Вилӗмсӗр чӑваш классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 131 ҫул ҫитнӗ. Тӑван тӑрӑхӑмӑрти чӑваш хастарӗсем мухтавлӑ поэта асра тытаҫҫӗ.
Ӗнер поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ умне пухӑннӑ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фйсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, палӑк умне пухӑннисен йышӗнче тӳре-шара, ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем пулнӑ.
Константин Васильевич Иванов — чӑваш сӑвӑҫӗ, чӑваш литературин классикӗ. Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районне кӗрекен Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӑван ялӗнче куҫ хупнӑ. 2015 ҫулта Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ иртнӗччӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын Тельман урамӗнче хулан 10 сотка ҫӗрне ярса илнӗ. Тӗрӗсрех каласан, 982 тӑваткал метра.
Росреестр управленийӗ арҫынна 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унтан ведомство суда тавӑҫ тӑратнӑ, ҫав ҫынна ҫӗр лаптӑкне пушатма ыйтнӑ. Лешӗ вара ярса илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ тавра карта тытнӑ пулнӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Мускав районӗн сучӗ тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Анчах лешӗ ЧР Аслӑ судне аппеляци панӑ. Ака уйӑхӗнче суд арҫын ыйтнине тивӗҫтерменнине пӗлтернӗ. Ҫавна май суд йышӑнӑвӗ ҫав кунах саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Арҫын ҫӗр лаптӑкне хӑй тӗллӗн пушатмасть тӗк ку ӗҫе суд приставӗсен тума тивӗ.
Самолётсем кӑҫал та Шупашкартан Симферополе вӗҫӗҫ.
Крыма кӑҫал пӗлтӗрхинчен иртерех — ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнченех — ҫӳреме тытӑнӗҫ. Тепӗр тесен, кӑшӑлвируса пула Шупашкарти аэропорт пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫеҫ ӗҫлеме пуҫланӑччӗ.
Симферополе кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, икӗ авиакомпани илсе ҫӳрӗ. «Nordwindairlines» авиакомпани самолёчӗсем юнкунсерен тата вырсарникунсерен юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗ таран хутлӗҫ. Шупашкартан самолёт 12 сехет те 10 минутра хускалӗ, Крымӑн тӗп хулине 15 сехет те 5 минутра ҫитӗ. Симферопольтен самолёт 8 сехет те 50 минутра ҫула тухӗ, 11 сехет те 20 минута Чӑваш Ене ҫитӗ.
«Smartavia» (Нордавиа) компани эрнекунсерен вӗҫӗ. Унӑн вӗҫев программи — ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗччен. Шупашкартан самолет 9 сехет те 15 минутра вӗҫсе кайӗ, палӑртнӑ вырӑна 12 сехете ҫитӗ, Симферопольтен 6 сехетре хускалӗ 8 сехет те 30 минута Шупашкарта анса ларӗ.
Паян Шупашкарта иртен-ҫӳрен, водительсем тӗлӗнмелле пулӑма асӑрханӑ. «Ярмӑрккӑ» пасар ҫывӑхӗнче ҫаппа-ҫарамас хӗрарӑм ҫулпа утнӑ. Ун ҫинчи труҫҫи ҫеҫ пулнӑ.
«Про Город» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку каҫхи 6 сехет ҫурӑра пулнӑ. Машинӑсем ҫӳрекен ҫул ҫине труҫҫи ҫеҫ тӑхӑннӑ хӗрарӑм тухнӑ та утнӑ. Вӑл ҫынсем патне пырса, водительсене хӑйне вӗлерме ыйтса кӑшкӑрнӑ, ҫапса хӑварма ыйтнӑ.
Кун хыҫҫӑн вӑл вокзал еннелле утрӗ.
Паян Шупашкарта Ҫамрӑклӑх бульварӗнче 17 сехет хыҫҫӑн инкек пулнӑ – 2 ҫулти арҫын ача 10-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Арҫын ача пӳлӗмре пӗчченех, аслисемсӗр, юлнӑ. Хайхискер балкон ҫине тухнӑ, чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та тухса ӳкнӗ. Йывӑр сурансене пула пӗчӗкскер тӳрех вилнӗ.
Следовательсем вырӑна тухнӑ, иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарти «Университет» микрорайонти бульвара И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ Лев Кураковӑн ятне пама йышӑннӑ. Йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Шел те, пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӑсчах-экономист, патшалӑх деятелӗ Лев Пантелеймонович чирлесе пурнӑҫран уйрӑлчӗ. Вӑл 77 ҫулта пулнӑ.
Лев Кураков ЧПУра 19 ҫул ректор тивӗҫне пурнӑҫланӑ /1990-2009 ҫулсем/. Ҫавӑн пекех вӑл депутат, Федераци Канашӗн пайташӗ, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ, Патшалӑх Канашӗн председателӗ пулнӑ.
Канмалли кунсенче пилӗк ҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳксе шар курнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем. Кун пирки Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 8 ҫулти арҫын ача йывӑҫ ҫинчен ӳксе пульницӑна лекнӗ. Ҫав кунах Ҫӗнӗ Шупашкарта иккӗмӗш хутри чӳречерен 1 ҫулти ача тухса ӳкнӗ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта 43 ҫулти арҫын чӳречерен тухса ӳкнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу бригади пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл унта вилнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Сосновкӑра, Шупашкар районӗнче арҫынсем ҫурт тӑрринчен ӳкнӗ. Вӗсем те пульницӑна лекнӗ. Шупашкарта виҫҫӗмӗш хутран ӳкнӗ арҫын реанимацире выртать.
Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун Шупашкарта инклюзивлӑ концерт кӑтартӗҫ. Ӑна сусӑр ачасен «Свобода» общество организацийӗ йӗркелӗ. «Маленький принц и его друзья» (чӑв. Пӗчӗк принц тата унӑн тусӗсем) концерт Шупашкарти «Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗртӗҫ.
Концерта ача-пӑча коллективӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем сцена ҫине ташӑ тата юрӑ номерӗсемпе тухӗҫ. Сӑмахран, «Detkids» мода театрне ҫӳрекен «хӗвеллӗ» ачасем, «Солнышко» театрпа ташӑ коллективӗ, паракаратистсем, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасен 1-мӗш шкулне ҫӳрекенсем.
Кӑҫал Республика кунӗ мӗнле иртесси пирки калаҫнӑ, ыйтусене сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: кӑҫал уяв Шупашкарта тата Ҫӗмӗрле районӗнче иртӗ.
Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйӗ», «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Руҫ ӑстисем», «Ентешсен ҫӑлтӑрчӑкӗ» иртӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти кинофестиваль хӑнасене пухӗ.
ЧР культура министрӗ Светлана Каликова мероприятисем кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли мерӑсене шута илсе иртессине пӗлтернӗ. Хупӑ площадкӑсенче зала 75 процент таран ҫеҫ халӑхпа тултарӗҫ. Мероприятисене хутшӑнакансен ПЦР-тестӑн кӑтартӑвӗ пулмалла.
Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ачасене сайра тӗл пулакан ят панӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Кун пирки пресс-служба пӗлтерет.
Ашшӗ-амӑшӗ ачисене Каюм, Агата, Маргарита, Амина, Аиша, Филипп ят хунӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Чылай тӗл пулакан ятсен йышӗнче вара ҫаксем: Лев, Тимофей, Артем, Иван. Хӗрсене ытларах Екатерина, Валерия, Полина, Виктория, София, Ева ятсем хунӑ.
Шупашкарта ачана паллӑ «Холодное сердце» мультфильмри тӗп сӑнар ятне пани те пулнӑ. Вӑл – Эльза.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |