Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 2 сехет те 27 минут та 20 ҫеккунтра «Байконур» космодромран чӑваш элемӗллӗ ракета тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнине эпир ҫав кунах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Союз-2» ракета-носитель тиев турттаракан «Прогресс МС-17» транспорт космос карапӗпе тӗнче уҫлӑхне хӑпарнӑ. Ракета ҫине Чӑваш Ен элемне тата Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева ӳкерсе хунӑ.
Шупашкар хулин кунӗ тӗлне вара республикӑн тӗп хулинче ракетӑн копине вырнаҫтарнӑ. Пилӗк метрлӑ тӑршшӗ, вӗрсе карӑнтарса тунӑ «Союз-2» ракетӑна Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫтарнӑ.
Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланса пыраҫҫӗ. Ҫурлан 13-мӗшӗнче, ӗнер, ҫак вируса сарӑлма парас мар енӗпе ӗҫлекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта лару-тӑрӑва тишкерсе кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсем валли койкӑсене нумайлатма йышӑннӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ тӑрах, хальхи вӑхӑтра республикӑра чирлисем валли 2857 койка пур. Шалти резервсемпе усӑ курса хушма койкӑсем хатӗрленӗ: Шупашкарта – 54 /Ветерансен госпиталӗнче – 40/, Ҫӗнӗ Шупашкарта 35 койка.
Палӑртмалла: юлашки вӑхӑтра кашӑлвирусран вилекенсем нумайланнӑ. Ӗнер 8 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесова тата хула администрацийӗн ертӳҫине Алексей Ладыкова награда парасси пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушу алӑ пуснӑ.
РФ Патшалӑх Думин депутаче Леонид Черкесов «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫемшӗн» ордена тивӗҫнӗ. Алексей Ладыков вара «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫемшӗн» орден медальне илме тивӗҫ пулнӑ.
Ҫавӑн пекех Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ пулнӑ Евгений Кадышев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ЖКХ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Герман Александров наградӑна тивӗҫнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине Хӗрлӗ Чутайра йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ҫурт хуҫин ывӑлӗ пулнӑ.
Ҫаван пекех ӗнер Шупашкарта пушар сӳнтернӗ. Мир проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра хваттер ҫуннӑ. Асӑрханмасӑр пирус туртнӑран балкон ҫунса кайнӑ. Хулари Социализм урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра та пушар тухнӑ. Унта ҫурт умӗ ҫуннӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1052 пушар пулнӑ. Вӗсенче 63 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 55 ҫын аманнӑ.
Ӗнерхи кун республикӑн культура отраслӗнче ӗҫлекен темиҫе ҫыннӑн юбилейӗпе паллӑ пулнӑ. Маларах эпир Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстерӗ Юрий Свинцов 75 ҫул тултарнине пӗлтертӗмӗр-ха.
Ӗнерех Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин «Душа России» (чӑв. Раҫҫей чунӗ) премийӗн лауреачӗ, Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнчи халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Сергей Федотов юбилейне паллӑ тунӑ.
Сергей Васильевич Чӑваш Республикин культур училищинчи оркестр уйрӑмӗнче вӗреннӗ, ҫав специальноҫпах каярах Хусанти культура институтӗнче ӑс пухнӑ. Аслӑ шкул хыҫҫӑн 1978 ҫулта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. «Эревет» ансамбле вӑл 1981 ҫулта йӗркеленӗ.
Шупашкарти тухтӑрсем 603 грамм таякан ачан пурнӑҫне упраса хӑварма пултарнӑ. Пепке 23-мӗш эрнере ҫуралнӑ.
Ача ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫут тӗнчене вӑхӑтран чылай маларах килнӗ. Унӑн организмӗ вар тулашӗнче пурӑнма хатӗр пулман. Ӑна реанимацие куҫарнӑ, ӳпкине искусственнӑй майпа сывлаттарнӑ. Пӗчӗкскерӗн куҫне операци те тунӑ. Унтан ӑна тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Ача унта 1 уйӑх вӑй пухнӑ.
Ӑна София ят хунӑ. Вӑл ҫемьере иккӗмӗш ача. Софийӑна ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче киле янӑ.
Шӑмӑршӑра 43 ҫулти арҫынна инсульт пулнӑ та вӑл комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки часрах Шупашкарти тухтӑрсене пӗлтернӗ. Санитари вертолечӗ пӗр тӑхтамасӑр Шӑмӑршӑ тӑрӑхне вӗҫнӗ.
Пациента хулана ҫур сехетре илсе ҫитернӗ. Ҫул ҫинче вал хӑйне чиперех туйнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна ИВЛ аппаратпа сывлаттарнӑ, Далер Касимов реаниматолог тата Валерий Ильин анестезист сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнӑ.
Хулана тӗттӗмленсен ҫитнӗ. Пульница умне мар, аэропорта анса ларма тивнӗ. Ҫав каҫах ӑна операци тунӑ. Вӑл ӑнӑҫлах иртнӗ.
Пациент патне санавиаци чӗнсе ӑна Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗренпе 2,5 сехет иртнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн 9 ҫулти хӗрне Хулари 1-мӗш ача-пӑча клиника пульницин поликлиникинче эмел вӑхӑтра паман.
Ачана «Пульмозим» илмешкӗн рецепт вӑхӑтра ҫырса паман. Ҫавӑн пекех ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ӑна питӗ кирлӗ препарата – «Урсофальк» ятлӑскере – памашкӑн заявка тӑратман.
Прокуратура пульницӑн тӗп тухтӑрӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Халӗ ҫитменлӗхсене пӗтернӗ, ачана кирлӗ эмелсемпе тивӗҫтернӗ, айӑплӑ ҫынна явап тыттарнӑ.
Юрату мӗн патне илсе ҫитерет? Ӑна пула укҫасӑр кӑна мар, акцисемсер те тӑрса юлма пулать.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти арҫын Мускав хӗрарӑмӗпе кӑрлач уйӑхӗнче паллашнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, вӗсем пӗр-пӗрне питӗ шаннӑ. Вӑл хӗрарӑма пӗрре мар кивҫен панӑ.
Арҫын пӗтӗмпе ӑна 1 миллион та 300 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Кун валли вӑл пысӑк предприятири акцисене те сутнӑ. Хӗрарӑм Шупашкара таврӑнсан парӑма татма шантарнӑ. Анчах кӗҫех вӑл телефона тытма пӑрахнӑ. Ҫапла арҫын шӑнман пӑр ҫинче ларса юлнӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти «Рябинка» микрорайонта ҫынсем арҫын ача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫлама тӑнине курнӑ. Кун хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнӑ.
Педофил тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне следователь ыйтнипе следстви вӑхӑтӗнче ирӗксӗр хӑварнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта унашкал тӗслӗхсем татах та пулнӑччӗ. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшӗн асӑрханмалла, ачисене кун пирки ыйтмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |