Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Ҫавна май логотип палӑртас тӗллевпе конкурс ирттернӗ. Ӑна пӗтӗмлетнӗ.
Финала тӑватӑ ӗҫ тухнӑ. Конкурс комиссийӗ Владислав Кондратьевӑн ӗҫне пысӑк хак панӑ. Вӑл «Влад и КО» ертӳҫи.
Аса илтерер: РФ Патшалӑх Думинче те Иван Яковлева халалласа курав иртет. Канмалли кунсенче Шупашкарти Арбатра «Вӑхӑтран иртсе кайнӑ ҫын» курав уҫӑлнӑ.
Agabazar // 4996.5.1748
2023.04.10 10:17 | |
Кунта «выдающийся» тени ним тума та кирлĕ мар. Вăл сăмах — ытлашши. | |
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.04.15 11:02 | |
Каллех ВЫРӐСЛА КӐНА ҫырнӑ!
Намӑс! КУ - чӑваш халӑхӗпе чӑваш чӗлхинчен кулни!!! Тата... МА хӑратпӑр эпир АСЛӐ тата ВЕЛИКИЙ сӑмахсенчен?! Мӗн, тӗнче пӗтет-им чӑваш халӑхӗпе чӑваш тӳри-шари хӑйӗн чӑннипех АСЛӐ ывӑлӗсене - И.Я.Яковлева, Константин Иванова, Ҫеҫпӗле, Петӗр Хусанкая, Элкере, Андриян Николаева т.ыт. те -АСЛӐ тата ВЕЛИКИЙ теме, ҫав шутра официаллӑ та, пуҫласан?! Хӑҫан ӑсланатпӑр?! Хӑҫан?! Валери ТУРКАЙ |