Вӗренӳ
![]() Алена Аршинова депутат И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчи студентсен раштаври стипендие ҫитес ҫулччен кӗтме тивӗ. Стипенди вырӑнне вӗсене ҫак уйӑхра 300-шер тенкӗ укҫа пама шантарнӑ. Ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе кун каялла пӗлтернӗччӗ. Студентсен ыйтӑвне РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова та пӗлет иккен. Укҫа йывӑрлӑхӗ пирки ӑна аслӑ шкулӑн ректорӗ Владимир Иванов ҫитернӗ. Парламентари вара ыйтупа Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерствине тухнӑ. Ырӑ хыпара Алена Аршинова Александр Белов журналиста темиҫе кун каялла пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи интервьюра парламентари студентсене стипендие ҫулталӑк вӗҫлениччен куҫарса парассине каланӑ. Алена Аршинова каланӑ тӑрӑх, укҫа дефицичӗ социаллӑ стипендиатсен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |