Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ ҫӳп-ҫап контейнерӗ, ача-пӑча каруҫҫелӗ ҫухалнӑ. Ӑҫта кайса кӗнӗ вӗсем? Хулара пурӑнакан ҫын вӑрласа тимӗр-тӑмӑра кайса панӑ иккен.
Ҫурт-йӗр юлташлӑхӗ 1-мӗш май урамӗнчи 27-мӗш ҫурт картишӗнче ҫӳп-ҫап контейнерӗсем, каруҫҫельсем ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Вӗсем ҫак япаласене кам тиесе тухса кайнине те каланӑ, машина номерне пӗлтернӗ. Ҫав арҫын 55 пин тенкӗлӗх пурлӑх вӑрласа кайнӑ.
Арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер, 56 ҫулта, унччен судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑскер. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер Шупашкарта «Волга» ҫӑмӑл машина хыпса илнӗ. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) портал хыпарланӑ. Марков урамӗнче ларнӑ транспорта сӳнтерме вырӑна пырса ҫитнӗ пушарнӑйсем пулӑшнӑ. Апла пулин те машина усӑ курма юрӑхсӑр. Вӑл йӑлтах ҫунса кайнӑ, ӑна тимӗр-тӑмӑра ҫеҫ ӑсатайӑн.
Шупашкарта ӗнер тата тепӗр ҫӗрте те автомобиль ҫуннӑ. Вӑл та — хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑскер. Николаев урамӗнче «ВАЗ-2114» машина хыпса илнӗ. Пушара сӳнтерекенсен чаҫӗ ҫывӑхрах пулнӑран пушарнӑйсем ҫулӑма самантрах сӳнтернӗ.
Республикӑн правительство комиссийӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем 2020 ҫулта епле ӗҫленине тишкернӗ май тухӑҫлӑ тӑрӑшнисене ҫӗнтерӳҫӗсем тесе йышӑннӑ. Ҫак ушкӑна Шупашкар хули, Ҫӗмӗрле тата Красноармейски районӗсем лекнӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн тта пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ.
Муниципалитетсене вунӑ енпе хакланӑ: вырӑнти хыснан налук тата налук мар тупӑшӗсене, тӗп капитала инвестици хывнине, пӗчӗк усламҫӑсен йышне т.ыт.те кура.
Ҫӗнтерӳҫӗ районсемпе хуласене хавхалантарма республика хыснинче 5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкарта каллех ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Юрать-ха, хальхинче ку пысӑк инкекпе вӗҫленмен.
Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 15 сехетре Николаев урамӗнчи 26-мӗш ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнчи чӳречерен 3 ҫулти ача тухса ӳкнӗ. Вӑл чӳрече ани ҫине хӑпарса кантӑка уҫнӑ, москитлӑ сетка ҫине таяннӑ та аялалла ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра амашӗ килтех пулнӑ.
Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Суранланнӑ ачана Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ.
Канмалли кунсенче Шупашкарта «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта пахча ҫимӗҫе йӳнӗрехпе туянма пулать.
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен суту-илӳ лапамӗсем тӑватӑ вырӑнта ӗҫлеме пуҫлӗҫ: «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ», «Николаевски», «Ҫурҫӗр ярмӑркки» суту-илӳ комплексӗсенче, «Шупашкар» пасарта.
Пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑра пыл, йывӑҫ-тӗм хунавӗсем, чечексем, сӗт юр-варӗ, кӗрпе таврашӗ сутӗҫ. Хула администрацийӗ ирттернӗ мониторинг ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫакнашкал пасарти тавар 30 процент йӳнӗрех.
Паян ҫӗрле Шупашкарта нумай хутлӑ ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр виллине тупнӑ. Ку инкек Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 25-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ патӗнче пулнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗр 23 ҫулта пулнӑ, вӑл 11 хутран ӳкнӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хӗр мӗнле майпа ӳкнине тӗпчет.
Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти Горький проспектӗнче сусӑр каччӑ киле лавккаран таврӑннӑ. 3-мӗш ушкӑнри сусӑр патне палламан икӗ арҫын пынӑ.
Хайхискерсем унӑн вӑйсӑрлӑхӗпе усӑ курса ӑна тапӑннӑ, унӑн телефонне туртса илнӗ. Каччӑ кун пирки полицие тӳрех пӗлтернӗ.
Ҫакӑ палӑрнӑ: телефона вӑрланӑ 24-ри тата 35 ҫулти арҫынсем унччен те судпа айӑпланнӑ. Кӗҫех вӗсен телефон вӑрланӑшӑн та суд сакки ҫине ларма тивӗ.
Сусӑра вара телефона тавӑрса панӑ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен обществи 133/134-мӗш номерлӗ «Хусан–Питӗр» пуйӑс расписанине улӑштарма йышӑннӑ.
Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пуйӑс тӑватӑ кунта пӗрре хутлама тытӑнӗ. Авӑн уйӑхӗнче, тӗслӗхрен, 9, 13, 17, 21, 25-мӗшӗсенче ҫула тухӗ, каялла килме — авӑн уйӑхӗн 10, 14, 18, 22, 26-мӗшӗсенче.
«Шупашкар – Питӗр» прицеп вакунӗсене те сайра ҫӳретӗҫ. Вӗсем 8 кунта пӗрре ҫеҫ пулӗҫ. ҫак уйӑха илсен, Питӗре Шупашкартан авӑн уйӑхӗн 13, 21, 29-мӗшӗсенче пуйӑспа кайма май килӗ, унтан каялла килме: авӑн уйӑхӗн 10, 18, 26-мӗшӗсенче.
Шупашкарти «Атӑл» хӑна ҫурчӗн пуҫлӑхӗ пулма тивӗҫ ҫынна шыраҫҫӗ. Ку хыпара Инстаграмра delo_121 пабликра пӗлтернӗ.
Асӑннӑ гостиница Президент бульварӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта 33 номерте 50 ҫынна йышӑнайраҫҫӗ.
Хӑна ҫуртӗнче хамӑр тӑрӑхри хӑнасенчен пуҫласа ют ҫӗршыв делегацийӗсем таранах хапӑл. Вӗсене валли пӗр тата икӗ вырӑнлӑ номерсем, студисемпе люкс номерсем, гранд тата президент люкс номерсем, апартаментсемпе сюитсем пур.
Гостиница директорӗ пулма ӗмӗтленекенсен заявленийӗсене аван уйӑхӗн 17-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкар хулинче залива юсама тытӑннӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫе чӳк уйӑхӗн ҫуррисенче вӗҫлемелле.
Амӑшӗн палӑкӗ умӗнчи лапама тата картлашкасене ҫӗнетесси, шыв сетьне улӑштарасси халӗ малалла пырать. Строительство объекчӗн тӗп архитекторӗ – Филипп Якубчук. Заливра ҫуран тата велосипедпа ҫӳремелли зонӑсем, ача-пӑчапа спорт лапамӗсем, баскетболпа воркаут лапамӗсемпулӗҫ. Юсав ӗҫӗпе тӳре-шарапа пӗрлех паллашнӑ Андрей Михайлов журналист «Хыпар» сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «залив хӗрринче пирс тунӑ, 1,5 пин тӑваткал метр брусчатка сарнӑ, дамба ҫине боллардсемпе, вырӑн-вырӑнпа асфальт сарнӑ, светильниксене улӑштарӗҫ, йывӑҫсемпе тӗмсем лартӗҫ».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |