Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Брянскра ҫӗрулми туса илес ӗҫ лайӑх пынине ырласа калаҫнӑччӗ. Ку хыпар та ҫак тӑрӑхри ҫимӗҫ пирки пулӗ, анчах хальхинче – савӑнтараканни мар.
Россельхознадзор ӗҫченӗсем Чӑваш Енри лавккасенче Брянск облаҫӗнчен кӳрсе килнӗ, сывлӑхшӑн сиенлӗ сырсем тупса палӑртнӑ. Вӗсенче сывлӑха начар витӗм кӳрекен ӳсен-тӑран ҫӑвӗсем пур. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет.
Ҫак сырсене Шупашкарти тата Канашри лавккасенче тупнӑ. Вӗсем «Сыр Российский», «Просто Народный», «Сыр Российский полутвердый» ятлӑ. Вӗсенче стерин тупса палӑртнӑ. Унпа медицинӑра, косметикӑра усӑ кураҫҫӗ, апат-ҫимӗҫе яраҫҫӗ. Анчах, фитостеринсем холестерин шайне пӗчӗклетнине калаҫҫӗ пулсан та, вӗсем чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене аталанма пулӑшаҫҫӗ. Ҫапла майпа Брянск тӑрӑхӗнчен кӳрсе килнӗ сыр ГОСТпа килӗшсе тӑмасть. Нормӑра палӑртнӑ тӑрӑх, сырта фитостеринсем пулмалла мар.
Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫыракансем авточупу йӗркеленӗ. Вӗсем ҫула пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ. 219 кунта 10 пин километра парӑнтарма, 27 хулана ҫитме палӑртнӑ. Проекта хутшӑнакансем ҫав вӑхӑтра Владивосток, Уссурийск, Хабаровск, Биробиджан, Благовещенск, Чита, Улан-Удэ, Иркутск, Красноярск, Кемӗр, Ҫӗнҫӗпӗр, Омск, Ялуторовск, Курган, Челябинск, Ӗпхӳ, Ижевск, Хусан, Шупашкар, Пенза, Саранск, Чулхула, Ярославль, Вологда, Питӗр, Нарва, Таллин хулисенче пулӗҫ.
Шупашкара ушкӑн пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 19 сехете ҫитмелле. Виҫӗ «ГАЗ» автомобильпе вӗсем «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчи стоянкӑна пырса чарӑнӗҫ. Вӗсемпе тӗл пулма кашнинех май пур. Курма пыракансемпе проекта хутшӑнакансем тӗрлӗ акци ирттерӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗнче Алексей Ладыков сити-менеджера пулӑшса пыракансене шыраҫҫӗ. Тӗрӗссипе, унта ытти специалиста та ӗҫе йышӑнассине пӗлтернӗ-ха. Ҫав йышра — хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн икӗ ҫумӗн вакансийӗ пур. Вӗсенчен пӗри — экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе тӑрӑшаканни, тепри — архитектурӑпа хула тӑвас енӗпе тӑрмашаканни.
Хула администрацине ӗҫе вырнаҫас текенсен конкурса документсене ака уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, «Дорэкс» общество (ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах ҫырнӑччӗ), Ҫӗр управленийӗн тата Закупкӑсене оптимизацилес енӗпе ӗҫлекен центр ертӳҫисене те шыраҫҫӗ. Малтан каланин документсене ака уйӑхн 3-мӗшӗччен хатӗрлемелле, тепӗр иккӗшӗн — ака уйӑхӗн 5-мӗшӗччен.
Иртнӗ вырсарникун, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта бодибилдинг енӗпе ӑмӑртусем пулнӑ. Унта хутшӑнакан хӗрсем хӑйсен кӗлетке илемлӗхне кӑтартнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн уҫӑ кубокӗ хальхинче тӗп хулари Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 70 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ Киров, Чӗмпӗр, Иваново, Пенза, Мускав облаҫӗсенчен, Пермь крайӗнчен, Тутар, Мари, Мордва, Пушкӑрт республикисенчен, Чулхуларан, Аҫтӑрхантан тата ҫӗршывӑн тӗп хулинчен килсе ҫитнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, жюри членӗсем хӗрсен ӳт-пӳ илемлӗхне, мышцисен килӗшӳлӗхне тата вӗсем сцена ҫинче хӑйсене мӗнле тытнине хак панӑ.
Хальхинче «Танлаштарӑм» информаци технологийӗсен центрӗ хатӗрленӗ наци танлаштарӑмӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков самаях, 18 йӗрке, аннӑ. Унччен сити-менеджер 32-мӗш йӗркере пулнӑ тӑк халӗ - 50-мӗшӗнче.
Алексей Ладыков танлаштарӑмра мӗншӗн ҫавӑн чухлӗ йӗрке аннин сӑлтавӗсене палӑртар. Ахӑртнех, чи малтанах унӑн ывӑлне арестлени унӑн ят-сумне япӑх витӗм кӳнӗ. Хӑш-пӗр ҫын Шупашкарта транспорт реформине ирттернӗшӗн кӑмӑлсӑр, ҫакна та танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне шута илнӗ. Ку енӗпе татӑлман ыйтусем пур: пысӑк автобуссем пушӑ ҫӳреҫҫӗ, маршруткӑсене вара ҫын нумай ҫӳрекен маршрутсем лекнӗ-мӗн, ҫавна май вӗсем лӑк тулли. Пӗр маршрутка водителӗ тӑрук чарӑннӑ чухне алӑк уҫсан пассажирка урама тухса ӳкни пирки те нумай калаҫнӑ, халӑх тетелӗсенче ку пулӑма сивлекен нумаййӑн.
Танлаштарӑма лайӑх витӗм кӳрекеннисен йышӗнче – Ваттисен канашӗ транспорт реформине ырлани. Ҫӗнӗ автобуссем ҫула тухни те Алексей Ладыкова лайӑх енчен хак пама пулӑшнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 11 сехет те 55 минутра оперативлӑ дежурнӑй пулчӗ ҫине хыпар килнӗ: арҫын ача кӗрт ӑшне кӗрсе ларнӑ та хӑй тӗллӗн тухаймасть. Ҫав вӑхӑтра иртен-ҫӳрен те курӑнман.
Ҫӑлавҫӑсем, В.Г.Васильев смена пуҫлӑхӗ тата А.Ю.Гавриловпа В.Н.Трутнев, кӑтартнӑ адреспа - «Октябрь: 50 ҫул» урама - ҫийӗнчех ҫитнӗ. Чӑнах та, арҫын ача гараж тӑрринчен юр ҫине сикнӗ те пилӗкӗ таран кӗрсе ларнӑ, ниепле те тухайман. Ҫӑлавҫӑсем юра кӗреҫепе сирнӗ, арҫын ачана «тыткӑнран» кӑларнӑ.
Ача пулӑшнӑшӑн вӗсене тав тунӑ
2020 ҫулта Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май ҫак уяв медальне ҫирӗплетнӗ, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Медальсене туса кӑларма, Элтепер каланӑ тӑрӑх, хушма укҫа-тенкӗ кирлӗ. Михаил Игнатьев Иван Моторин премьера тата Юрий Васильев премьер-министра нухрата хыснара пӑхса хума хушу панӑ.
Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе республика аталанӑвне тӳпе хывнӑ ҫынсене чыслӗҫ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть депутатсем Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ юбилейлӑ медале йышӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан пенсионера хваттер укҫине икӗ ҫӗрте харӑс тӳлеттернӗ. Ҫакна Чӑваш Ен прокуратурин тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче палӑртнӑ. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха тытса тӑракан икӗ управляющи компание укҫа тӳленӗ ватӑ вӗсенчен пӗринчен, «Камал» ятлинчен, укҫана каялла шыраса илме хӑтланнӑ-ха. Анчах усси пулман.
Ватӑ аптӑраса ларман — Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи прокуратурӑна ҫул тытнӑ. Унта вӑл хваттер укҫине «ПИК-»1 тата «Камал» управляющи компанисене тӳленине ӑнлантарса панӑ, укҫана каялла шыраса илес кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Ватӑ хыпарлани тӑрӑх надзор органӗ тӗрӗслев пуҫарнӑ. Пенсионер сӑмахӗ тӳрре килнӗ. Халӗ прокуратура ватта хӳтӗлесе суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта «Камал» предприятирен 2 пин шыраса илме ыйтнӑ.
Шупашкарта совет тапхӑрне халалласа виҫӗ пайран тӑракан музей комплексӗ хута янӑ. Ӑна «СССРта туса кӑларнӑ» ят панӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш уйрӑм музейпе пӗр ятлӑ. Унта совет тапхӑрӗнче ҫынсем йӑлара мӗнпе усӑ курнипе паллашма пулать. Иккӗмӗшӗнче Шупашкар хули пирки тӗплӗнрех пӗлме, виҫҫӗмӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмаша ялӗн историйӗпе паллашма май пур. 200 ытла тӑваткал метр йышӑнакан музейри экспонатсен пысӑк пайне Тури Кӑмашари «Сувар» социаллӑ пурнӑҫпа культура центрӗнчи музейрен куҫарса килнӗ. Кунта халӗ Совет Союзӗнчи шкул ачин тетрачӗсемпе, парттисемпе, патефонпа, пир станокӗпе, купӑспа, чӑваш хресченӗн килти япалисемпе паллашма пулать. Экспонатсенчен чи пӗлтерӗшлисем — 1954 ҫулти электрочейник тата телефон аппарачӗсем.
Кӑҫал Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ май хула администрацийӗ ҫӗнӗ проект пуҫарма шутланӑ. Вӑл «Нимеҫӗ-экскурсоводсем» ятлӑ.
Проекта хутшӑнакан экскурсоводсен мӗн тумалла-ха? Шупашкар ҫыннисемпе тата хӑнисемпе экскурсисем ирттермелле. Нимеҫӗсен 16 ҫултан аслӑрах пулмалла.
Экскурсовод ӗҫне вӗренме хатӗр нимеҫӗсене ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен пухаҫҫӗ. Собеседовани акан 5-мӗшӗнче иртӗ, вӗренӳ акан 8-мӗшӗнче пуҫланӗ. Лекцисене каҫхине ҫӳремелле пулӗ. Ку – тӳлевсӗрех.
Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 8(8352) 23-50-48.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |