Шупашкарти Дементьев урамӗнчи 22-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче каҫхине 23 сехетре сасӑпа вӑранса кайнӑ. Тепӗртакран мӗн пулса иртни паллӑ пулнӑ: подъезд карнизӗ ҫине ҫын персе аннӑ.
Ҫав ҫын 40-45 ҫулсенчи пек курӑнакан хӗрарӑм пулнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу, следовательсем 10 минутран ҫитнӗ. Хӗрарӑм карниз ҫине ӳксенех вилнӗ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре унӑн виллине илсе кайнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, хӗрарӑм 9-мӗш хутран ӳкнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ, вӑл мӗнле майпа ӳкнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта шкул ачине шыраҫҫӗ. 11-мӗш класра вӗренекен 17 ҫулти каччӑ килтен тухса кайсан таврӑнман.
Тимур Мухамад Азадович Миа, 2004 ҫулта ҫуралнӑскер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче рюкзак, палатка йӑтнӑ та хӗрлӗ велосипед ҫине ларса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман.
Тимур 182 сантиметр ҫӳллӗш, симӗс куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура кеда тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫӳллӗ, куҫлӑх тӑхӑннӑ каччӑна курсан 8 800 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта канмалли кунсенче ярмӑрккӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хупӑнӗҫ.
Ярмӑрккӑсем хулари темиҫе вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ: «Николаевски», «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗсенче тата «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫывӑхӗнче.
Ярмӑрккӑсенче пахча ҫимӗҫе йӳнӗ хакпа туянма пулать. Тӗслӗхрен, купӑста 25-40 тенкӗ тӑрать, сухан – 30-40 тенкӗ, кишӗр – 30-50, кабачок – 10-30, хӑяр – 30-35, помидор 50-80 тенкӗ.
Унта пахча ҫимӗҫ сутакансем вырӑна тара илнӗшӗн укҫа тӳлемеҫҫӗ. Ҫавна май тавар хакӗ те самай пӗчӗкрех.
Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм, шкулта ачасене вӗрентекенскер, ултавҫӑсене ӗненсе самай пысӑк укҫа куҫарса панӑ: 900 пин тенкӗ.
Ку ҫапла пулса иртнӗ: ҫарла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, ун ячӗпе такам кредит илесшӗн-мӗн. Вӗрентекен тӳрех ӗненмен. Анчах лешсем унран хӑпман, ҫине-ҫинех шӑнкӑравланӑ.
Юлашкинчен ҫамрӑк хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненнӗ, 29 абонент номерӗ ҫине 900 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие заявлени ҫырма кайнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗ тин ҫуралнӑ ачана регистрациленӗ. Пепке Президент пепкелӗх центрӗнче ҫурлан 11-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ку вӗсен кулленхи ӗҫӗ-ха, анчах ачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ: Луна. Пусӑм «у» саспалли ҫине ӳкет.
Луна ят латин чӗлхинчен пулса кайнӑ. Ҫапла Авалхи Римра Уйӑх туррине чӗннӗ. Унтан «Луна» сӑмах итальян тата испан чӗлхисене куҫнӑ, хӗрачасене ҫавнашкал ят пама тытӑннӑ.
Шупашкар хулинче «Поделись урожаем» (чӑв. Тухӑҫа парнеле) акци иртет. Ӑна тӗп хулари Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр йӗркеленӗ.
Асӑннӑ учрежденире «Тӗрӗс апаталану – вӑрӑм ӗмӗр никӗсӗ тата усӑллӑ йӑла» проект пурнӑҫланать. Кӑҫал кӑна мар-ха. Ытти ҫул та ӑна йӗркеленӗ.
Хальхи вӑхӑтра пахчасенче улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ пулса ҫитнӗ. Ҫуркунне ытларах акса-лартса хӑварас килет, кӗр ҫитсен тухӑҫ йӑтӑнса тӑрать, тирпейлесе те пӗтереймӗн. Хулара ялти пек картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усрамастӑн-ҫке — ҫынна ҫиме питӗ нумаях та кирлӗ мар. Ҫавӑн пек шухӑшлакан пахчаҫӑсем ытлашши пахча ҫимӗҫе теприсене кӑмӑлтан параҫҫӗ.
Социаллӑ ӗҫченсем пахча ҫимӗҫе пӗччен пурӑнакан, дачӑра ӗҫлеме пултарайман е пахча ҫук ваттисене ҫитерсе параҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче паян, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Алексей Трофимов ӳнерҫӗн «Скульптор-монументалист Анатолий Брындин. Принципы стилеобразования и пластическая структура» кӗнекине хӑтлӗҫ. Мероприяти 16 сехетре пуҫланӗ.
Маларах асӑннӑ кӑларӑма 2019 ҫулта Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Анатолий Брындин — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, скульптор-монументалист, Брындинсен типографийӗн ертӳҫи. Ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнче вӑл 80 ҫул тултарнӑ. Анатолий Брындин 1941 ҫулта Тутарстанра ҫуралнӑ. Пилӗк ҫулта ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ, вуннӑра — ашшӗсӗр. Шупашкарта пурӑнакан тӑванӗ усрава илнӗ хыҫҫӑн пирӗн республикӑна куҫса килнӗ. 1961 ҫулта Шупашкарти художество училищине вӗренме кӗнӗ, 1968 ҫулта — Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ аслӑ ӳнерпе промышленность училищине. 2013 ҫулта ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Кӑҫал Шупашкара 314 теплоход ҫитнӗ. Ҫапла пӗлтерет Шупашкарти юханшыв порчӗ.
Теплоходсемпе Атӑл тӑрӑх 42 пин ҫын пирӗн хулана курма килнӗ. Анчах ку хисеп тата нумайланмалла. Ҫитес вӑхӑтра юханшыв порчӗ тепӗр 120 теплохода йышӑнмалла. Вӗсемпе Шупашкара тепӗр 57 пин турист ҫитмелле.
Сӑмах май, Куславккари пристань те Атӑл тӑрӑх килекен теплоходсене йышӑнать. Унта та туристсем самай килеҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи 1-мӗш клиника пульницин бактериологи лабораторине ӗҫре кирлӗ оборудованипе пуянлатасшӑн.
Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртмелле. Унӑн кун йӗркине кӗртнӗ 31 ыйту хушшинче ҫавӑ та пур.
2021 ҫулта бактериологи лабораторийӗ валли тӗрлӗ йышши анализатор, ҫав шутра микроорганизмсене уйӑрса илмеллисем, микроскопсем, тӗпчев ирттермелли инструментсем, тӗрлӗ хатӗр, шӑнтмалли камерӑсем, ятарлӑ сӗтел-пукан.
Оборудовани туянма федераци тата республика хыснисенчен пурӗ 98 ытла миллион тенкӗ уйӑрасшӑн.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти суту-илӳ центрӗнче ӗҫлекен 35 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса нуши пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ.
Хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ӗҫри телефонӗ ҫине ҫамрӑк арҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл унӑн ӗҫтешӗ-мӗн. Хайхискер баннерсене, реклама стенчӗсене, светодиодлӑ хатӗрсене илсе ҫитернӗшӗн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм ӑна ӗненсе кассӑран 50 пин тенке илнӗ те лешӗ каланӑ счет ҫине хунӑ.
Ҫав арҫын ӗҫтешӗ мар, ултавҫӑ пулнӑ иккен. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |