Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди нумаях пулмасть Лос-Анджелесра ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ тӗнче кубокӗнче тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑмӑрту иртнӗ вырсарникун вӗҫленнӗ.
Пӑхӑр медальшӗн ҫапӑҫнӑ чухне Раҫҫей спортсменӗсем Азербайджан ҫыннисене выляса янӑ. Тупӑшу 4:4 шутпа вӗҫленнӗ-ха, анчах очкосене пӑхсан азербайджансем вӑйлӑрах пулнӑ. Тӗнче кубокӗнче Иран спортсменӗсем ҫӗнтернӗ. Вӗсем Америкӑрисене 5:3 шутпа ҫӗнтернӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӑй-хал культурин факультетӗнче вӗренекен, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Даурен Куруглиев та пулнӑ. Вӑл Чӑваш Ен тата Дагестан чысне хӳтӗленӗ.
Ольга Смирнова тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер пӗрре те выляса яман. Вӑл Монголи спортсменне ҫӗнтернӗ. Унтан Лос-Анджелес спортсменне парӑнтарнӑ. Каярахпа Даурен Раҫҫей командин пухмачне тепӗр ылтӑн медальпе пуянлатнӑ.
Ҫапла майпа Даурен Куруглиев виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Паян Константин Иванов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Чӑваш литературин классикӗ 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче чирлесе вилнӗ. Ку вӑл кивӗ стильпе шутласан (энциклопедисенче ӑна илсе панӑ), хальхи стильпе пӑхсан вара ку кун шӑп та паянхине лекет.
Константин Иванова паян Шупашкарти икӗ палӑк умӗнче те асӑнчӗҫ. Асаилтеретпӗр, пӗри Константин Иванов урамӗ ҫумӗнчи скверта вырнаҫнӑ, тепри — ун ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнче. Скверти палӑк патне Виталий Родионов, ҫыравҫӑсемпе литература тӗпчевҫисем, Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем килчӗҫ, театр ҫумӗнчи патне — чӑваш хастарӗсем тата Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 5-мӗш курсра вӗренекен студентсем. Ҫавӑн пекех паллӑ классика асӑнма тата чечек хума «Хыпар» издательство ҫуртӗнчен Валери Туркай та ҫитрӗ. Вӑл икӗ палӑк умне те чечек хучӗ.
Чечек хуриччен пухӑннӑ халӑх Константин Ивановӑн пултарулӑхне аса илчӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи йӗркесене вуларӗ. Мероприяти поэта «Ҫӑлкуҫ» кафере асӑннипе вӗҫленчӗ.
Шупашкарта Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тата укҫана кӗсьене чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ректор пулнӑ май ҫав ҫын 2007–2009 ҫулсенче Вӗренӗвӗн федераци агентствипе килӗштермесӗрех хӑйне хавхалантармалли тӳлев парасси пирки хушусем кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ӑна 4,5 миллион тенкӗ тӳленӗ. Ҫакӑ хайхи ертсе пынӑ аслӑ шкула ҫавӑн чухлӗ тенкӗлӗх шар кӑтартнине пӗлтерет.
Ректор пулнӑ ҫынна Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 160-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе преступлени тунӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ.
Халӗ тӗпчев малалла пырать.
Чӑваш Енре Пӗтӗм ҫӗршывӗпех ҫулсерен иртекен «Студентсен десанчӗ» акци пуҫланнӑ. Унта республикӑри пилӗк аслӑ шкулти (И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, ял хуҫалӑх академийӗ, Мускаври автоҫул институчӗн Атӑлҫи филиалӗ тата Раҫҫейӗн патшалӑх социаллӑ университечӗ) студентсен хутшӑнаҫҫӗ.
Студентсене кӗтсе илнӗ пӗрремӗш подразделени Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин экспертпа криминалистика уйрӑмӗ пулса тӑнӑ. Уйрӗм епле ӗҫленипе центрӑн ертӳҫи, полици полковникӗ Александр Шешнев каласа кӑтартнӑ. Вӑл экспертсем мӗн туни пирки те пытарман, туса ирттерекен тӗпчевсем пирки те ӑнлантарса панӑ. Кайран ачасене пӳлӗмсенче лабораторисене кӗртсе кӑтартнӑ. Алӑ пӳрнин йӗрри тӑрӑх ҫынна палӑртакан тытӑм пирки уҫӑмлатнӑ. Ҫыннӑн пуҫ шӑмми тӑрӑх ҫынна палӑртни, вилли тӑрӑх вӑл арҫын е хӗрарӑм пулнине, миҫерине уйӑрнинчен уйрӑмах тӗлӗннӗ-мӗн.
Раҫҫейӗн гуманитари ӑслӑлӑх фончӗ пӗлтӗр ирттернӗ конкурссене пӗтӗмлетнӗ. ТОП-25-е пирӗн республикӑри аслӑ шкулсем те лекейнӗ.
Конкурса хутшӑнма панӑ заявкӑсем тӑрӑх пирӗн республика ТОП-10-ех кӗнӗ. Ку енпе вӑл пиллӗкмӗш вырнӑ йышӑннӑ-мӗн. Заявкӑсен шучӗпе Мускав, Питӗр хулисем, Свердловск облаҫӗпе Краснодар енӗ кӑна иртнӗ. Пӗтӗмпе 8 пине яхӑн заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 6,7 пине яхӑнне конкурса хутшӑнма ирӗк панӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ заявкӑсен шучӗпе 7-мӗш вырӑн йышӑннӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ те конкурса ытахальтен хутшӑнман — вӑл 13-мӗш вырӑнта.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Юрий Васильева республика Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫине лартасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Унччен юлашки вӑхӑтра Юрий Егорович ку ӗҫе вӑхӑтлӑх пурнаҫласа пурӑннӑччӗ.
Михаил Игнатьев Юрий Васильева ку тытӑмра ҫӗнӗ структура йӗркелеме хушнӑ. Ҫапла тума вӑл, Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, аппарат тухӑҫлӑрах ӗҫлетӗр, Патшалӑх Канашӗпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну тыттӑр тесе хушнӑ-мӗн.
Юрий Васильев 1968 ҫулта Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри ракета училищинче, Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ педучилищинче вӗреннӗ. Ҫар служби хыҫҫӑн педагогра ӗҫленӗ, кайран муниципалитет службине куҫнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацине ҫитиччен Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Сӑнсем (5)
Раштавӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта «Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Сӑкӑт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Петр Метин профессор астӑвӑмне халалланӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх семинарӗ иртнӗ.
Семинара И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин доценчӗсем Николай Осипов, Ольга Скворцова тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи профессорӗ Галина Ермакова, Патӑрьел районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хутшӑннӑ.
Тӗлпулӑва пухӑннисем чи малтанах Сӑкӑт масарӗнче канлӗх тупнӑ Петр Метин вил тӑприне ҫитсе пуҫ тайнӑ, чечек ҫыххи хунӑ. Ӗҫтешӗсем Петр Николаевича ырӑ сӑмахсемпе аса илнӗ.
Семинар малалла Сӑкӑт вӑтам шкулӗнче иртнӗ. Районти вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗн методисчӗ Елена Перепелкина семинара уҫнӑ май чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштанӑ, Петр Николаевичӑн тӗпчев ӗҫӗсене, вӑл кӑларнӑ кӗнекесемпе вӗрентекенсем хӑйсен кулленхи вӗрентӳ ӗҫӗнче усӑ курнине ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен училищинче вӗренекен студент 12 ҫӗршыври спортсменсене ҫӗнтерсе малти вырӑна тухма пултарнӑ. Ӑмӑрту Ханты-Манси округӗнче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ.
Республикӑри 5-мӗш спорт шкулӗн воспитанникӗ, халӗ И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗренекен Даурен Круглиев 86 килограмм таякан виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ.
Ӑмӑртӑва Чӑвашри тепӗр икӗ спортсмен та хутшӑннӑ: Шамиль Исмаилов тата Руслан Самаров. Вӗсем те хӑйсен виҫе категорийӗсенче чи лайӑх 5 спортсменсен йышне кӗнӗ.
Ӑмӑртӑва Раҫҫейри нумай регионти, Канадӑри, Израильти, Польшӑри, Тунисри, Молдовӑри, Украинӑри, Арменири, Казахстанри, Таджикистанри, Азербайджанри, Кӑнтӑр Осетири спортсменсем хутшӑннӑ. Икӗ кунра медальсен 8 комплектне выляттарнӑ.
Чӳкӗн 18-19-мӗшӗсенче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра Китай культурин кунӗсем уҫӑлӗҫ. Мероприятире Китай чӗлхипе культурин центрне уҫӗҫ.
Центрӑн тӗп тӗллевӗ Чӑваш Енри студентсене, шкул ачисене Китай чӗлхине вӗрентесси пулӗ. Ҫамрӑксене Китай историйӗпе те паллаштарӗҫ.
ЧППУри Китай культурин кунӗсемпе килӗшӳллӗн Китай чӗлхипе тата каллиграфийӗпе, гимнастикипе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ, конкурссем, куравсем, лекцисем, калаҫусем пулӗҫ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче Китай историне пӗлес енӗпе шкул, лицей, гимнази вӗренекенӗсен, колледж, техникум студенчӗсен хушшинче конкурс иртӗ.
Мероприятие педуниверситетӑн студенчӗсем, вӗрентекенӗсем, Хусанти Конфуци институчӗн ӗҫченӗсем тата Китайри хӑнасем хутшӑнӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 7–9-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра студентсен пӗрлешӗвӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри IV «Хастар» слечӗ иртмелле. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ йӗркелет.
Слет программине студентсен пӗрлешӗвӗсене хӑтлассине, студентсен хӑй тытӑмлӑхне, ҫамрӑксен организацийӗсемпе пӗрлешӗвӗсене ӗҫлеттерес ыйтупа ҫавра сӗтел йӗркелессине, мастер-классемпе тренингсем кӗртнӗ. Ҫаксем ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсене тухӑҫлӑрах ӗҫлеттерме пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Слетӑн тӗп тӗллевне палӑртнӑ май федераци проекчӗсемпе программисене студентсене явӑҫтарассине ҫӗнӗ мелсем кӗртессине, пӗрлехи пысӑк проектсем хатӗрлессине, ушкӑнпа йӗркелессине аталантарассине, аслӑ шкулсемпе студентсен пӗрлешӗвӗсен хушшинче килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелессине тата ыттине палӑртнӑ.
«Хастар» слета Шупашкарти, Питӗрти, Тольяттинчи, Ижевскри студентсен пӗрлешӗвӗсем кӑмӑл тунине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |