Шупашкар хулинче пурӑнакан Елизавета Шакирова паян, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 101 ҫул тултарнӑ!
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл Инҫет Хӗвелтухӑҫне лекнӗ. Унта Совет ҫарӗн ретӗнче телефонисткӑра тӑрӑшнӑ. Унтах пулас мӑшӑрӗпе Дмитрий Ивановичпа паллашнӑ. 40 ҫул ытла пӗрле пурӑннӑ вӑхӑтра пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Паян кинемейӗн икӗ мӑнук, вӗсен виҫӗ ачи пур.
Ҫулӗ ҫамрӑк мар пулин те кинемей пурнӑҫа юратать. «Ватӑлни пирки пӗрмай шухӑшламалла мар. Яланах, юлашки кунчченех, ыррине шанмалла. Тата юлашки кун час ҫитмессине шанмалла», — тет вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑ ҫын.