Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗре пула фитнес-студире пушар тухнӑ. 22 ҫулти пике ятарласа сиен кӳмен-ха. Пӑтӑрмах ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. Ҫунакан ҫуртана вӑл администратор стойки ҫинче хӑварнӑ.
Фитнес-студире хӗр 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫленӗ. Ҫутнӑ ҫуртапа вӑл зал тӑрӑх утнӑ, сӳнтерменскере пластик стакана ярса администратор стойки ҫине лартса хӑварнӑ. Вут-ҫулӑм пурлӑхӑн пӗр пайне тӗп тунӑ, теприне сиенленӗ.
Хӗре суд РФ Пуҫиле кодексӗн 168-мӗш статйипе айӑпланӑ. Пике айӑпа кӑштах йышӑннӑ май маларах тӑкака 250 пин тенкӗлӗх саплаштарнӑ-ха. Анчах суд тата фитнес-студи хуҫи унпах ҫырлахман. Пикене суд 6 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, тӑкака туллин саплаштармалӑх тепӗр 350 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкар хулин администрацийӗ икӗ электроавтомобиль туяннӑ. Асӑннӑ транспорт хула тӑрӑх патруле тухӗ.
Хулан сити-менеджерӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсем Хӗрлӗ тӳрем, залив тата Мускав ҫыранӗ тӑрӑх тӗрӗслесе ҫӳрӗҫ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ – вандалсене тытса чарасси.
Транспорта туянма Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗ ыйтнӑ имӗш. Ҫавна кура хула администрацийӗ укҫа-тенкӗ уйӑрса панӑ.
Патруль транспорчӗсем – Таиландри «Voltus» маркӑллӑ машинӑсем. «Voltus LP41B» гольфкар пӗр сехетре 25–30 километр каяйрать. Ҫутӑ заправки машинӑна 100 километр каймалӑх ҫитмелле.
Электромобильсене Шупашкара кӳрсе килнӗ ӗнтӗ. Вӗсене тивӗҫлипе йышӑннӑ хыҫҫӑн ҫула кӑларӗҫ.
«Пӗрлехи Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн президиумӗ Николай Владимирова республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫӗнчен РФ Федераци Канашне сенатор пулма сӗннӗ. Татӑклӑ йышӑнӑва республикӑн Патшалӑх Канашӗн пӗрремӗш сессийӗнче тӑвӗҫ. Лару авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче иртмелле. Чӑваш Ен парламентӗнче чылайӑшӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ пулнине шута илсен асӑннӑ кандидата депутатсем ырласси пирки иккӗленме кирлӗ мар.
Конституцире пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫӗршывӑн Федераци Канашӗнче Раҫҫейӗн кашни регионӗнчен икшер кандидат пулмалла. Чӑваш Енӗн тепӗр пайташӗ пулма республика ертӳҫи Олег Николаев Николай Федорова сӗннӗ.
Николай Федорова нумайӑшӗ пӗлет. Вӑл Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ.
Николай Владимиров пирки ҫакна пӗлтермелле: вӑл пӗр вӑхӑт «Чӑваш бройлерӗ» предприятие ертсе пынӑ. Николай Николаевич 1979 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кӑнтӑрла тӗлне Шупашкарта Иван Яковлев проспектӗнчи 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ.
Вырӑна следовательсем, полицейскисем, тухтӑрсем килнӗ. Судмедэкспертсем те пынӑ. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, ватӑ хӗрарӑм уҫӑлма тухнӑ та ӑна япӑх пулса кайнӑ. Вӑл 80 ҫулсенчи пек курӑнать.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑмпа ҫисе наркӑмӑшланнӑ 13 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Катастрофа медицинин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хырӑмлӑхне тасатса пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти хӗрарӑм кӑмпа ҫисен хӑйне япӑх туйнӑ. Унӑн пуҫӗ ҫаврӑннӑ, куҫӗ хуралса килнӗ, кӑмӑлӗ пӑтраннӑ. Вӑл шыв нумай ӗҫсе хырӑмлӑхне тасатнӑ, анчах ку пулӑшман. Ҫавӑнпа вӑл васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Етӗрне районӗнче харӑсах 3 ҫын наркӑмӑшланнӑ. Вӗсем пӗр сӗтел хушшинче кӑмпа ҫинӗ. Вӗсене те пӗрремӗш медпулӑшу парса пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта пулнӑ аварире ҫынсем вилнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ пӗлтерет. Авари ӗнер, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулнӑ.
Орлов тата Вишнев урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта «Хендай Солярис» тата «Лада Гранта» ҫапӑннӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» аслӑ ҫул ҫине тухнӑ чухне «Хендай Соляриса» ирттерсе яман.
«Лада Грантӑри» ҫынсене машинӑра хӗстерсе лартнӑ. 80 ҫулти водитель ҫавӑнтах вилнӗ. 81 ҫулти пассажиркӑна пульницӑна илсе кайнӑ. «Хендай Солярис» машинӑри виҫӗ пассажира (иккӗшӗ – ача) пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарти тӗп пасар умӗнче ларакан скульптурӑна – хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри сутакан карчӑка – илсе пӑрахасшӑн. Хула администрацийӗ унӑн шӑпине татса парас тесе «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет.
Аса илтерер: 300 килограмм таякан пӑхӑр скульптурӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче лартнӑ. Анчах кайран ӑна илсе пӑрахнӑ, 2017 ҫулта каллех вырнаҫтарнӑ. Халӑхра ҫӳрекен сас-хура те тӗрӗсех: иртнӗ ӗмӗрте ҫак вырӑнта пӗр карчӑк хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри сутнӑ. Ҫавӑнпа скульптурӑна шӑпах унта лартма шутланӑ-мӗн.
Анчах хула администрацийӗн каллех ыйту сиксе тухнӑ: ҫак карчӑк пасар умӗнче кирлех-и? Эсир мӗнле шухӑшлатӑр? Сасӑлава хутшӑнӑр.
Шупашкарти «Амазони» паркра аван уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ретро-машинӑсен фестивалӗ иртет. Вӑл хӗлле каток пулакан вырӑнта уҫӑлӗ.
Уяв 10 сехетре пуҫланать, 11 сехетре – концерт, 14 сехетре – фаер-шоу. Фестивальте ГАЗ-АА, ГАЗ-05-193, ГАЗ-С1, М-20 «Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-14 «Чайка», тӗрлӗ ҫулти «Москвич», ГАЗ-69, ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, ҫавӑн пекех DODGe-WC51 1941, ИЖ-49 тата JAWA-350 ретромотоциклсем курма пулать.
Курава Тутарстан, Мари Эл, Пушкӑртстан, Чулхула, Чӗмпӗр, Челепи, Ярославль, Киров, Самар облаҫӗнчен хӑнасем килмелле.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Ярославль урамӗнчи вӑрманта тин ҫуралнӑ ача виллине тупнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, пӗчӗкскер сывлӑшне пӳлнипе вилнӗ. Ӑна телефон наушникӗпе пӑвса вӗлерни паллӑ. Вилнӗ ачана хутаҫа чиксе вӑрмана кайса пенӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан амӑшне халӗ те тупайман. Ӑна шыраҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансенчен те пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ку лару-тӑру пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 8 (8352) 24-20-03, 8-999-756-00-79.
Амӑшӗ пирки хыпар пӗлтерекене ахаль хӑвармӗҫ, хавхалантарӗҫ.
2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан ҫын суя паспорт илес тесе тӗнче тетелӗнче калаҫса татӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне ярса панӑ. Ҫапла вӑл суя паспортлӑ пулса тӑнӑ. Куншӑн вӑл 5 пин тенкӗ тӳленӗ.
Тепӗр икӗ уйӑхран хайхискер Шупашкарти суту-илӳ центрне пырса кредитпа телефон туяннӑ. Тупӑшне те суйса кӑтартнӑ. Ӑна 27 пин те 940 тенкӗ тӑракан телефона кивҫен панӑ. Ҫапах суя тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Нумаях пулмасть суд иртнӗ. Унӑн ирӗкне 2 ҫул та 10 уйӑхлӑха чикӗленӗ.
.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |