ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьсене удостоверени пама тытӑнасси пирки хушу алӑ пусни пирки хыпарланӑччӗ. Ӗнер, пушӑн 13-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче пирвайхи 10 ҫемье ҫак удостоверение илнӗ.
Документа Элтепер хӑй панӑ. Ӑна виҫӗ тата ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесем тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: ӗнер удостоверение илнисен йышӗнче чӑваш этрада юрӑҫин, «Сӗнтӗр ен» ентешлӗх ертӳҫин Андрей Кузнецовӑн ҫемйи те пулнӑ. Вӑл мӑшӑрӗпе тӑватӑ ачана кун ҫути панӑ.
Каласа хӑвармалла: ҫак удостоверенипе ҫемьесем Шупашкарти культура тата спорт учрежденийӗсене (пӗтӗмпе 16) тӳлевсӗр е кӑштах укҫа тӳлесе кӗме пултараҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 18 сехетре велоҫулҫӳревҫӗ Никита Тӗнче пирки фильм курма май пулӗ. Ӑна Ютуб-каналта тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ. Кун пирки фильма хатӗрлекенӗ, унӑн режиссерӗ Виктор Чугаров пӗлтерет.
Фильма пӑхма ан манӑр, мӗншӗн тесен кинолентӑна пӗр хутчен кӑна кӑтартӗҫ, кайран ӑна хупӗҫ. Кинолентӑна Никита Тӗнчепе пулса иртнӗ пулӑмсене кӗртнӗ. Режиссер видеосемпе, сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курнӑ, велоҫулҫӳревҫӗн ҫулне сӑнаса тӑнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлнисене те кӗртнӗ.
Режиссер фильмпа ҫулталӑк ӗҫленӗ. Вӑл ӑна 2017 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче, Никита Шупашкара таврӑннӑ кун, ӳкерме пуҫланӑ.
Паянтан пуҫласа Алексей Шурчанов депутат мар. Депутатсем куншӑн пӗр саслӑн сасӑланӑ.
Ҫакӑ Алексей Шурчанов ҫынна ултланипе ҫыхӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 2018 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ ӑна айӑплӑ тесе палӑртнӑ, 200 пин тенкӗ штаф тӳлеттерме йышӑннӑ. Шурчанов приговорпа килӗшмесӗр Аслӑ суда та ҫитнӗ, анчах кӑлӑхах.
Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ ун чухне: 2015 ҫулхи кӗркунне Шурчанов кӗҫӗнни «Благодать» фирма директорне Игорь Нарышкина Патшалӑх Канашӗн депутатсен суйлавӗпе тӗп списока кӗртме шантарнӑ, унран 574 пин тенкӗ ыйтнӑ. Анчах хӑй шантарнине пурнӑҫламан.
Палӑртмалла: Алексей Шурчанов РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Валентин Шурчановӑн ывӑлӗ.
Шупашкарта 21 ҫулти хӗре тапӑнса суранлатнӑ, укҫа тӑпӑлтарнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, каҫхине пулнӑ. Хайхи арҫын ҫамрӑк хӗре асӑрханӑ та унпа пӗрле подъезда кӗнӗ. Унта вара, никам та ҫуккипе усӑ курса, ӑна тапӑннӑ, укҫа ыйтнӑ. Ҫавӑнтах ӑна аллинчен ҫӗҫӗпе сӗрнӗ. Хӑраса ӳкнӗ пике арҫынна хӑйӗн банк карттине кӑларса панӑ. Полици ӗҫченӗсем ҫак преступление тӑвакана тӳрех шырама пуҫланӑ. Сӑнласа кӑтартнӑ арҫынна йӗркелӗх хуралҫисем общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче асӑрханӑ, ҫавӑнтах тытса чарнӑ.
Каласа хӑвармалла, 35 ҫулти ҫак арҫын йывӑр преступлени тунӑшӑн тӗрмере ларса тухнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынна хальхинче 10 ҫуллӑхах ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ ҫынсене черетлӗ наградӑпа хавхалантарма йышӑннӑ. Шупашкарти Е. Николаева олимп чемпионки ячӗллӗ олимп резервӗн 8-мӗш спорт шкулӗн пуҫлӑхне Алина Ивановӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ.
Алина Иванова Етӗрне районӗнчи Килтӗш ялӗнче 1969 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫапла, тепӗр виҫӗ кунтан ҫур ӗмӗрхине паллӑ тӑвӗ.
Шупашкарта аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи физкультура факультетӗнче вӗреннӗ. Спорт мастерӗ, ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, ССС тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Чӑваш Енпе Раҫсей чемпионки, рекордсменӗ, хӑвӑрт утассипе тӗнче тата Европа шайӗсенчи ӑмӑртусенче чемпион ятне тивӗҫнӗ. XXV ҫуллахи Олим вӑййине хутшӑннӑ.
Шупашкар хулинчи ҫул-йӗр эксплуатацийӗпе ӗҫлекен предприятисенчен пӗрин, «Дорэкс» акционерсен обществин, пуҫлӑхне ӗҫре вӑрах пулманшӑн должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Кун пирки хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ҫак эрнере иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ.
Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хулара ирттернӗ планеркӑра ҫул-йӗре тытса тӑракан предприятин тилхепине кама шанассине те каланӑ. Хӑҫанчченне калаймӑпӑр та, анчах Алексей Никитин пуҫлӑх вырӑнне вӑхӑтлӑха Александр Иванова шанни паллӑ. «Дорэкс» предприятин ҫӗнӗ пуҫлӑхне каярах конкурс ирттерсе палӑртӗҫ. Ку хыпара Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.
Александр Иванов ячӗ-шывӗ организацин сайтӗнче пур, анчах унӑн биографине ҫырманччӗ.
Пӗр коммерци организацийӗн ертӳҫи влаҫ ҫыннин сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн суд сакки ҫине ларӗ. Хайхискер полицейскин сӑмсине хуҫнӑ.
2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехет ҫурӑра пакунлисем чарӑнура ӳсӗр арҫын тӑнине асӑрханӑ. 36 ҫулти арҫын вӗсене такси чӗнсе пама ыйтнӑ, хӑйӗн телефонӗ сӳнсе ларнӑ-мӗн. Лешсем чӗнсе панӑ.
Ҫав вӑхӑтрах полицейскисем ӳсӗрскерӗн пушмакӗ ҫинчи кантра салтӑнса кайнине курнӑ та ҫыхма сӗннӗ, унсӑрӑн ӳкет вӗт. Лешӗ вара тав тӑвас вырӑнне пӗр полицейские питӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ, сӑмсине хуҫнӑ. Кун хыҫҫӑн ӳсӗрскере полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
36 ҫулти арҫын айӑпне йышӑнмасть. Анчах кӳнтеленсем урӑхла ҫирӗплетеҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ленин районӗн судне ярса панӑ.
ҪҪХПИн Инстаграмри страницинче паян ҫул ҫинче машинӑра метан сирпӗнни пирки пӗлтернӗ. Водитель суранланнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 7 сехет те 10 минутра Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫавраҫулӗнчен инҫех мар, «Патриот» УАЗра метан сирпӗннӗ. Юрать, салонра водительсӗр пуҫне урӑх никам та пулман. Унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ тухнине пула сирпӗнӳ пулнӑ. ҪҪХПИ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерессине хыпарлать. Ведомство асӑрханулӑх пирки аса илтерет: автомобиле тӑтӑшах тӗрӗслӗр!
Ӗнер Шупашкарти право хуралӗнче тӑрӑшакансене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа паллаштарнӑ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленине Марат Михайлов ертсе пырӗ.
Пакунлӑ пуҫлӑх пирки ӑшӑ сӑмах калама Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин хӑй пынӑ. Полицин генерал-майорӗ Михайлов полковник оперативлӑ ӗҫе аван пӗлнине, пуян опытлине, ӗҫе йӗикелеме пӗлнине палӑртса хӑварнӑ. Вӑл ӗҫтешӗсене тухӑҫлӑ ӗҫлеттерме пултарасса ӗненнине пӗлтернӗ.
Марат Михайлов шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 1993 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫурҫӗр Кавказра та вӑл хӑйӗн професси тивӗҫне пурнӑҫланӑ. «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» 2-мӗш степеньлӗ орден медальне, «Паттӑрлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ. Юлашки вӑхӑтра «Динамо» физкультурӑпа спорт обществин ертӳҫин ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
Шупашкар хулинчи Атӑлӑн Мускав ҫыранӗ Раҫҫее тӗлӗнтереесси пирӗнтен те килет теме юрать. Ун ҫинчен хатӗрленӗ видеоролика Шупашкар хулинчи Музейпа туризм центрӗ турист видеохӑтлавӗсен «Диво России-2019» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) VI фестиваль-конкурсне тӑратнӑ.
Шалти тата тулашри туризма аталантарма пулӑшас тӗллевӗллӗ конкурса TRIP2RUS.RU (Мускав) турист порталӗ, KURORT.VIDEO турист видеопорталӗ тата Чулхулари «Приволжье»регионсем хушшинчи туристсен ассоциацийӗ ирттереҫҫӗ.
Конкурса ӗҫсене 8 номинаципе тӑратма май пур. Пирӗннисем «Историпе архитектура тата тӗн объекчӗсем, музейсем» номинацире хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗтӗмлетӗҫ. https://www.дивороссии.рф сайтра конкурс условийӗпе тӗплӗнрех паллашма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |