Ҫак кунсенче Мускавра иртнӗ Non/Fiction ӑс-тӑн литературин 18-мӗш ярмӑрккинче кӑҫалхи преми лауреачӗсене палӑртнӑ. Ҫавсен хушшинче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн философи тата право кафедрин доценчӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Дмитрий Воробьев та ҫӗнтернӗ.
Ӑна «Куҫару» номинацире Швеци тата Норвегин хальхи вӑхӑтри прозипе поэзине куҫарнӑшӑн палӑртнӑ.
1978 ҫулта ҫирӗплетнӗ премипе литературӑра палӑрнисене хавхалантараҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна Ленинградри самиздатӑн «Часы» литература журналӗ ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ултӑ номинацире: «Поэзи», «Проза», «Гуманитари тӗпчевӗ», «Литература умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн», «Литература проекчӗсем/Критика», «Куҫару». Преми виҫи 1 тенкӗпе танлашать.
Халӑх юррине шӑрантаракан 40 юрӑҫ чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти педагогика университечӗн ӳнер тата музыка вӗрентӗвӗн факультечӗн сцени ҫине тухнӑ. Конкурса хутшӑнас шухӑшлисем 14 районти 60 солист тупӑннӑ. Анчах финала пурте лекеймен.
Халӑх юррисене пухнӑ тата вӗсене юрланӑ Ираида Вдовина ячӗллӗ конкурса Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУпа пӗрле ирттернӗ. «Ай, юрлар-и!» регионсем хушшинчи конкурса кӑҫал улттӑмӗш хут ирттернӗ.
Конкурса икӗ номинаципе йӗркеленӗ: «Студенты специальных музыкальных учебных заведений» (чӑв. Ятарлӑ музыка вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем) тата «Любители народной песни» (чӑв. Халӑх юррине юратакансем). Юрласа ӑмӑртакансене Михаил Кондратьев музыковед, ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ, Чӑваш гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пай пуҫлӑхӗ; «Классика» юрӑ капеллин дирижер-хормейстерӗ, Шупашкарти Ф. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча шкулӗн хор уйрӑмӗн ертӳҫи Александра Васильева; Александр Осипов музыковед; Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Светлана Лаврентьева; Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн пай пуҫлӑхӗ Светлана Тяхмусова; Ҫӗрпӳ районӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗн пуҫлӑхӗ Светлана Смирнова тата Ирида Вдовинан хӗрӗсем — Рива Захаровапа Луизы Березнева — хакланӑ.
Нумаях пулмасть Раҫҫейри тата ҫывӑх хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсенчи спортсменсем ирӗклӗ кӗрешӳре ӑмӑртнӑ. Унтан 200 ытла кӗрешӳҫӗ хутшӑннӑ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗренекен, Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Даурен Куруглиев черетлӗ хутчен ҫӗнтернӗ. Ку ӗнӗпе вӑл маттур, чылай ӑмӑртура мала тухса хаклӑ парнесене тивӗҫет.
Хальхинче те Даурен машинӑна тивӗҫнӗ. Пӗлтӗр те вӑл ӑмӑртуран машинӑпа таврӑннӑ. Виҫӗмҫул вара тупӑшура Ниссан маркӑллӑ «тимӗр урхамахпа» таврӑннӑ.
Кӑҫал ӑмӑрту Дагестанра виҫҫӗмӗш хутчен иртнӗ. Спортсменсем ултӑ виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Даурен 86 килограмм тайман виҫе категорийӗнче мала тухнӑ.
Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче чӑваш чӗлхипе тата литературипе кӑсӑкланакансем ҫулсерен хушӑнса пыраҫҫӗ. Ку шухӑша филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин ертӳҫи Татьяна Денисова палӑртнӑ.
Преподаватель хӑйӗн шухӑшне вӗренме кӗренекенсем хушшинчи конкурс пысӑкланнипе ҫыхӑнтарнӑ. Тепӗр саманта та асӑрханӑ вӑл: Чӑваш Енре чӑвашла вӗренекенсен йышӗ чакать. Лару-тӑру малашне те ҫаплах пулсан «наци республикишӗн караул пулать», — тесе цитатӑлать филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн сӑмахне REGNUM информаци агентстви.
Сӑмах май каласан, ЧППУра чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсене хатӗрленӗ май вӗсене вырӑс чӗлхине вӗрентме те хӑнӑхтараҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Чӗлхе фестивалӗ черетлӗ хутчен иртет. Шучӗпе 21-мӗш шутланаканскере тӗнче шайӗнче йӗркелеҫҫӗ. «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ҫамрӑксен эсперанто ассоциацийӗ хыпарланинче фестивальте азербайджан, араб, акӑлчан, исланд, итальян, каталан, китай, хинди, швед тата ытти нумай-нумай чӗлхепе паллашма май килессине пӗлтернӗ, ҫав шутра чӑваш чӗлхи те пур паллах.
Фестивале хӑй вӑхӑтӗнче Америка эсперантисчӗ Дэннис Киф пуҫарнӑ. Францири Лура юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Тур хулинче иртнӗ фестиваль пирки «Контакто» пӗтӗм тӗнчери эсперанто-журнал пӗлтернӗ. 1995 ҫулта ун пеккине Раҫҫейре пуҫласа йӗркеленӗ. Тепӗр ҫулхине шупашкарсем те ирттернӗ.
Тӗрлӗ халӑх чӗлхипе паллаштарас, унпа кӑсӑклантарас, упраса пулӑшас тӗллевлӗ мероприяти кӑҫал та кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Фестиваль ЧППУ тӗп корпусӗнче иртӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян «Юрий Ефимов тата чӑваш филологийӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсем» анлӑ лару иртрӗ. Унта Ефимов Юрий Филипповича аса илчӗҫ.
Анлӑ ларура хӑйсен асаилӗвӗсемпе Леонид Петров, Виталий Сергеев, Пётр Яковлев, Юрий Скворцов, Елизавета Васильева, Анна Егорова паллаштарчӗҫ. Мероприятие тӑванӗсем те килнӗччӗ.
Ефимов Юрий Филиппович 1941 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Аслӑ пӗлӗвне Чӑваш патшалӑх педагогика инситучӗн историпе филологи факультетӗнче илнӗ. Ун хыҫҫӑн ачасене вӗрентнӗ, «Пионер сасси» (хальхи «Тантӑш») хаҫат редакцийӗн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1972–1975 ҫулсенче чӑваш телекуравӗнче литературӑпа драма, ача-пӑча редакцийӗсенче ӗҫленӗ. 1991–1998 ҫулсенче гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче вӑй хунӑ.
Юрий Филиппович — 30 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Вӑл пуҫарса янипе хальхи вӑхӑтра «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» хатӗрлеҫҫӗ. 2 томӗ тухнӑ, кӑҫал виҫҫӗмӗшне кун ҫути кӑтартмалла.
Диктанта юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктанчӗ пӗрремӗш хут иртессине, тепгр майлӑ каласан, пирӗн республика та Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнма кӑмӑл тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре Пысӑк этнографи диктантне 7 лапамра ҫыртарнӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канаш, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те иртнӗ. Унта 15 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксем тата аслӑраххисем, пурӗ 500-е яхӑн ҫын, хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче иртнӗ диктанта студентсемпе, наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫисемпе пӗрлех Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Иванов та ҫырнӑ.
Диктантӑн кӑтартӑвӗпе, тӗрӗс хуравсемпе, час-час тӗлпулнӑ йӑнӑшсене тишкернипе http://www.miretno.ru сайтра чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче паллашма май килӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче «Сорокин еткерӗсем» фестиваль иртнӗ. Ӑна йывӑҫран тӗрлӗ эреш касса кӑларнӑ Семен Сорокин ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестивале Чӑваш Ен ӑстисем те хутшӑннӑ.
Ӑстасем виҫӗ кунра виҫӗ метрлӑ йывӑҫран скульптурӑсем касса кӑларнӑ. Юмахри илемлӗ сӑнарсем пулса тухнӑ. «Хӑвӑрт касса кӑларасси» номинацире И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн доценчӗ Алексей Казаков ҫӗнтернӗ.
ЧППУ доценчӗ 45 минутра скульптура касса кӑларнӑ. Пахча валли кӳлепе касса кӑларасси енӗпе те ӑна ҫитекенни пулман.
Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти 5-мӗш гимназире технологи предметне вӗрентекен А.Г.Кошкин йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Мӑкшӑ Республикин ӑсти йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама лартнӑ хыҫҫӑн министр портфельне Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне Юрий Исаева тыттарас шанчӑк пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ шӑп та лӑп уйӑх каялла пӗлтернӗччӗ. Вӑл хыпара эпир Александр Белов журналист ҫырни тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унта вӑл ку хыпара Элтепер Администрацийӗнчи шанчӑклӑ ҫӑлкуҫ калани тӑрӑх пӗлнине асӑнса хӑварнӑччӗ.
Чӑн та, тӗрӗсех илтнӗ журналистика мэтрӗ — Юрий Исаева министр пуканне шанса панӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. 631-р номерлӗ хушӑва республикӑ влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» баннерта вырнаҫтарнӑ.
Александр Яковлев биолога пӗлмен орнитолог ҫук пулӗ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗскер Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн химипе биологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти вӑтам шкулта вӗрентекенте тӑрӑшнӑ. Педагогика институтӗнче те ӗҫленӗ ҫак ӑслӑ этем, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Наци вӑрманӗнче» директорӑн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче те.
Юлашки ҫулсенче Саша тӗрлӗ тӑрӑха кайса унти кайӑк-кӗшӗке тӗпчет. Пурне те хут ҫине куҫарать вӑл, ӳкерсе те илет. Аякри ҫӗрсенчи кайӑк-кӗшӗк тӗнчине ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пек тӗпчессине Александр Яковлев 2013 ҫулта Курил утравӗ ҫинчи пысӑк сӑмсаллӑ ула кураксенчен пуҫланӑччӗ.
Кӑҫал та орнитолог пӗр вырӑнта лармасть. Нумаях пулмасть вӑл Ямал ҫурутрав ҫинчен таврӑннӑ. Темиҫе кунтанах Амур тӑрӑхӗнчи Зея юханшывӗ хӗррине тухса кайнӑ. Унта вӑл Тукурингра ту сӑртӗнчи Зея заповедникӗнче тӗпчев ӗҫӗпе тӑрмашать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ева Лисина, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |