Нумаях пулмасть пултарулӑх ушкӑнӗсем Раҫҫей правительствин премине тивӗҫнӗ. Ҫак хавхалантарӑва пурте мар, чи маттуррисем кӑна илейнӗ.
Раҫҫей правительствин «Раҫҫей кӑмӑлӗ» премине 15 ушкӑн тивӗҫнӗ. Вӗсем халӑх пултарулӑхӗн аталанӑвне нумай тӳпе хывнӑшӑн преми илнӗ.
Лауреатсен йышне пирӗн ентеш те кӗнӗ. Владимир Павлов Комсомольски районӗнчи «Каҫал» халӑх фольклор ансамбльне ертсе пырать. Вӑл «Йӑлана кӗнӗ халӑх культури» номинацире ҫӗнтернӗ. Владимир Павлов 100 пин тенкӗ премие, кӑкӑр паллине тата преми лауреачӗн дипломне тивӗҫнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл пысӑк ҫӗр лаптӑкӗсене саккуна пӑсса сутнӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе вӗҫленӗ, ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ суту-илӳ тумасӑрах коммерци организацине виҫӗ ҫӗр лаптӑкне тара панӑ. Лаптӑк пӗтӗмпе 1,5 миллион тӑваткал метр йышӑннӑ. Тепӗр виҫӗ уйӑхран хайхискер ҫӗре 750 пин тенкӗпе сутса янӑ. Чӑн хакӗ вара 20 миллион тенке яхӑн пулмалла. Ҫапла вӑл хака 26 хут пӗчӗклетнӗ, хыснана тӑкак кӳнӗ.
Халӗ ҫӗре патшалӑх харпӑрлӑхне тавӑрса панӑ. Экс-пуҫлӑх вара тӑкака хӑйӗн ирӗкӗпе саплаштарнӑ.
2018-2019 ҫулсенче Патӑрьел тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи икӗ плотинӑна юсӗҫ. Вӗсене ҫӗнетмешкӗн пӗтӗмпе 17 миллион тенке яхӑн тӑкаклӗҫ. Ку хушӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнчи Люля юханшывӗ ҫинчи плотинӑна икӗ ҫул юсӗҫ. Ку тӗллевпе федераци тата республика хыснисенчен 14 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. 13 миллион тенке яхӑнӑшӗ – федераци хыснинчен.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Чӑрӑш ялӗнчи плотинӑна та тӗпрен юсӗҫ. Ун валли 2,7 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗҫ. Ку плотина авариллӗ лару-тӑрура. Ейӳ вӑхӑтӗнче яла шыв илет-мӗн. Ҫулталӑк каялла район администрацийӗ плотинӑн проект ӗҫне тумашкӑн 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли валли чаплӑ аккордеон туяннӑ. Музыка инструментне юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче илнӗ.
«Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли» республикӑн хысна предприятийӗ музыка инструментне малтанласа 1,5 миллион тенкӗ парса илес шухӑшлине пӗлтернӗ. Кайран, аукцион вӑхӑтӗнче, аккордеона 200 пин тенкӗ йӳнӗрехпе туяннӑ.
Ҫапла вара капеллӑн «Scandalli Extreme 47» Италире кӑларнӑ инструмент пулӗ. Ют чӗлхерен вырӑсла куҫарсан аккордеон ячӗ «Экстремальные скандалы» (чӑв. Экстремаллӑ тавлашу) тесе куҫать иккен.
Чаплӑ аккордеона туянма Чӑваш Енӗн хыснинчен кӗмӗл уйӑрнӑ.
Аса илтерер, филармонире халӗ юсав пырать, ҫав вӑхӑтра симфони капеллине Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищине тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫарнӑ.
РФ Ӗҫлев министерстви Шупашкарти «Трактор савучӗсем» предприятири лару-тарӑва тӗрӗслесе тӑрать. Ку ҫивӗч ыйтӑва юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче РФ ӗҫлев министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Вовоченко тата ЧР ӗҫлев министрӗ Сергей Димитриев сӳтсе явнӑ.
Сергей Димитриев каланӑ тӑрӑх, республикӑри ӗҫ рынокӗнчи ҫивӗч лару-тӑрӑва сирме пулӑшакан хушма мероприятисем йӗркеленӗ. «Трактор савутӗнче» лару-тӑру япӑхлансах ҫитсен вӗсемпе усӑ курма палӑртнӑ.
Савутри ӗҫченсем сокращение лекме пултараҫҫӗ, ҫавна май вӗсене ӗҫ вырӑнӗ тупса парас тата професси тӗлӗшӗнчен вӗрентес тӗллевпе федераци хыснинчен укҫа уйӑрма пултарӗҫ.
Халӗ «Внешэкономбанк» концерна панкрута калассишӗн суда тавӑҫ тӑратма хатӗрленет. Предприятин кредитор умӗнчи парӑм 85 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Савут ӗҫченӗсене вара шалӑва парса татнӑ.
Паян, юра уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Патӑрьел салинчи Тӗп клуб тытӑмӗн культурӑпа кану центрӗнче «КиноБатыр» кинозал уҫӑлнӑ.
Кинозала Кино фончӗ укҫа уйӑрса пулӑшнӑ. Ун валли Тӑван ҫӗршыври кинематографие аталанма пулӑшас енӗпе ӗҫлекен ҫав фонд укҫана хальхи вӑхӑтри кино- тата сасӑ оборудованийӗ, сарлака экран туянма тупра панӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Вӑрнарта кинозал уҫнине пӗлтернӗччӗ. Вӗсене те федералсем укҫа уйӑрса панӑччӗ. «Тӳпе — ҫӑлтӑрпа, «Звездный» кинозал ҫӑлтӑрпа тулли пултӑр», — теҫҫӗ вӑрнарсем. Малашне вӗсем пысӑк кинозалта кино курма пултарӗҫ», — хыпарланӑччӗ маларах сайтра.
Аса илтерер, Чӑваш Енре 2016 ҫулта ҫӗнӗ йышши чаплӑ 5 зал уҫӑлнӑччӗ, кӑҫал вара – 7.
Паятан Раҫҫейре 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫа ҫаврӑнӑша тухӗ. Тӗп банк пуҫлӑхӗ Эльвира Набиуллина тата Патшалӑх знакӗн генеральнӑй директорӗ Аркадий Трачук хӑтлав ирттернӗ, ҫӗнӗ укҫасемпе паллаштарнӑ. Ку таранччен вӗсен дизайнӗ вӑрттӑнлӑхра пулнӑ.
Ку укҫасене хатӗрленӗ чухне ҫӗнӗ шухӑшсемпе усӑ курнӑ. Ҫапла майпа вӗсем часах кивелмӗҫ. Куҫ курманнисемшӗн те меллӗ вӗсем. Укҫасене ятарласа ҫутӑ дизайнпа илемлетнӗ.
200 тенкӗлли ҫине Севастопольти путнӑ корабльсен палӑкне ӳкернӗ, тепӗр енче – Херсонес Таврически. 2000 тенкӗллин пичӗ ҫинче Владивостокри Вырӑс утравне илсе ҫитерекен кӗпере сӑнланӑ, тепӗр енче Хӗвелтухӑҫ космодромӗ. Ҫак паллӑсем сасӑлавра ҫӗнтернӗ.
Раштав уйӑхӗнче ку укҫасем нумайланӗҫ. Чи малтан вӗсем Мускава, Крыма, Инҫет Хӗвелтухӑҫне ҫитӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев общество транспортне татти-сыпписӗр ҫӳреттерес ыйтупа канашлу ирттернӗ.
Шупашкартан Ҫӗрпӗве илсе ҫӳрекен маршрут пирки те сӑмах пуҫланӑ. Унти транспорт ҫинче час-часах хак улшӑнса пынине палӑртнӑ. Тепре чухне вӑл 50 е тата 70-100 тенкӗ те пулнине палӑртнӑ. Ку ыйтӑва Михаил Игнатьев ҫирӗп тӗрӗслеве илме хушнӑ.
Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов республикӑра пӗтӗмпе 596 маршруткӑна шута илнине асӑннӑ, вӗсенчен 12 проценчӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пӗлтернӗ. Автобуссен ытларах пайне министерство ҫирӗп тӗрӗслесе тӑнине каланӑ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн пӗр ҫухрӑмшӑн ҫынсен 2,62 тенкӗ тӳлемелле, карттӑпа тӳлес пулсан — 2,09 тенкӗ. Апла пулсан Шупашкара Ҫӗрпӗве ҫитме икӗ хак йӗркеленнӗ, пӗрисем 93 тенкӗ тӳленӗ, теприсем — 74 тенкӗ.
РФ Следстви комитечӗн Канашри пайӗ хулари «Чистый город» (чӑв. Таса хула) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсене материалсене Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ тата ШӖМӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗ ярса панӑ.
«Таса хула» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗн директорӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе (вӑл — Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗ) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ предприяти пуҫлӑхӗ муниципалитетӑн ҫурт-йӗрӗнче пурӑнакансенчен 2,8 миллион тенкӗ укҫа пухнӑ, анчах хыснана ҫакукҫа суммӑран 900 пинне ҫеҫ куҫарса панӑ. Ҫапла майпа хыснана 1,9 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн ӗнерхи пуҫлӑхӑн судра явап тытма тивӗ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗ каллех йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Хальхинче вӑл электроэнергипе парӑма кӗрсе кайнӑ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ Владимир Иванов троллейбус управленине Шупашкар хула администрацине пулӑшма чӗнсе каланӑ, мӗншӗн тесен транспорт предприятийӗ муниципалитетӑн-ҫке.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян ирттернӗ планеркӑра троллейбус управленийӗн ертӳҫисене хытах ятланӑ, ӗҫрен кӑларса ярассипе те хӑратнӑ.
Алексей Ладыков мэра ӑнланма та пулать. Хула администрацийӗн хыснинчен маларах 25 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Вӑл укҫана электроэнерги парӑмне татма панӑччӗ. Халӗ, ав, тата тепре парӑм пухса янӑ. Алексей Ладыков лару-тӑрӑва юпа уйӑхӗнче йӗркелемеллине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |