Халӗ Шупашкар районӗнче Чантӑрти пӗве патне машинӑпа каяймӑн, мӗншӗн тесен унти ҫул ҫине ҫынсене пытарма тытӑннӑ.
Явӑшри ҫӑва сарӑлма пуҫланӑ. Анчах вӑл ҫул еннелле анлӑланать, ҫавна май вил тӑприсем ҫул ҫинчех вырнаҫнӑ. Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен ку ҫул ирӗклех пулнӑ, машинӑпа та ҫӳренӗ. Халӗ вара унта – тин ҫеҫ купаланӑ вилтӑприсем.
Халӗ водительсен тавран ҫӳреме тивет. Унччен вӗсем ҫула кӗскетме пултарнӑ. Навигаторта «Явӑш – Чантӑр пӗви» тесен вӑл водителе ҫӑва ҫинчи ҫулпа илсе каять. Унта вара – вилтӑприсем.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта ашшӗ-амӑшӗ ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен ывӑлӗ пӳрнине вылямалли машина ӑшне хӗстерсе лартнӑ. Ӑна аслисем те кӑларайман.
Ашшӗ-амӑшӗ каланӑ тарӑх, арҫын ача машинӑпа вылянӑ чухне пӳрнине пӑрӑх ӑшне чикнӗ. Пӳрне хӗсӗнсе ларнӑ, ниепле те тухман.
Ашшӗ-амӑшӗ ачине пулӑшма хӑтланнӑ, анчах ывӑлӗн сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханнипе ҫӑлавҫӑсенех чӗннӗ. Ҫӑлавҫӑсем «Умелец» набор пулӑшнипе ачан пӳрнине ирӗке кӑларнӑ.
Ыран – Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫавна май Шупашкарта эрех-сӑра сутма чарӗҫ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тӑвӗҫ.
Анчах ку эрех-сӑрана курттӑммӑн сутассине пырса тивмест. Кафесемпе унашкал ытти заведени те ку йӗркене пӑхӑнмӗ. Унта эрех-сӑра сутӗҫ.
Сӑмах май, юлашки ҫулсенче ача-пӑчапа ҫыхӑннӑ уявсенче Шупашкарта эрех-сӑра сутмаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, юлашки шӑнкӑравра тата Пӗлӳ кунӗнче.
Шупашкарти социаллӑ учрежденисене юсама кӑҫал хыснаран хулана 900 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ. Хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Фейсбукра палӑртнӑ тӑрӑх, ку вӑл рекордла сумма.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ укҫана Олег Николаев Элтепер пулӑшнипе уйӑрнине палӑртнӑ, «Эпир ӗҫленӗ вӑхӑтра кун чухлӗ укҫа уйӑрни пулман!» — тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен хулари 28 вӗренӳ, культура тата спорт учрежденине юсама палӑртнӑ.
Юсамалли учрежденисен списокӗнче — 12, 27, 28, 30, 63, 24 тата 31-мӗш шкулсем, 19, 25, 41, 46, 49, 61, 74, 75, 85, 88, 48-мӗш ача пахчисем, «Березка» тата «Бригантина» уйлӑхсем, «Энергия» стадион, хушма пӗлӳ паракан 7 шкулпа культура учрежденийӗ.
«Вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ юсаса ҫӗнетессипе пирӗн ҫине пысӑк яваплӑх тиенӗ. Соцблок ертӳҫисен доклачӗсене эрнере икӗ хутран кая мар итлӗп. Ӗҫе строительство тӗрӗслевӗ тата общественниксем хакланӑ хыҫҫӑн йышӑнӑпӑр», — тесе ҫырнӑ Алексей Ладыков.
Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Раҫҫейри паллӑ музыкҫӑ тата композитор Алексей Айги хӑйӗн «4'33''» ушкӑнӗпе Шупашкара концертпа килӗ.
Чӑваш халӑх поэчӗн Геннадий Айхин ывӑлӗ Чӑваш Наци вулавӑшне уҫнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалланӑ юбилей мероприятийӗсен хӑни пулӗ. Унӑн концерчӗ «Библиотека в пространстве межкультурной коммуникации» регионсем хушшинчи культура форумне вӗҫлӗ. Форума Федерацин национальноҫсен ӗҫӗсен агентстви тата вулавӑшӑн «Геннадий Айги. Разговор на расстоянии» проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелӗҫ. Мероприятие ирттерме «ЛУКОЙЛ» компанин ыркӑмӑллӑх фончӗ пулӑшӗ.
Алексей Айги – хӑйне евӗр тата пултаруллӑ композитор, скрипач, 100-е яхӑн фильмӑн саундтрекӗ авторӗ, сумлӑ тӗрлӗ кинопремие тивӗҫнӗ.
Шупашкар районӗнче, Шупашкарта пӑши чупса ҫӳренине асӑрханӑ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине Алькеш поселокӗнче ҫынсем пӑши ҫӳренине асӑрханӑ. Ку Вӑрман урамӗнче пулнӑ. Ирхи 6 сехетре урамра ҫынсем те курӑнман-ха, пӑши вара пӗчченех уткаланӑ. Чӗрчун харпӑр ҫуртсем патӗнчен иртсе кайнӑ.
Кайран ҫынсем ҫав пӑши Кӳкеҫ еннелле чукун ҫул патнелле утнине курнӑ. Юрать, чӗрчунран никам та шар курман.
Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ салтака кайманшӑн явап тытнӑ. Ӑна суд 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта раштав уйӑхӗнче ҫак каччӑ ҫара каймашкӑн повестка илнӗ. Анчах вӑл палӑтнӑ кун тата кайран та Шупашкарти ҫар комиссариатне пыман.
Суд пулнӑ. Каччӑ ҫара каясран тарса ҫӳренӗ те йышӑннӑ, куншӑн явап тыттарнӑ. Приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын, усал шыҫӑран сипленекенскер, тухтӑр пӳлӗмӗнчен тухнӑ та ҫакӑнса тӑракан куртки ҫуккине асӑрханӑ. Унӑн кӗсйинче вара документсем пулнӑ. Ку ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Видеокамерӑсене пӑхнӑ хыҫҫӑн курткӑна пульницӑна ӳсӗр илсе килнӗ арҫын вӑрланине палӑртнӑ. Хайхискере лачкам ӳсӗр илсе ҫитернӗ. Вӑл тӑна кӗрсен пульницӑран тухса кайнӑ чухне ют ҫын курткине те илнӗ.
52 ҫулти арҫынна тӳрех шыраса тупнӑ. Тытса чарнӑ чухне вӑл ҫав курткӑпах пулнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тишкерсе пӗтернӗ, кӗҫех Шупашкарти Калинин районӗн суче пӑхса тухӗ.
Шупашкарта «Ситистрой» строительство центрӗн парковкинче (вӑл Калинин урамӗнче 107-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) граффити-фестиваль иртет. Вӑл ҫу уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче, канмалли кунсенче, иртӗ.
Фестиввале Шупашкарти, Хусанти, Чулхулари ӳнерҫӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем пирӗн хула тата республика темипе граффити ӳкерӗҫ. Ҫавӑн пекех ирӗклӗ тема пулӗ. «Ҫутӑ, хитре тата шавлӑ» - ҫакнашкал девизпа иртӗ вӑл.
Мероприятие тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.
Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропорта юсассипе ҫыхӑннӑ проекта патшалӑх экспертизи витӗр кӑларнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паян вара юсав ӗҫне хӑҫан тытӑнассине пӗлтӗмӗр. Калӑпӑшлӑ ҫав ӗҫ ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӗ. Ку хыпара республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Вӑрӑм хатӗрленӳ тапхӑрӗ ӑнӑҫлӑ иртсе кайрӗ. Шупашкар аэропортне юсамалли проект (ку ӗҫ уйрӑмах хӑрушӑ тата техника енчен кӑткӑс шутланать) Раҫҫейӗн тӗп экспертизи витӗр тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти аэропорт Федерацин сывлӑш транспорчӗн агентствине юсав ӗҫне тытӑнма ирӗк илме хутпа тухма хатӗрленет», — пӗлтерет министерство.
Аэровокзала юсаса ҫӗнетнӗ хысҫӑн унӑн лаптӑкӗ 5,5 пин тӑваткал метрпа танлашӗ. 10 хута яхӑн усӑ курман иккӗмӗш хутпа усӑ курма тытӑнӗҫ. Самолет патне иккӗмӗш хутран тухмалла тӑвӗҫ, аялта пассажирсене тӗрӗслемелли, регистрацилемелли тата багаж парса илмелли вырӑн пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |