Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Лаша пуласси тихаран паллӑ, этем пуласси ачаран тесе каланӑ ваттисем. Ачасене мӗн пӗчӗкрен тӑван халӑха тата унӑн пуян культурине хисеплеме вӗрентни те ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ. Ача ҫӗннине, кирлине (кирлӗ маррине те) пӗчӗк чухне самай ӑша хывса хӑварать. Шӑпӑрлан вӑл мамӑк пек. Мамӑк нӳрӗке епле вӑйлӑ туртать, ача та ҫаплах: ҫӗннине асра хӑварать.
Шупашкар хулинчи 116-мӗш ача-пӑча пахчинчи «Хӑмла ҫырли» аслӑ ушкӑнра арҫын ачасемпе хӗрачасем валли кӑсӑклӑ заняти ирттернӗ.
Ачасем хӑйсен воспитателӗпе, Надежда Владимировнӑпа, пӗрле ялта пурӑнакан Урине кинеми патӗнче хӑнара пулнӑ. Чӑн-чӑнах мар-ха. Ытарлӑ майпа. Шӑпӑрлансем чӑваш ялӗнчи килти выльӑх-чӗрлӗхпе паллашнӑ, вӗсем ҫынна мӗнле усӑ кӳни ҫинчен калаҫнӑ, чӑвашла вӗренес тесе пӗрремӗш утӑм тунӑ.
