Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Петӗр Хусанкай ҫырнӑ юмах тӑрӑх «Голубка» спектакль-мюзикл лартнӑ. Ку ӗҫе театр Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе пурнӑҫлама пултарнӑ. Аслӑ классикӑмӑрӑн юмахӗсем тӑрӑх театрта кӑҫал тӑватӑ спектакль хатӗрленӗ.
Пукане театрӗнче мюзикл жанрӗпе пачах ӗҫлемен мар-ха. 18 ҫул каялла «Красная шапочка» лартнӑ, 2015-мӗшӗнче — «Светофор» шоу. Анчах ку, мӗн тесен те, наци сӗмӗллӗ. Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлачра 110 ҫул ҫитнине шута илсен ҫак ӗҫ пушшех те пӗлтерӗшлӗ.
«Голубка» мюзикла поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина тата вӗсен ывӑлӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай та кайса курнӑ.
Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, премьерӑна ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчи репертуара кӗртмен. Анчах каярах ӑна пӗрех кӑтартӗҫ.
Чӑваш Енре пама йышӑннӑ «Амӑшӗн мухтавӗ» хисеп паллин эскизне конкурсра ҫирӗплетӗҫ. Паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче ҫакӑн пирки йышӑну проектне сӳтсе явнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Амӑшӗн мухтавӗ» хисеп паллине парасси ҫинчен хушу кӑларнӑччӗ. Ку указа алӑ пуснине вӑл районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ. Ӑна пама Амӑшӗн кунӗ умӗн (ку уява чӳк уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче палӑртаҫҫӗ) йышӑннӑччӗ.
«Амӑшӗн мухтавӗ» хисеп паллин эскизне уйрӑм ҫын та, организаци те сӗнме пултарать. Ӗҫсене конкурсра пӑхса тухса ҫирӗплетӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗне 10 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ тата унпа усӑ курма ирӗк панишӗн тепӗр 5 пин тенкӗ тӳлӗҫ.
Нумаях пулмасть Раҫҫейре 200 тата 2000 тенкӗллӗ укҫасем ҫаврӑнӑша кӗнине унчченех пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ҫӗнӗ банкнотӑсем Чӑваш Ене те ҫитнӗ.
Республика ҫыннисем унпа усӑ курма пуҫланӑ. 200 тенкӗлли 50, 100, 500 тенкӗллисемпе пӗр калӑпӑшлӑ. 2000 тенкӗ вара 1000 тата 5000 тенкӗллисемпе пӗр пек. Ҫӗнӗ укҫасем сувенир евӗр мар, вӗсен тиражӗ те чикӗленмен. Вӗсене ҫаврӑнӑшра кирлине кура кӑларӗҫ. Банкнотӑсем – таваршӑн тӳлемелли укҫа. Вӗсене кирек мӗнле лавккара та, предприятире те йышӑнмалла.
Аса илтерер: ҫӗнӗ укҫасем Раҫҫейре кӑҫал юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫаврӑнӑша кӗнӗ. Вӗсем ҫине ӳкернӗ символсене сасӑлав мелӗпе суйланӑ.
Шупашкар районӗнчи Янӑш тӑрӑхӗнче сӗт пӗр кунта 4 тенкӗ чакнӑ. Вӑл тӑрӑхрисем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ӗнер сӗтӗн литрне 20 тенкӗпе пуҫтарнӑ пулсан паян валли сӗт 16 тенке чакса ларнӑ. «Унтан хаклӑпа йышӑнмаҫҫӗ», — ӗнентернӗ вырӑнти халӑха сӗт пуҫтаракан ҫын.
Чӑн та, сӗт пуҫтаракансен хӑйсен йывӑрлӑхӗ иккен. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт хакӗ республикипех чакса кайнӑ. Кун пекки раштав уйӑхӗнче унчченхи ҫулсенче пулман иккен. Ара, чӑн та, сӗт ҫуркунне енне чакнине ӑнланма пулать-ха, анчах хӗл варринче йӳнесе лартни ытла та тӗлӗнмелле пек.
Йывӑрлӑхӗ вара сӗт савучӗсене Беларуҫ Республикинчен типӗтнӗ сӗт илсе килме пуҫланипе ҫыхӑннӑ иккен. Вӑл йӳнӗреххине кура ӑна тирпейлекен савутсем йӳнӗрех продукцие суйлаҫҫӗ.
Хамӑр енчен ҫакна та пӗлтерер: иртнӗ шӑматкун республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев тата ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов уйрӑм хуҫалӑхӗсенче туса илекен сӗт хакне чакармалли марри пирки канашлу ирттернӗ. Анчах, куратпӑр ӗнтӗ, савутсен хайсен пасар саккунӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен канашлу ирттерет. Паянхинче ЧР Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин Монохуласене аталантарассипе ӗҫлекен фондӑн сӑнав канашӗн ларӑвне хутшӑнни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Лару протоколне йӗркелесе ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Республикин Правительствине ҫитерӗҫ», – савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтернӗ Иван Моторин премьер-министр.
Лару раштавӑн 22-мӗшӗнче иртнӗ. Ӑна РФ Правительствин Аппарачӗ Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Максим Акимов ертсе пынӑ.
Мускаври ларура Чӑваш Енри монохуласенчен пӗрне, маларах эпир асӑннӑ Канаша, аталантарма укҫа-тенкӗ уйӑрма йышӑннине палӑртнӑ. Маларах кӗмӗл лекмесси пирки сӑмах тухнӑччӗ.
Сайт ӗҫне пулӑшу кӳме «Ниме-купонсем» сутасси пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, эпир вӗсене сайта тӗрлӗ енчен аталантарма кӑларнӑ. Конкурссем ирттерме те, пирӗн проектсене тӗкӗ пама та сирӗн пулӑшу вырӑнлӑ пулӗ.
Нумай пулмасть ниме-купонсем туянакансен йышӗ ӳсрӗ. Енчен те малтан хӑйсен укҫи-тенкине халӑха кирлӗ ӗҫшӗн уйӑрма кӑмӑл тӑвакансем пачах та ҫукччӗ пулсан, виҫӗмкун пӗрремӗш ҫын пирӗн ниме-купона туянчӗ. Кириллов Н.М. пире 100 тенкӗпе пулӑшрӗ.
Чӑваш халӑх сайтне тата унӑн проекчӗсене пулӑшас кӑмӑл пур пулсан ниме-купон туянма пӗрре те йывӑр мар: «Спонсорла пулӑшу» айӗнче вырнаҫнӑ «+100», «+200», «+300» е «+500» ҫине пусмалла та укҫине электронлӑ майпа тӳлемелле. Карточкӑпа та, электронлӑ енчӗксемпе те, телефонпа та усӑ курма май пур. Сӑмах май, конкурс таврашӗпе проектсем ҫине эпир кӑҫал 27 420 тенкӗ тӑкакласа, вӗсенчен 22 100 — халӑх пулӑшнӑ тӳпе.
Дмитрий Губерниев спорт комментаторӗ Чӑваш Енри биатлон центрне кирлине спортӑн ҫак енӗпе иртекен Тӗнче кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнче те, виҫҫӗмӗшӗнче те тӳрӗ эфирта каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Комментатор биатлон центрӗ пирки Татьяна Акимова пӑшӑрханса калаҫнине хыпарланӑччӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев спортсменкӑпа тӗл пулнӑ, центр тӑвассипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑрмавӗ ҫӗрпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Вӑрман фондӗнчи ҫав пурлӑха урӑх тӗллевпе усӑ курма мускавсем ӗнер тинех ирӗк панӑ иккен. Ӗҫе туса пӗтерме Чӑваш Ен хыснинче 2018 ҫул валли 100 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, биатлон центрӗ тӑвассине килес ҫул вӗҫлесшӗн.
Шупашкар чухӑн тата хӑй тӗллӗн пурӑнайман хуласен йышне кӗнӗ. Кун пирки «Стрелка» кансалтинг бюровӗ пӗлтерет.
Танлаштарӑма ҫын пуҫне мӗн чухлӗ тупӑш пулнине шута илсе хатӗрленӗ. Хыснана тавӑрса памалла мар укҫа килнине, республика тупӑшне те пӑхма манман.
Шупашкарсӑр пуҫне чухӑн хуласен йышне Брянск, Владикавказ, Владимир, Волгоград, Ижевск, Йошкар-Ола, Курск, Липецк, Орел, Саранск, Сарӑту, Тверь, Чӗмпӗр, Черкесск, Элиста, Курган кӗнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын пуҫне 16,5 пин тенкӗ лекет.
ЧР Патшалӑх Канашӗ республикӑри амӑшӗн капиталне тӑсас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: капитал 100 пин тенкӗпе танлашать.
Патшалӑх Канашӗ йышӑну тунӑ: республикӑри амӑшӗн капиталне тепӗр 3 ҫула тӑсмалла. ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев капиталпа мӗнле усӑ курмаллине тепӗр хутчен аса илтернӗ. Ку укҫапа пурӑнмалли условисене лайӑхлатма, ачана вӗрентме, сусӑр ача валли ятарлӑ хатӗр-хӗтӗр туянма пулать.
Ҫулсерене ку тӗллевпе 200 миллион тенке яхӑн уйӑрӗҫ. Саккунпа килӗшӳллӗн, 100 пин тенке сахал тупӑшлӑ ҫемьесем тивӗҫӗҫ.
Сӑмах май, РФ Патшалӑх Думи федераци программипе килӗшӳллӗн амӑшӗн капиталне 2021 ҫулччен парасси пирки йышӑну тунӑ.
Паян Раҫҫейӗн Аслӑ сучӗн Пленумӗн ларӑвӗнче алимент тӳлессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Унта сӑмах илнӗ Татьяна Назаренко судья пирӗн ҫӗршывра алимент парӑмӗ 100 миллиард тенкӗрен иртнине пӗлтернӗ. Чӑваш Енре ку парӑм мӗн чухле ҫитнине калаймӑпӑр та, анчах пӗчӗк марри иккӗлентермест.
Алимент тесен, ӑна чылайӑшӗ шыраса илме ӑнтӑлать: пуян хӗрарӑмсемех чухӑн арҫынсене лӑскаҫҫӗ, эрех енне туртӑннисем те ӑна илме хирӗҫ мар. РФ Аслӑ сучӗ алимент шыраса илнӗ чух ҫак самантсене шута илмлелех тесе шухӑшлать. Тепӗр майлӑ каласан, алимент виҫине палӑртнӑ чух ӑна тӳлеме тивӗҫ ҫын пурлӑх енчен лару-тӑрӑвӗ еплине тӗпе хумалла. Е тата ӗҫекен, усал ытти йӑла-йӗркепе туслӑ амӑшӗсене алимент шыраса памасан та юрать тесе йышӑннӑ РФ Аслӑ сучӗн пленумӗнче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |