
Литературӑпа ӳнер енӗпе республикӑри премие илессишӗн кӑҫалхи конкурса пурӗ пилӗк ӗҫ суйласа илнӗ. Вӗсене икӗ кун каяллах Чӑваш Енӗн Культура министерствине пухӑннӑ ҫав преми енӗпе ӗҫлекен комисси тишкернӗ-хакланӑ та конкурса хутшӑнма ирӗк парас тесе йышӑннӑ.
Халӗ вара — преми пирки ӗмӗтленекен ӗҫсемпе паллаштарар.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ ӑслӑлӑхпа художество кӑларӑмӗсем кун ҫути кӑтартнӑ Владимир Иванов (Алмантай), Юрий тата Сергей Ювенальевсен ӗҫӗсен ярӑмне тӑратнӑ; Чӑваш художникӗсен союзӗ — этнокультурӑн нумай енлӗхне кӑтартакан произведенисен ярӑмне (авторӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавателӗ Татьяна Шаркова); Культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен патшалӑх центрӗ — «Объекты культурного наследия Чувашской Республики» каталога (автор — Николай Муратов); И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ — «Чувашская детская литература: 60–80-е годы» монографие (авторӗ — Александр Мефодьев); А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн мемориал комплексӗ — «Чувашия космическая» каталога (авторӗсем — Зоя Антонова, Джалиля Гайнутдинова тата ыттисем).
Матреиалсем пирки шухӑш-кӑмӑла ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: 428004, Шупашкар, Президент бульварӗ, 17-мӗш ҫурт, 412-мӗш пӳлӗм.

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул районта кӑна мар, республикӑра та хисеплисенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар. Ку вӗренӳ заведенине пуҫланса кайнӑранпа виҫӗ пуҫлӑх ертсе пынӑ: Владимир Алангов, Виталий Елизаров. 2003 ҫултанпа директор пулса Ирина Гаврилова ертсе пырать.
Чӑрӑшкасси шкулӗ пӗлтӗрхи раштавран тытӑнса Л.В. Пучков ячӗпе хисепленме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
«Тӑван чӗлхе хисепӗ, сумӗ ӳстӗр тесе» район, республика шайӗсенчи тӗрлӗ конкурса, олимпиадӑна хутшӑнсах тӑни пирки пӗлтереҫҫӗ унтисем. 10-мӗш класри Анна Серебрякова, 11-мӗшӗнчи Ксения Родионова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑван патшалӑх педагогика университечӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне ирттернӗ олимпиадӑра, акӑ, иккӗшӗ те иккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра каллех уҫӑ алӑксен кунне ирттерме палӑртнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ, 12 сехетре пуҫланӗ.
Ҫамрӑксемпе факультетсен деканӗсем калаҫӗҫ, ертӳлӗх тӗлпулу ирттерӗ. Ҫавӑн пекех вӗсене университетпа паллаштарӗҫ, музея кӗртӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Ҫак кун килнӗ яш-хӗре китай чӗлхипе культурин центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Ун чухнех тӗнче тетелӗнче иртнӗ «Чӑваш чӗлхине пӗлекенсем» олимпиада ҫӗнтерӳҫисене те чыслӗҫ.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ пурне те хапӑл тусах кӗтет.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттересси пирки пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтра диктант валли текст шыраҫҫӗ — вӑл Чӑваш Енри ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑскер пулмалла. Текст тата мӗне тивӗҫтермеллине пӗлтермен, конкурса пурте хутшӑнма пултарни ҫинчен ҫеҫ каланӑ. Хатӗр текстсене гуманитари институтне ҫитерме ыйтаҫҫӗ.
Унччен ирттернӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗсем валли текста Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Пӗлтӗрхине чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Леонид Маяксем ҫырнӑ «Асран кайми кун» хайлавӗ тӑрӑх йӗркеленӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, диктант Чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртмелле. Тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сум-хисепне ӳстересси. Ӑна йӗркелекенсен йышӗнче гуманитари институчӗ, вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ, педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ.
Чӑваш литературин паллӑ тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ, ЧР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Георгий Иосифович Фёдоров профессор ҫуралнӑранпа ҫак кунсенче 74 ҫул ҫитрӗ. Шел пулин те, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайрӗ. Литературӑна юратакансем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе вӗрентекенсем тата ентешӗсем ӑста ӑсчаха тата пултаруллӑ ҫыравҫӑна асрах тытаҫҫӗ. Ӗнер, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкассинчи культурӑпа сывлӑх центрӗнче ӑна халалласа пысӑк уяв иртрӗ.
Уява вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ Владимир Васильев уҫрӗ, ял библиотекарӗ Татьяна Петрова йӗркелесе ертсе пычӗ. Пухӑннисене Шупашкартан килнӗ ӑсчахсем саламларӗҫ: гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ячӗпе — Геннадий Дегтярёв, Чӑваш патшалӑх университечӗ ячӗпе — Марина Савирӑпа Дмитрий Ефимов, педагогика университечӗ ячӗпе — Николай Осипов, культура ӗҫченӗсен ячӗпе — Владимир Милютин. Тухса калаҫакансем Георгий Иосифовичӑн нумай енлӗ пултарулӑхне уҫса пама тӑрӑшрӗҫ, Михаил Тихонов ертсе пыракан «Тӑванлӑх» вокал ансамблӗ Георгий Фёдоров кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарчӗ.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика университетӗнче Сантӑр Аксар (Александр Мефодьев) хатӗрленӗ «Чӑваш ача-пӑча литератури» пилӗк кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Кун пирки пире Виталий Станьял пӗлтерет.
Кӗнекене пысӑк хак пачӗҫ. Хаклавҫӑсен йышӗнче ЧПУ профессорӗ Юрий Артеьев, Надежда Иванова доцент, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗҫлекен Ирина Кириллова, ЧНК ӗҫтешӗ Геронтий Никифоров, ЧППУ вӗрентекен Ольга Скворцова, Татьяна Денисова, Тамара Артемьева, Галина Брусова, Николай Артемьев пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех хӑйсен шухӑшне Шупашкарти 17-мӗш шкулта вӗрентекен Светлана Кубирова, 3-мӗш лицейра ӑс паракан Альбина Медведева пӗлтерчӗҫ.
Хӑтлав кӑсӑклӑ иртнӗ — шкул ачисемпе куҫӑм мар майпа вӗренекен студентсем тухса сӑвӑ каланӑ, юрӑ шӑрантарнӑ.
Александр Иванович Мефодьев (Аксар) — паллӑ чӑваш педагогӗ, журналист, сӑвӑҫ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. 1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Еншикре ҫуралнӑ. Литература ӗҫне 1950-мӗш ҫулсенче кӳленнӗ. Пӗрремӗш сӑвви 1954 ҫулта «Авангард» хаҫатра пичетленнӗ.
Студентсен кунӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ «Ҫулталӑк студенчӗ – 2015» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Номинацисенче ҫӗнтернисене аслӑ шкулти тата хулари хисеплӗ ҫынсем пӗлтернӗ.
«Ҫулталӑк интеллекчӗ» номинацире Дарья Медведева ҫӗнтернӗ. Вӑл «пиллӗксемпе» ӗлкӗрсе пырать. Дарья факультетри общество ӗҫӗн председателӗ, аслӑ шкулти ҫамрӑк ӑсчахсемпе студентсен канашӗн секретарӗ.
«Ҫулталӑк спортсменӗ» ята Екатерина Иванова тивӗҫнӗ. Вӑл ЧР Элтеперӗн стипендине те илсе тӑрать.
«Чи пултаруллӑ студент» Светлана Тарасова пулса тӑнӑ. Вӑл ЧР Элтеперӗн стипендине илме тивӗҫнӗ.
«Аслӑ шкулти лидер» ята вара Рена Филиппова илтнӗ. Вӑл та общество ӗҫне хастар хутшӑнать.
«Студентсен чи лайӑх ӑслӑлӑх организацийӗ» номинацире шкулчченхи тата коррекци педагогипе психологийӗн факультечӗн ӑслӑлӑх обществи ҫӗнтернӗ. Чи пултаруллӑ ушкӑн «Ыйхӑсен патшалӑхӗ» мода театрӗ пулнӑ. Студентсен чи лайӑх общество пӗрлешӗвӗ вара «Корпорация добра» нимеҫӗ (волонтер) организацийӗ пулнӑ. «Ҫулталӑк студенчӗ» Гран-прине вара психологипе педагогика факультетӗнче 4-мӗш курсра вӗренекен Татьяна Шипова тивӗҫнӗ.
Истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ профессорӗ Георгий Яковлев пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Георгий Яковлев хӑй те ЧППУра вӗреннӗ. 1963 ҫулта вӑл историпе филологи факультетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ. Унтан М.Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи аспирантурӑра вӗреннӗ, диссертаци хӳтӗленӗ.
Георгий Алексеевич ЧППУра политологи, этнологи предмечӗсене ертсе пынӑ, аспирантсен ӗҫне ертсе пынӑ. Ӗҫне кура ӑна грамотӑсемпе чысланӑ. Вӑл шутра — РФ Вӗренӳ министерстви пани те. Унӑн ҫемйине «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа та чысланӑ.
Пӗр уйӑх каялла Георгий Алексеевич 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унпа Шупашкарта паян сывпуллашнӑ.
Чӑваш Енри икӗ ҫӑмрӑкӑн проекчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем грант ҫӗнсе илнӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен конкурса пӗтӗмпе 23 проект тӑратнӑ. Конкурса И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенткин Нина Любинарскаян «Журналистикӑна – утӑм» проекчӗ тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ магистранчӗн Дмитрий Кошеваровӑн «Донор юнӗ пурнӑҫ парнелет» проекчӗ мала тухнӑ. Ку – 2-мӗш тапхӑрта. Икӗ проект грант ҫӗнсе илнӗ. пӗтӗмпе - 100 пин тенкӗлӗх.
Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ конкурс анлӑ иртнӗ. Унта 4412 заявка пулнӑ. Кунсӑр пуҫне юридици сӑпачӗсенчен 247 заявка пулнӑ.
Конкурсӑн 1-мӗш тапхӑрӗнче вара Чӑваш Енри 8 ҫамрӑкӑн проекчӗ мала тухнӑ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ют ҫӗршывран килнӗ студентсем вӗренеҫҫӗ. Нумаях пулмасть, чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, вӗсем Чӑваш наци музейӗнче пулса курнӑ.
Музей ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем Эльмира Васильева тата Руслан Петров студентсемпе залсем тӑрӑх экскурси ирттернӗ. Студентсем тепӗр икӗ залӗпе хӑйсем тӗллӗн паллашнӑ.
Хӑнасем уйрӑмах чӑваш костюмӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Студентсем чӑваш халӑх инструменчӗсем мӗнле сасӑ кӑларнине те киленсе итленӗ.
Сӑмах май, Чӑваш наци музейӗнче ют ҫӗршыв студенчӗсен кунӗ виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫак акципе килӗшӳллӗн музее ют ҫӗршывран килнӗ 300 ытла студент ҫитсе курнӑ.
