха ҫакаланнӑ каччӑ ҫӑмӑл машинӑпа каҫхи клубран таврӑннӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнипе ларманнине тӗрӗсленӗ те ӗҫни ҫиеле тухнӑ.

Чӑваш Енре сутакан ҫӗнӗ хваттерсем кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта каллех хакланнӑ. Кун пирки «Мир квартир» порталта пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ хваттерсенчи пӗр тӑваткал метр лаптӑкӗ унчченхинчен 8,6 процент хакланнӑ. Маларах асӑннӑ портал хыпарланӑ тӑрӑх, ку вӑл Раҫҫейри чи пысӑк 70 хулана илсен чи пысӑк цифрӑсенчен пӗри.
Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта ҫӗнӗ хваттерти пӗр тӑваткал метр лаптӑк 153,7 пин тенкӗ тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах хваттерсем, пӗтӗмӗшле илсен, 3,4 процент йӳнелнӗ. Апла пулин те Шупашкарта ҫӗнӗ хваттер туянас тесен 9,5 миллион тенкӗ таран кирлӗ.
Раҫҫейри пысӑк хуласене илсен, унта пӗр тӑваткал метр хакӗ 4,2 процент хакланнӑ, вӑл 166,9 пин тенке ҫитнӗ. Ҫӗнӗ хваттерсенчи хак 3,5 процент ӳссе вӑтамран 8,6 миллион тенке яхӑн тӑраҫҫӗ.
